Васильев Павел Ефимович
Васильев Павел Ефимович - Совет Союзӗн Паттӑрӗ[БС1 1] -- [ГС 1] -- [НЛ 1], 2-мĕш ИНçет Хĕвелтухăç фрончĕн 15-мĕш çарĕн 21 моторланă инженер-сапер бригадин 132-мĕш уйрăм мотоштурм инженер-сапер батольонĕн командирĕн политпайĕпе çумĕ, капитан.
Кун-çулĕ
Пушкӑрт Республикин Пишпӳлек районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче, 1909-мĕш çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче хреçчен кил-йышĕнче çуралнă. Чăваш. 1932-мĕш çултан ВКП(б) пайташĕ. 1931 çулта Ĕпхӳ педагогика техникумне пĕтерне, партин тĕрлĕ ĕç вырăнĕсенче ĕçленĕ.
1941-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче ăна Хĕрлĕ Çара чĕнсе илнĕ.
1945-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Фудзин çирĕплетнĕ районне татса тухнă чухне, Васильев капитан 5 дота штурмлама хатĕрленнине ертсе пынă. Вĕсенчен чи хăватли сирпĕнсе кайсан, Павел Ефимович чи малтан çыхăну çулĕсене вирхĕнсе кĕрсе 4 япун салтакне автоматпа персе вĕлернĕ, пĕрне тыткăна илнĕ.
947-мĕш çултан Васильев капитан запаса тухнă. Пишпӳлек районĕн ĕçтăвкомĕн председателĕ, Пишпӳлек районĕн райкомĕн 1-мĕш секретарĕ. Пушкăрт АССРĕн Аслă Канашăн депутачĕ, Пишпӳлек район канашĕн депутачĕ пулнă.
1978-мĕш çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче вилнĕ. Ĕпхӳре пытарнă.
Чыславсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ № 7769;
- Ленин орденӗ;
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- медальсем.
Вуламалли
- Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 1. М.: Воениз., 1987.
- Ашик М.В. Этергомский десант. С.-П. 2000.
- Память солдатского сердца. Выпуск 2. Чебоксары, 1980.
- Подвиги их - бессмертны. - Уфа: Китап, 2000.
- Славные сыны Башкирии. Книга 1. Уфа, 1965.
Ӑнлантарусем
- Биографи «Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.» кĕнекере az-libr.ru сайтра.
- ^ Васильев Павел Ефимович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Васильев Павел Ефимович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ.
- Халăх хастарлăхĕ сайтри награда лисчĕсем]]
- Ытти асăрхавсем
Каçăсем
Васильев Павел Ефимович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Васильев П.Ф. Пишпӳлек районĕн сайтĕнче( ӗҫлемен каҫӑ)