Кузьма Антонович Великов

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

1909 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпернинчи Кӑрмӑш уесне кĕрекен Пилешкасси ялĕнче (халĕ Чăваш Республикинчи Çĕмĕрле районĕ) çуралнă. Хусан университечĕн медицина факультетĕнче вĕреннĕ (1931 ç.). 1937 çулччен Çĕрпӳ район больницин тĕп тухтăрĕ тата Çĕрпӳри фельдшер шкулĕн директорĕ пулса ĕçленĕ.

1937-40 çулсенче Мускаври 2-мĕш мединститучĕн нерв чирĕсен клиникинче ординатурине пĕтернĕ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыççăн çак клиникăрах ĕçленĕ.

1955 çултан пуçласа 1970 çулччен Калининти медицина институчĕн нерв чирĕсен кафедрине ертсе пынă. 1970 çулта тухтăр диссертацине хӳтĕленĕ. 70 ытла ăслăлăх ĕçĕ çырнă.

Вуламалли

Каçăсем

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.