Верхунов Павел Максимович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Верхунов Павел Максимович

Верхунов Павел Максимович (1929 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗ, Кивӗ Вӑрмар, Вӑрмар районӗ, Чӑваш АССР — (2008 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ, Йошкар-Ола) — РСФСР тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи, Мари АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ.

Пурнӑҫӗ

1929 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялӗнче ҫуралнӑ. Йошкар-Олари Атӑлҫи вӑрман институтне (1951), унтах аспирантура (1956) вӗренсе пӗтернӗ. 1951—1953 ҫулсенче «Вӑрманпроект» Атӑл-Кама тресчӗн Пушкӑртстанри аэрофотовӑрманйӗркелӳ экспедицийӗнче инженер-таксатор, Красноярск Совнархозӗн Ҫӗпӗрти Вӑрман хуҫалӑхӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, экономика тата хуҫалӑх лабораторийӗн пуҫлӑхӗ, 1964—1975 ҫулсенче СССР Ӑслӑлӑхсен Академийӗн Ҫӗпӗрти уйрӑмӗн Вӑрманпа йывӑҫ институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, Мари патшалӑх техника университетӗнче 1975 ҫултанпа — профессор, 1977—1988 ҫулсенче — вӑрман таксацийӗпе вӑрман йӗркелӗвӗн кафедрин ертӳҫи. Ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, диссертацие 1975 ҫулта «Ҫӗпӗрти тӗрлӗ ӳсӗмри хыр йышши йывӑҫсен саппасӗсем хальхи вӑхӑтра йышланса пыни» темӑпа хӳтӗленӗ. Вӑрмана хуҫалӑхпа промышленнӑҫра тӗрлӗ тӗллевлӗ усӑ курас енӗпе теори тата практика тӗлӗшӗнчен пысӑк специалист. 500 яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ, ҫав шутра 42 монографи, брошюрӑсем, аслӑ шкулсем валли 50 вӗренӳпе методика пособийӗ.

Хисепӗсем

Вуламалли

  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 83—84. — 168 с.

Каҫӑсем