Вильсонӑн вунтӑватӑ пункчӗ
Вильсонӑн вунтӑватӑ пункчӗ (акăл. The Fourteen Points) — мирлӗ килӗшӳ проекчӗ, унта Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленмелли условисене тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тытӑм принципӗсене ҫырса хунӑ. Проекта 28-мӗш АПШ президенчӗ Вудро Вильсон хатӗрленӗ, 1918 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче унпа АПШ Конгресне паллаштарнӑ[1][2].
Вильсонӑн вунтӑватӑ пункчӗ Владимир Ленин хатӗрленӗ[3] тата 1917 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри рабочи тата салтак депутачӗсен Канашӗн иккӗмӗш пухӑвӗ йышӑннӑ Мир ҫинчен калакан Декрет ҫине хуравланӑ[4][5].
Истори
Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине вӗҫлеме тивӗҫлӗ мирлӗ килӗшӗве епле курнине чи малтан совет правительстви сӗннӗ. Владимир Ленин хатӗрленӗ мир ҫинчен калакан декрета 1917 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче (чӳк, 8) Пӗтӗм Раҫҫейри рабочи тата салтак депутачӗсен Канашӗн II пухӑвӗнче пӗр саслӑн йышӑннӑ[6][7].
Вильсонӑн вунтӑватӑ пунктне советсен Мир декречӗ ҫине хуравласа сӗннӗ[6][6]. 1918 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Вудро Вильсон АПШ Конгресӗ умӗнче ҫак 14 пункта вуласа парса паллаштарнӑ[8]. Вильсонсӑр пуҫне пунктсене хатӗрлес ӗҫе унӑн канашҫисем хутшӑннӑ, вӗсен хушшинче Дэвид Миллер адвокат, Уолтер Липпман журналист тата ҫыравҫӑ, Исайя Боумен географ тата геополитик тата ыттисем пулнӑ[9].
«XX ӗмӗрте Вашингтон пӗрремӗш хут глобальлӗ ертӳҫӗ пулма тӑратакан заявка» тесе шутлакан проект[10] Пӗрлешнӗ Штатсен правительстви изоляционизм политикинчен татӑклӑн пӑрӑннине палӑртнӑ, унсӑр пуҫне унта хӗҫ-пӑшала чакармалли, нимӗҫсен ҫарӗсене Раҫҫейпе Бельгирен кӑларасси, Польшӑна никама пӑхӑнман патшалӑх туса хурасси тата «нацисен пӗтӗмӗшле пӗрлӗхне» (Нацисен Лиги ята илнӗ[11]) туса хурасси пулнӑ[2]. Ҫак программа, Антанта хушшинчи союзниксем ӑна чи малтан кӑмӑллах йышӑнман пулин те[10][12], кӑштахран Версаль мирӗн никӗсӗн пӗр пайӗ пулса тӑнӑ[8][9].
Апла пулин те каярахпа АПШ Нацисен Лигине кӗмен, 20 ҫула яхӑн вӗсем изоляционизм политикине тытса пынӑ[10]. Сенат ку килӗшӗве ратификацилессине хирӗҫ тӑнӑ, ҫакна Нацисен Лигин шутне кӗрсен ҫӗршыв суверенитечӗшӗн хӑрушлӑх тухса тӑма пултарассипе ӑнлантарнӑ[9]. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗнӗ вӑрҫа пуҫарма йывӑрлатма тивӗҫлӗ Вильсон сӗннӗ шухӑшсене те пурнӑҫламан — 1939 ҫултах Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑ[12].
14-мӗш пункт тексчӗ
- Уҫҫӑн сӳтсе явнӑ мирлӗ килӗшӳ, вӗсем хыҫҫӑн тӗнчери нимӗнле вӑрттӑн килӗшӳсем те пулмалла мар, дипломати вара яланах уҫҫӑн та пурин куҫӗ умӗнче ӗҫлемелле.
- Мирлӗ вӑхӑтра та, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те территорири шывӗсен тулашӗнчи тинӗссенче карапсем питӗ ирӗклӗн, хӑш-пӗр тинӗссен пӗр пайне е пӗтӗмпех тӗнче палӑртнӑ йӗркепе тӗнчери килӗшӗве пурнӑҫламашкӑн хупнисӗр пуҫне, ҫӳремелле.
- Экономикӑри мӗнпур чӑрмавсене май килнӗ таран пӗтермелле тата тӑнӑҫлӑхшӑн тӑракан тата ӑна упраса хӑварас тесе тӑрӑшакан пур халӑхсемшӗн те пӗр тан суту-илӳ условийӗсем туса хумалла.
- Наци хӗҫ-пӑшалӗсене патшалӑх хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме май паракан таран пӗчӗк шая чакарма шанчӑклӑ гарантисем пулмалла.
- Пӗтӗм колони тавлашӑвӗсене ирӗклӗ, уҫҫӑн тата питӗ тӗрӗс татса памалла, ҫак принципа ҫирӗп пӑхӑнни ҫинче никӗсленмелле: суверенитетпа ҫыхӑннӑ пур ыйтусене те татса панӑ чухне халӑх интересӗсем хӑйӗн прависене татӑклӑ палӑртнӑ патшалӑх кӑларса тӑратакан тивӗҫлӗ шайри ыйтӑвӗсемпе пӗр тан пулмалла.
- Вырӑссен мӗнпур территорийӗсене ирӗке кӑлармалла, Раҫҫее пырса тивекен мӗнпур ыйтусене те ҫавӑн пекех татса памалла, ӑна ытти нацисем енчен политика аталанӑвӗ тата унӑн наци политики пирки никама пӑхӑнмасӑр йышӑну тума тата ирӗклӗ нацисен пӗрлӗхӗнче ӑна, вӑл хӑй валли хӑй суйласа илекен правлени йӗркине шута илсе, хапӑл туса йышӑнма май туса парасси ҫинчен шантармалла. Йышӑннинчен те ытларах, пур ӗҫре те ӑна мӗн кирлине, вӑл хӑйне мӗн кирлине палӑртни енчен пулӑшни ытларах кирлӗ. Нацисем тата унӑн аппӑшӗсем Раҫҫей ҫине мӗнле пӑхни килес уйӑхсенче вӗсен ырӑ туйӑмӗсен сӑнав чулӗ, вӗсен нушисене ӑнланни тата вӗсене хӑйсен интересӗсенчен уйӑрма пӗлнине палӑртӗ, ҫавӑн пекех ҫакӑ вӗсен ӑсӗпе вӗсен кӑмӑлӗ туллин палӑртнин кӑтартӑвӗ пулӗ.
- Бельгие, пӗтӗм тӗнче килӗшет, ирӗке кӑлармалла тата ҫӗнӗрен йӗркелемелле, унӑн ытти ирӗклӗ халӑхсемпе пӗр тан суверенитетне чикӗлеме тӑрӑшмалла мар. Ҫакӑнтан ытла урӑх нимӗнле ӗҫ те халӑхсем хушшинче хӑйсем палӑртса хунӑ тата пӗр-пӗрин хушшинчи хутшӑнусене ертсе пырас тӗлӗшпе палӑртса хунӑ саккунсене шанма пулӑшаймасть. Ҫак сиплевлӗ акт пулмасан пӗтӗм тӗнче правин пӗтӗм йӗрки, пӗтӗм ӗҫӗ ӗмӗрлӗхех пӗтӗ.
- Франци территорине пӗтӗмпех ирӗке кӑлармалла та оккупациленӗ ҫӗрсене каялла тавӑрмалла, ҫавӑн пекех 1871 ҫулта Прусси Эльзас-Лотаринги тӗлӗшӗнчен Францие кӳнӗ усал ӗҫе, тӗнчери тӑнӑҫлӑха 50 ҫула яхӑн пӑснӑскере, тӳрлетмелле, ҫапла вара пурин интересӗсене шута илсе мирлӗ хутшӑнусене каллех йӗркелеме пулать.
- Итали чиккисене тӳрлетессине уҫҫӑн палӑракан наци чиккисене тӗпе хурса пурнӑҫланмалла.
- Нацисен Лигинче эпир хӳтӗре тата тивӗҫтерӳллӗ курасшӑн Австро-Венгри халӑхӗсем автономлӑ аталану валли чи анлӑ майсем илмелле.
- Румыние, Сербие тата Черногорие ирӗке кӑлармалла. Йышӑннӑ территорисене каялла тавӑрмалла. Сербие тинӗсе ирӗклӗн те шанчӑклӑн тухмалли май памалла. Тӗрлӗ Балкан патшалӑхӗсен хушшинчи хутшӑнусене историре ҫирӗплетнӗ никӗс вырӑнӗпе тата наци принципӗсемпе килӗшӳллӗн туслӑ ҫулпа палӑртмалла. Тӗрлӗ Балкан патшалӑхӗсем политикӑпа экономика тӗлӗшӗнчен никама пӑхӑнманлӑхӗ тата территори ҫирӗплӗхӗ пирки тӗнче шайӗнчи гарантисем пулмалла.
- Хальхи вӑхӑтри Осман империйӗн шутне кӗрекен турккӑ пайӗсем тулли те ҫирӗп суверенитет илмелле, анчах та халӗ тӗрӗксен аллинче пурӑнакан ытти наци ҫыннисем автономиллӗ аталану валли ҫирӗп гаранти тата пачах та пӑсма май ҫук условисем илмелле. Дарданелла тӗнче шайӗнчи гарантипе пӗтӗм нацисем валли вӗсен карапӗсем ирӗклӗ иртме тата суту-илӳ тума пӗрмаях уҫӑ пулмалла.
- Никама пӑхӑнман Польша патшалӑхне туса хумалла, унӑн йышӗ шутне поляк халӑхӗ тачӑ ҫыхӑннӑ мӗнпур территорие кӗртмелле, ӑна тинӗсе тухма ирӗклӗ тата шанчӑклӑ май туса памалла, унӑн политикӑлла тата экономикӑлла никама пӑхӑнманлӑхне, ҫав шутра территори ҫирӗплӗхӗ пекех, тӗнче шайӗнчи килӗшӳсемпе шантармалла.
- Пӗр-пӗрне политикӑлла пӑхӑнни тӗлӗшӗнчен тата пысӑк патшалӑхсене те, пӗчӗккисене те тетерритори тӗлӗшӗнчен ҫирӗплӗхе гарантилекен тӗллевпе нацисен ятарлӑ статусӗсене тӗпе хурса пӗрлехи пӗрлешӗвӗ туса хумалла.[8].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Константин Кудряшо. 14 пунктов Вудро Вильсона — мир по лекалам Америки. Ложь, кровь и насилие. Аргументы и факты (8 кӑрлачӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Четырнадцать пунктов Вильсона. Большая российская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Декрет о мире, разработанный В.И. Лениным и единогласно принятый на Втором съезде Советов рабочих, крестьянских и солдатских депутатов 26 октября (8 ноября) 1917 г. Российский государственный архив социально-политической истории. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Декрет о мире. Большая российская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Robert E. Hannigan, 2017.
- ^ 1, 2, 3 Robert E. Hannigan. . — University of Pennsylvania Press. — ISBN 9780812248593.
- ^ Sowers, Steven W. Legacy of 1917 and 1918. Michigan State University.
- ^ 1, 2, 3 Четырнадцать пунктов Вильсона об условиях мира из его послания конгрессу 8 января 1918 года (Извлечение). Электронная библиотека исторических документов. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Надежда Алексеева. Доктрина господства: 100 лет назад Вудро Вильсон представил 14 пунктов, ставших основой нового миропорядка. RT (8 кӑрлачӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Андрей Кортунов. Cемь споров о 14 пунктах. Российский совет по международным делам (15 кӑрлачӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Лига Наций. Большая российская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Иван Тимофеев. «14 пунктов» Вильсона сто лет спустя: как переизобрести мировой порядок (17 кӑрлачӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
Вуламалли
- Robert E. Hannigan. The Great War and American Foreign Policy, 1914-24. — University of Pennsylvania Press, 2017. — 354 с. — ISBN 9780812248593.
- Всемирная история: люди, события, даты = Family Encyclopedia of World History / Пер. с англ. — Издательский Дом Ридерз Дайджест, 2007. — 576 с. — ISBN 978-5-89355-170-9.
- Бекер Рей Стэннарт. Вудро Вильсон. Мировая война. Версальский мир. — Государственное издательство, 1923. — 451 с.
- Иванян Э. А. Энциклопедия российско-американских отношений. XVIII—XX века. — Международные отношения, 2001. — 696 с. — ISBN 5-7133-1045-0.