Волков Дмитрий Петрович
Волков Дмитрий Петрович (1920 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ, Анаево[d], Тамбов кӗпӗрни[d] — 1996 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ, Мускав) — Совет Союзӗн Паттӑрӗ (18.09.1943)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Аякри авиацин 5-мĕш авиаци корпусĕн 53-мĕш авиаци дивизийӗн 3-мĕш авиаци полкĕн эскадрилья штурманĕ, капитан.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1920 ҫулхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тамбов кӗпӗрнин Спасск уесӗнчи Анаево (халӗ —Мордва Республикинчи Зубово-Полянск районӗ) ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ялӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ, 1937 ҫулта Ульяновскри педагогика институтне вӗренме кӗнӗ.
1938 ҫулта комсомол наборӗпе Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете илнӗ. 1940 ҫулта Челябинскри вӗҫевҫӗ-сӑнавҫӑсен ҫар авиаци училищинчен вӗренсе тухнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа — унӑн фрончӗсенче. 1943 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗ тӗлне Аякри авиацин 5-мӗш авиаци корпусӗн 53-мӗш авиаци дивизийӗн 3-мӗш авиаци полкӗн эскадрилья штурманӗ, капитан. Ҫав вӑхӑталла 150 вӗҫев тунӑ. Тӑшман тылӗнче ҫар объекчӗсем ҫине бомбӑсем пӑрахнӑ, партизансемпе совет ҫарӗсен ункӑна лекнӗ чаҫсем патне вӗҫнӗ. Хӑйӗн дивизийӗнче чи малтан снайпер бомбисемпе пӗчӗк тӗллевсене пемелли меслете алла илнӗ, сывлӑшри ҫапӑҫусенче фототӗрӗслевпе усӑ курнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Волков Дмитрий Петрович капитана Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№1746) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
Вӑрҫӑ вӗҫленсен Совет Ҫарӗнче хӗсмете малалла тӑснӑ. 1952 ҫулта вӑл Жуковский ячӗллӗ Сывлӑш-ҫар академинче, 1961 ҫулта Тӗп штабӑн ҫар академинче вӗренсе тухнӑ. Авиаци генерал-майорӗ званире отставкӑна тухнӑ. Мускавра пурӑннӑ.
1996 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнче вилнӗ, Мускавра Троекурово масарӗнче пытарнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (18.09.1943, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 1746);
- Ленин орденӗ (18.09.1943);
- икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- икӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ;
- икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- «СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсенче Тӑван Ҫӗршывӑн хӗсметӗнче тӑнӑшӑн» орденӑн 3-мӗш степенӗ;
- медальсем.
Астӑвӑм
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
- Геройская быль. — Саранск: Мордкиз, 1985.