Волков Михаил Карпович
Волков Михаил Карпович (1922 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ, Смоленск, Смоленск облаҫӗ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 2007 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ, Киев, Украина) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Хӗрлӗ Ҫарӑн аслӑ сержанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.04.1945)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Украина фрончĕн 31-мĕш танк корпусĕн 100-мĕш танк бригадин танкăн механик-водителĕ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1922 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Смоленск облаҫӗн Смоленск районӗнчи Серебрянка посёлокӗнче (халӗ — Смоленск хулине кӗрет) рабочи ҫемьинче ҫуралнӑ. Шкулта ҫичӗ класс пӗтернӗ, шофёр курсӗсенче вӗреннӗ.
1940 ҫулта Волкова Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете илнӗ. 1941 ҫулта вӑл кӗҫӗн командирсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа — фронтра. Хӗвеланӑҫ тата 1-мӗш Украина фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Курск ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ. 1944 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне 1-мӗш Украина фрончӗн 31-мӗш танк корпусӗн 100-мӗш танк бригадин танкӑн механик-водителӗ, аслӑ сержант пулнӑ. Польшӑна ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ.
1944 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗнче пысӑк хӑвӑртлӑхпа Волков Кросно хулинчен 18 ҫухрӑм кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнерехри Беско пурӑнан вырӑн таврашӗнчи Вислок юханшывӗ ҫинчи сыхлав кӗперӗ урлӑ каҫса хӑйӗн танкӗн гусеницисемпе артиллери батарейине тата штурм туппине тӗп тунӑ. Танка персе лектерсен, Волков хӑйӗн командирне хӑй ҫурӑмӗ ҫине хурса йӑтса тухнӑ, унӑн пурнӑҫне сыхласа хӑварнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 10-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Волков Михаил Карпович аслӑ сержанта Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№7984) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
Вӑрҫӑ вӗҫленсен Волкова демобилизациленӗ. Киевра пурӑннӑ, автотранспорт сферинче ӗҫленӗ. 2007 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗнче вилнӗ, Киевӑн Вӑрманхӗрри ҫӑвинче пытарнӑ.
Украинӑри Аслӑ Рада депутачӗн Александр Волковӑн ашшӗ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.04.1945, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 7984);
- Ленин орденӗ (10.04.1945);
- виҫӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ;
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ;
- медальсем.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Звёзды доблести боевой. — Львов: Каменяр, 1968.