Волков Николай Терентьевич

Волков Николай Терентьевич (1913 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ, Змеиногорск[d]1956 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ, Гомель[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар майорӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (15.01.1944)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Вӑта фронтӑн 61-мӗш ҫарӗн 12-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 32-мӗш гварди стрелоксен полкӗн командирӗн ҫумӗ, гварди майорӗ.

Чысĕсем

1913 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗнче Змеиногорск посёлокӗнче (халӗ — Алтай крайӗнчи хула) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Шкулта сакӑр класс вӗренсе пӗтернӗ, унтан — рабфак.

1934 ҫулта Волков Красноярскри 1-мӗш вӑрман техника институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн малтан вӗрентӳҫӗ, 1939 ҫултанпа — Змеиногорск районӗнчи халӑх вӗрентӗвӗн пайӗн инспекторӗ пулса ӗҫленӗ.

1940 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшенче Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ, Узбек ССРӗн Ташкент облаҫӗнчи Чирчик хулинче 194-мӗш стрелоксен дивизийӗн 470-мӗш стрелоксен полкӗн ротин старшини пулнӑ. 1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Пулемет взвочӗн командирӗнчен пуҫласа стрелоксен полкӗн командирӗ таран ӳснӗ. Резерв, Брянск, Анӑҫ, Тӗп, 1-мӗш Беларуҫ, 1-мӗш тата 3-мӗш Балтиҫум фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Виҫӗ хутчен аманнӑ. Смоленск ҫапӑҫӑвне, Мускавшӑн, Курскшӑн, Тӑнӑваршӑн ҫапӑҫнӑ, Беларуҫ ССРне, Прибалтикӑна, Польшӑна ирӗке кӑларнӑ, Висло-Одер операцине, Германири ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне Вӑта фронтӑн 61-мӗш ҫарӗн 12-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 32-мӗш гварди стрелоксен полкӗн командирӗн ҫумӗ, гварди майорӗ пулнӑ. Днепршӑн ҫапӑҫнӑ чухне палӑрнӑ.

1943 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче, Днепр урлӑ каҫмалли вырӑна разведка туса, Волков Гомель облаҫӗнчи Лоевка районӗнчи Глушец ялӗ таврашӗнче алӑ айӗнчи пур материалсенчен шыв урлӑ каҫмалли хатӗрсем хатӗрлессине тата юханшыв урлӑ каҫассине йӗркеленӗ. Унӑн подразделенийӗ ертсе пынипе полк подразделенийӗсем Днепрӑн хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗнче тытса илнӗ плацдарма тытса илнӗ, тӑшманӑн темиҫе контратакине сирсе янӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата Днепр урлӑ каҫнӑ чухне хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Волков Николай Иванович гварди майорне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№2936) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.

1948 ҫулта Волков Фрунзе ячӗллӗ ҫар академинчен вӗренсе тухнӑ. Малтан Германири совет ҫарӗсен ушкӑнӗнче полкӑн, унтан Беларуҫ ҫар округӗн 28-мӗш ҫарӗн командирӗ пулнӑ.

1954 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа Волков округри офицер йышне лайӑхлатмалли курссенче преподаватель пулнӑ.

1956 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче унӑн арӑмӗ вилнӗ, ун хыҫҫӑн Волков эрех-сӑрапа иртӗхме тытӑннӑ.

1956 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗнче ӑна курссенче вӗрентекен ӗҫӗнчен хӑтарса Белоруссири физкультурӑпа спорт институчӗн ҫар кафедрин аслӑ преподавательне куҫарнӑ, ҫапах та ҫав ӗҫре вӑл пӗрре те курӑнман.

1956 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Гомель хулине пытарнӑ.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Волков ятне Змеиногорскри урама панӑ, хулан тӗп лапамӗнче унӑн бюстне вырнаҫтарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Волков Николай Терентьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  2. ^ Волков Николай Терентьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  3. ^ Волков Николай Терентьевич. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
  • Боевая слава Алтая. — Барнаул: Алтайское кн. изд., 1978.
  • Мальков Д. К. Сквозь дым и пламя. — М. Воениздат, 1970.
  • Манакин М.Ф. Полковая наша семья. — М.: Воениздат, 1983.

Каçăсем

Категорисем