Володин Александр Моисеевич

Алекса́ндр Моисе́евич Воло́дин (чăн хушамачĕ — Лифшиц; нарӑс, 10, 1919, Минск, — раштав, 17, 2001, Санкт-Петербург) — вырăс драматургĕ, сценарисчĕ тата сăвăçи. Вырăс ПЕН-центрĕн пайташĕ, «Драматург» журналăн пултарулăх канашĕн пайташĕ, «Петрополь» альманах канашĕн пайташĕ.

Биографи

Александр Моисеевич Лифшиц, ытларах Александр Володин псевдонимпе паллăскер, Минскре 1919 çулхи нарăсăн çуралнă[1], но с пяти лет жил в Москве у своего дяди — врача[2]. Ача чухнех Александр, пиччĕшне (А. Дикий студин актёрĕ) пула театр еннелле туртăнма тытăннă[2]; çавах та вăтам пĕлĕве илнĕ хыççăн Мускаври авиацио институчĕн студенчĕ пулса тăнă, çур çул вĕренсен пăрахнă[1]. Серпуховри вĕрентӳçсен курсĕнче вĕренсе тухсан, пĕр çулталăк хушши Мускав облаҫӗнчи Вешки ялĕнче вырăс чĕлхипе литературăна пĕлӳ панă[2].

1939 çулта Володин ГИТИСăн театроведени факультетне вĕренме кĕнĕ, анчах та тепĕр иккĕ уйăхран ăна çара хĕсмете чĕннĕ[1]. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тапхăрĕнче çыхăнуçă тата сапёр пулнă, Анăç, каярах Беларуç фронтĕнче çапăçнă, иккĕ хутчен аманнă, орденпе тата медальсене тивĕçнĕ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 . — М.: МК-Периодика. — ISBN 5-93696-007-3, 5-93696-010-2.
  2. ^ 1, 2, 3 Огрызко В. Равенства не надо: Александр Володин. Всероссийский театральный фестиваль "Пять вечеров" (официальный сайт) (2010). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.

Литература

  • Дмитревская М. Ю. . — СПб.: Петербургский театральный журнал. — 208 с. — 2000 экз. — ISBN 5-902703-04-2, 5-902703-08-5.