Воробьёв Алексей Иванович

Воробьёв Алексей Иванович (1915 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ, Муркаш районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики1952 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ, Муркаш районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 1-мĕш Украина фрончĕн 3-мĕш гварди танк çарĕн 6-мĕш гварди танк корпусĕн 22-мĕш гварди мотострелоксен бригадин инженер-мина ротин взвод командирӗ, гварди старшини, Совет Союзӗн Паттӑрӗ[1][2][3].

Кун-çулĕ

1915 çулта хальхи Муркаш районĕнчи Çурлатăри ялĕнче хреçчен кил-йышĕнче çуралнă. Чăваш. Муркашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1936-1939-мĕш çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре пулнă. Кайран киле таврăнса колхозра ĕçленĕ.

Вăрçă пуçлансан каллех Хĕрлĕ Çара чĕнсе илнĕ. Тĕп, Брянск, Воронеж, 1-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçнă. 1943-мĕш çултан ПРКП(б)/ССКП пайташĕ. 1945-мĕш çулхи çуркунне тĕлне Воробьев гварди старшини 22-мĕш гварди мотострелок бригадин инженер-мина ротин взвод командирĕ.

1945-мĕш çулхи акан 24-мĕшĕнче çĕрле Берлинти Тельтов каналĕ урлă ишсе каçса тăшманăн хӳтĕлев йĕрне тĕпченĕ. Плацдарм валли меллĕ вырăн тупса унта батальона каçарма пуçланă. Кимĕпе канал урлă 16 рейс тунă. Аманнă пулсан та стройрах юлнă. Плацдарăмра унăн взвочĕ уйри минăсене кăларса çул уçнă.

Вăрçă хыççăн Муркашри вăтам шкулта вĕрентӳçĕ пулса ĕçленĕ. Каярах ăна С. М. Буденный ячĕллĕ колхоз председетĕлĕ пулма суйланă. Колхозсене пĕрлештерсен пысăк хуçалăхăн председатĕлĕн çумĕ пулнă. Нумай хутчен район канашĕн депутатне суйланă, ССКП райкомĕн пайташĕ пулнă.

1952 çулхи юпан 22-мĕшĕнче ĕç тивĕçне пурнăçланă чухне сарăмсăр вилнĕ.

Астӑвӑм

  • А. И. Воробьёва халалласа Муркаш шкулӗн ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
  • Унӑн ятне тӑван ялӗнчи урама панӑ.
  • Совет саманинче А. И. Воробьёв ячӗпе пионер дружини ҫӳренӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Воробьёв Алексей Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  2. ^ Воробьёв Алексей Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  3. ^ Воробьёв Алексей Иванович. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.

Каçăсем

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Воробьёв Алексей Иванович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра