Воробьёв Дмитрий Андреевич

Воробьёв Дмитрий Андреевич (1914 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ, Русская Сада[d], Вятка кĕперни1943 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ, Украина Советлӑ Социализмлӑ Республики) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар капитанӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (17.10.1943)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Вăта фронтăн 60-мĕш çарĕн 59-мĕш уйрăм инженер-сапёр бригадин 42-мĕш инженер батальонĕн рота командирӗ, капитан.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1914 ҫулхи юпан 22-мӗшӗнче Вырӑс Сада ялӗнче (халӗ — Киров облаҫӗ) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Тулли мар вӑтам шкулта ҫичӗ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн «Заготзерно» район кантурӗн бухгалтерӗ пулса ӗҫленӗ. 1933 ҫулта Воробьёва Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете илнӗ, 1935 ҫулта ӑна демобилизациленӗ. 1940 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӑна тепӗр хут ҫара илнӗ. Ҫар инженери училищинчен вӗренсе тухнӑ. 1942 ҫултанпа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Кӑнтӑр-Анӑҫ, Брянск, Ҫурҫӗр-Анӑҫ тата Тӗп фронтсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне Вӑта фронтӑн 60-мӗш ҫарӗн 59-мӗш уйрӑм инженер-сапёр бригадин 42-мӗш инженер батальонӗн рота командирӗ, капитан пулнӑ. Деснӑпа Днепр урлӑ каҫнӑ чухне палӑрнӑ.

1943-мӗш ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ тӗлне Воробьёв кӗске вӑхӑтрах Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсене шыв урлӑ каҫма паромсем, сулӑсем тата ытти хатӗрсем ҫителӗклӗ туса ҫитернӗ, кайран каҫассине хӑй ертсе пынӑ. Авӑнӑн 26-мӗшӗнче Воробьёв хӑйӗн ротипе Днепр урлӑ каҫу хатӗрӗсен юхӑмне ертсе пынӑ. Артиллерипе тӑшман авиацийӗ вӑйлӑн персе тӑнине пӑхмасӑрах, унӑн роти совет подразделенийӗсене каҫармалли задачӑна ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланӑ. Пӗр рейс вӑхӑтӗнче Воробьёва нимӗҫ снарячӗн ванчӑкӗ вӗлернӗ. Украинӑри Чернигов облаҫӗнчи Козелец районӗнчи хулара пытарнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата Деснапа Днепр урлӑ каҫнӑ чухне хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Воробьёв Дмитрий Андреевич капитана Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят (вилнӗ хыҫҫӑн) панӑ.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

Воробьёв ятне Остёр хулинчи тата Фалёнка посёлокӗнчи урамсене панӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Воробьёв Дмитрий Андреевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  2. ^ Воробьёв Дмитрий Андреевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  3. ^ Воробьёв Дмитрий Андреевич. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 4. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. тата 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Смирнов В. Адрес подвига — вятский. — Киров, 1995.
  • Церковный М. Ф., Шиганов А. Д., Юрьев Б. Ф. Героев подвиги бессмертны. — Киев, 1982.

Каçăсем