Воробьёв Леонид Иванович

Воробьёв Леонид Иванович (ҫур. 1927 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗ, Елаш, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет саманинчи вӑрманҫӑ, патшалӑх тата хуҫалӑх ӗҫченӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1927 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Ҫӗрпӳ районӗнчи Елаш ялӗнче ҫуралнӑ. Йошкар-Олари Атӑлҫи вӑрман институтне (1950) вӗренсе пӗтернӗ. Институт хыҫҫӑн вӑрман ӗрчетес ӗҫре вӑй хунӑ. 1952—1957 ҫулсенче Арзамас вӑрман техникумӗнче вӗрентнӗ. 1957—1967 ҫулсенче Вӑрнар вӑрман хуҫалӑхӗн лесничийӗ, унтан — директорӗ. 1967—1972 ҫулсенче — Вӑрнар районӗн ӗҫтӑвкомӗн председателӗн ҫумӗ. 1972 ҫулта ӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хулине куҫарнӑ, кунта хула ӗҫтӑвкомӗнче пай пуҫлӑхӗ, халӑх контролӗн комитетӗнче, хулари строительство организацийӗсенче вӑй хунӑ[1].

Хисепӗсем

  • «СССР Гражданла оборона отличникӗ» паллӑ;
  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1966)[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Энциклопедия Вурнарского района. Том 1 : Воробьев Леонид Иванович (выр.). Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 88—89. — 168 с.

Каҫӑсем