Воронцов Алексей Парамонович

ВОРОНЦОВ Алексей Парамонович аслă лейтенант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ[БС1 1], [ГС 1], [НЛ 1]. Вăл 1915 çулта Ӗренпур облаҫӗăн Абдулин районĕчи Кăрми ялĕнче çуралнă. Чăваш. Компартине 1940-мĕш çулта кĕнĕ.

Кун-çулĕ

1943-мĕш çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче Воронцов аслă лейтенант Белгород облаçĕнчи Волоконовка паççулккине ирĕке кăларнă чухне йывăр самантра салтаксене атакăна çĕклесе тăшмана çирĕплетнĕ вырăнтан çапса кăларать.

1943-мĕш çулхи нарăсăн 4-мĕшĕнче Харьков облаçĕнчи Шиповатое станци патĕнче эскадрона тăшманăн артиллерипе тата бронемашинăсемпе вăйлатнă батальон тапăнать. Эскадронăн сулахай флангĕнчи оборонăна Воронцов ертсе пырать. Çак çапăçура гитлеровецсен 3 танкетка, 7 бронемашина тата 100 салтакпа офицерне таран пĕтернĕ. 4 оруди, 20 автомашина тата 15 мотоцикл ярса илнĕ. 1943-мĕш çулхи нарăсăн 24-мĕшĕнче Вухали хуторне хӳтĕлекен эскадрона нимеçсен танкĕсемпе автоматчикĕсем хупăрлпнă. Воронцов хăй виçĕ танка танк пăшалĕпе персе çунтарнă, çак çапăçура вилнĕ.

Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 10.01.1944. вилнĕ хыççăн Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне [1]. Харьков облаçĕнчи Нововодолажски районĕнчи Ордовка ялĕ çумĕнче пытарнă.

Чысĕсем

  • Ленин орденĕ
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Ӑнлантарусем

Ӑнлантарусем

Биографи «Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.» кĕнекере az-libr.ru сайтра.
  1. ^ Воронцов Алексей Парамонович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
Патшалăх паттăрĕсем
Халăх хастарлăхĕ сайтри награда лисчĕсем
  1. ^ Воронцов Алексей Парамонович (в наградном листе именуется как Воронцов Алексей Петрович). Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
Ытти асăрхавсем

Вуламалли

Каçăсем

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Воронцов Алексей Парамонович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

.