Востриков Василий Дмитриевич
Востриков Василий Дмитриевич (1910, Мускав — 1945 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ, Польша) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар танкисчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.04.1945)[1][2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Украина фрончен 4-мĕш танк çарĕн 6-мĕш гварди танк механизациленӗ корпусăн 17-мĕш гварди танк механизациленӗ бригадин 126-мĕш танк полкӗн танкăн механик-водителĕ, аслă сержант.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Василий Востриков 1910 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ. Вӑл ӗҫлекен ҫемйинче ӳснӗ.
Вӑл тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ. Слесарь вӗренекенӗ пулнӑ, кайран Войтович ячӗллӗ заводра слесарь-инструментальщик пулса ӗҫленӗ (асӑну хӑми Энтузиастов шоссе, 4с7А ҫурт ҫинче), унтан — Пӗрремӗш Мускав сехечӗ заводӗнче.
1932—1935 ҫулсенче вӑл Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ.
1930-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчен пуҫласа Востриков Уралта тата Пермь облаҫӗнчи Кунгур хулинче пурӑннӑ. Унта вӑл тир-сӑран комбинатӗнче слесарь пулса ӗҫленӗ.
1943 ҫулта ӑна каллех ҫар хӗсметне чӗннӗ. 1944 ҫултан пуҫласа вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче пулнӑ. Аслӑ сержант званийӗнче вӑл 126-мӗш танк полкӗн (17-мӗш гварди механизациленӗ бригада, 6-мӗш гварди механизациленӗ корпус, 4-мӗш танк армийӗ, 1-мӗш Украина фрончӗ) танкӗн механик-водителӗ пулнӑ.
Польшӑна ирӗке кӑларнӑ чухне вӑл уйрӑмах палӑрнӑ. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн иккӗмӗш ҫурринче Востриков хӑйӗн танкӗн экипажӗпе Одер ҫыранӗ патӗнчи ҫапӑҫусенче икӗ противотанкӑпа икӗ штурм орудийӗсене, виҫӗ бронетранспортерне тата тӑшманӑн нумай салтакӗпе офицерӗсене тӗп тунӑ. Хӑйӗн подразделенийӗнче чи малтан Одер ҫыранӗ патне Кёбен ялӗ (халӗ — Хобеня, Польша) таврашӗнче тухнӑ та юханшывӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗ ҫине каҫнӑ. Плацдарм ҫинчи ҫапӑҫусенче Востриков маневр тунӑ май тӑшманӑн вут точкисене тӗп тунӑ.
1945 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче вӑл Млич ялӗ (халӗ Млечно, Рудна гмина, Любин повячӗ, Анатри Силези воеводстви, Польша) ҫинчи ҫапӑҫура пуҫ хунӑ. Хобеняра пытарнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 10-мӗшӗнчи Указӗпе «нимӗҫ оккупанчӗсемпе кӗрешӳ фрончӗнче командованиӗн ҫапӑҫу задачисене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн тата унта кӑтартнӑ хӑюлӑхпа геройлӑхшӑн» аслӑ сержант Василий Востриков вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗн ҫӳллӗ ятне тивӗҫнӗ.
Унсӑр пуҫне ӑна Ленин тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе чысланӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Востриков Василий Дмитриевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Востриков Василий Дмитриевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Востриков Василий Дмитриевич (в наградном листе именуется как Востриков Василий Филиппович). Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.