Герасимов Валерий Васильевич

Гера́симов Вале́рий Васи́льевич (ҫур. 1955 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ, Хусан) — совет саманин тата Раҫҫейӗн ҫар пуҫлӑхӗ.

Раççей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен Тӗп штабӗн пуҫлӑхӗ — 2012 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнчен Раҫҫей Федерацийӗн хӳтӗлев министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ, РФ Хӑрушсӑрлӑх Канашӗн членӗ. Ҫар генералӗ (2013), Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (2016).

2023 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнчен Пӗрлешӗннӗ ҫар ушкӑнӗсен командующийӗ[1][2]. РФ тава тивӗҫлӗ ҫар специалисчӗ (2009).

Пурнӑҫӗ

undefined

Валерий Васильевич Герасимов 1955 çулхи авăнăн 8-мĕшĕнче Хусанта рабочисен кил-йышӗнче çуралнă. Хусанти суворов ҫар училищинче (1971—1973), Хусанти аслă ҫар команда училищинче (1973—1977), Р. Я. Малиновский ячĕллĕ Бронетанк ҫарӗсен академийӗнче (1984—1987), Раççей Федерацийӗн Хĕçпăшаллă çарĕсен Тĕп штабĕн ҫар академийӗнче (1995—1997) пӗлӳ пухнă[3].

Хĕсметре курсант, взвод командирĕ, рота командирĕ, батольон командирĕ (Польшăри Çарсен çурçĕр ушкăнĕн 90-мĕш гварди танк дивизин 80-мĕш танк полкĕ), Инçет Тухăç ҫар округӗнче батольон штабĕн пуçлăхĕ (1977—1984), ВАБТВ преподавателӗ, Балтиçум ҫар тăрăхĕнче тата Çарсен çурçĕр-анăç ушкăнĕнче танк полкĕн командирĕ, танк полкĕн штаб пуçлăхĕ — командир çумĕ, гварди мотострелок дивизин штаб пуçлăхĕ (1987—1993) — командир çумĕ (1993—1995) пулнă. 1994 çулхи çурла уйăхĕнче дивизие Мускав ҫар округне (Ельня хулине) куçарнă чухне ертсе пынă.

2009–2012 ҫулсенче Мускаври Хӗрлӗ тӳремре Парадсемпе командӑланӑ.

2023 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Сергей Шойгу ӑна Пӗрлешӗннӗ ҫар ушкӑнӗсен командующине лартнӑ[1][4]. 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Герасимов АПШ штабӗсен начальникӗсен Пӗрлешӳллӗ комитет пуҫлӑхӗпе Марк Миллипе(выр.)чăв. телефонпа калаҫу ирттернӗ. Унӑн теми Хура тинӗс ҫийӗнче MQ-9 американ дронӗпе ҫыхӑннӑ пулнӑ[5].

2024 çулхи раштав уйӑхӗнче Герасимов телефонпа АПШ Пӗрлештернӗ штаб пуçлӑхӗсен комитечӗн председателӗпе Чарльз Браунпа тӗнчери тата регионсенчи хăрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене, çав шутра Украинăра малалла пыракан конфликта сӳтсе явнă. Калаçу темисенчен пӗри, уйрăмах, чӳк уйăхӗн 21-мӗшӗнче Днепрти çар промышленноçӗн объекчӗ çине Раççейӗн çӗнӗ «Орешник» ятлӑ вăтам инçӗшри баллистика ракетине пӑрахни пулнӑ[5].

Ҫемье

Авланнă, ывӑл çитĕнтерет.

Наградӑсем

СССР тата Раҫҫей

  • Раççей Федерацин Паттăрĕ (2016)[6][7];
  • III степеньлӗ Таса Георгий орденӗ (2017)[7];
  • IV степеньлӗ Таса Георгий орденӗ (2015)[7];
  • I степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӗ (2021)[8]
  • III степеньлӗ хӗҫсемлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӗ (2014)[7];
  • IV степеньлӗ хӗҫсемлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӗ (2002)[7];
  • Александр Невский орденӗ (2020)[9];
  • Хӑюлӑх орденӗ (2025)[10];
  • «Ҫар ӗҫӗнче палӑрнӑшӑн» орден (2000)[7];
  • Хисеп орденӗ (2012)[7];
  • III степеньлӗ «СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче Тӑван ҫӗршывшӑн вӑй хунӑшӑн» орденӗ[7];
  • «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль;
  • «Хусан 1000 ҫул тултарнине асӑнса» медаль;
  • «СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсем 60 ҫул тултарни» медаль;
  • «СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсем 70 ҫул тултарни» медаль;
  • «Ҫапӑҫу ӗҫӗнче палӑрнӑшӑн» медаль;
  • 1-мӗш степеньлӗ «Ҫарти хастарлӑхшӗн» медаль;
  • «Ҫапӑҫури туслӑха ҫирӗплетнӗшӗн» медаль;
  • «Хӳтӗлев министерстви 200 ҫул тултарни» медаль;
  • 1-мӗш степеньлӗ «Ҫар хӗсметӗнче палӑрнӑшӑн» медаль;
  • 2-мӗш степеньлӗ «Тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫ-хӗлшӗн» медаль;
  • 3-мӗш степеньлӗ «Тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫ-хӗлшӗн» медаль;
  • «Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫар парадне хутшӑннӑшӑн» медаль;
  • «Крыма тавӑрнишӗн» медаль;
  • «Арктика тинӗсӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль;
  • «Информацие хӳтӗлемелли патшалӑх тытӑмне ҫирӗплетнӗшӗн» медаль;
  • «Наци хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ӗҫри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль;
  • «Ҫӑлӑнӑҫ ячӗпе туслашнӑшӑн» медаль;
  • Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ ҫар специалисчӗ (2009)[11];
  • Хусан хулин хисеплӗ гражданинӗ (2015)[2].

Ют ҫӗршыв наградисем

  • Халӑхсен туслӑхӗн орденӗ (Беларуҫ, 2010 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ) — Беларуҫ Республикипе Раҫҫей Федерацийӗ хушшинчи тӑнӑҫлӑха, туслӑ хутшӑнусене тата килӗштерсе ӗҫлессине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн[12];
  • Никарагуа ҫарӗн орденӗ (Никарагуа, 2013)[13];
  • «Ҫар сферинчи ҫыхӑнусенчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (Азербайджан, 2014)[14];
  • «Маршал Баграмян» медалӗ (Армени хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем, 2015);
  • «Ҫапӑҫури туслӑхшӑн» медаль (Сири, 2016);
  • Ҫапӑҫури Хӗрлӗ Ялав орденӗ (Монголи, 2021)[15].

Обществӑлла наградӑсем

  • Шыва кӗртекен Николай Чудотворец ячӗллӗ императорла ҫар орденӗ.

Санкцисем

2014 çулхи ака уйăхĕнче 2014 çулхи Украинăри кризис хыççăн Украина тухăçĕнчи хĕçпăшаллă хирĕçӳпе Крымри пулăмсем хыççăн ăна Европа пĕрлешĕвĕ, çу уйăхĕнче — Канадăн — санкциллӗ списока кĕртнĕ.[16][17]

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Шойгу назначил начальника Генштаба Валерия Герасимова командующим Объединенной группировкой войск. 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Герасимов, Валерий Васильевич. 2025 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  3. ^ Горячие будни генерала Герасимова. old.redstar.ru. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ.
  4. ^ Министром обороны Российской Федерации генералом армии Сергеем Шойгу произведены новые назначения руководства Специальной военной операцией. Архивланӑ 2023 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 РБК, 5 декабря 2024. Пентагон рассказал о переговорах главы Генштаба с американским коллегой. Архивланӑ 2025 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗ.
  6. ^ Сирия добавила России героев, Коммерсантъ (2016-05-04). 2022 ҫулхи акан 3-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Герасимов Валерий Васильевич. Министерство обороны Российской Федерации. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  8. ^ Герасимов Валерий Васильевич : Министерство обороны Российской Федерации. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ.
  9. ^ Герасимов Валерий Васильевич : Министерство обороны Российской Федерации. structure.mil.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ.
  10. ^ Путин наградил Герасимова орденом Мужества (08.09.2025). 2025 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ.
  11. ^ Герасимов Валерий Васильевич. encyclopedia.mil.ru. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗ.
  12. ^ Указ Президента Республики Беларусь от 31 марта 2010 года № 165 «О награждении государственными наградами Республики Беларусь». Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
  13. ^ Фото с лентой ордена Армии Никарагуа. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.
  14. ^ Глава Генштаба ВС России награжден медалью минобороны Азербайджана - ФОТО. Day.Az (7 апр. 2014 г.). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
  15. ^ Начальник Генштаба ВС РФ награждён орденом Боевого Красного Знамени Монголии. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ.
  16. ^ Council Implementing Regulation (EU) No 433/2014 of 28 April 2014. Official Journal of the European Union (29 акан 2014).
  17. ^ http://www.echo.msk.ru/blog/echomsk/1318976-echo/

Темӑпа ҫыхӑннисем