Гиперкоррекци (лингвистика)
Гиперкоррекци е гиперкорректлăх (этимологине йăнăш ăнланса, орфографи йĕркевĕсене пĕлмесĕр усă курса е тата тепĕр сăлтавпа урăхла çырни тата урăх формăпа усă курни (усă курма ăнтăлни). Тĕрĕссинех йăнăш вырăнне хуни.
- Гиперкорректлă формăсем ача-пăча чĕлхинче час-часах тĕл пулаççĕ.
- Çавăн пекех ку термин лингвистикăри ытти пулăмсене те палăртма пултарать.
Тĕслĕхсем
Орфографи йĕркевĕсене тĕрĕс мар ăнланнăран пулнă гиперкоррекци
- Орфографи йĕркевĕсен 75-мĕш парграфĕ[1] тĕрлĕ компонентран тăракан ăнлавсене уйрăм е дефиспа çырма хистенипе пĕрлех, вĕсене пĕрле çырма та ирĕк парать. Çавăн пек ирĕкпару параграфăн уйрăлми пайĕ пулса тăракан асăрхаттарура çырăннă. Анчах та хăшĕсем, "ку асăрхаттару çеç" текелесе, хăйсене те, ыттисене те çав ăнлавсене пĕрле çырма сăлтавсăрах чарса тăраççĕ, çапла вара гиперкорекци çулĕ çине тăраççĕ.
- Орфографире -тăк, -тĕк татăксене пĕрле, уйрăм е дефиспа çырассине ятарласа палăртман[1]. Анчах та хăшĕсем çавна пусахласах уйрăм (дефиспа мар, пĕрле мар) çырмашкăн сăлтавсăрах хистеççĕ. Тĕрĕссинех йăнăш вырăнне хуни ку. Мĕншĕн тесен: ятарласа палăртман пулсан, хуть те мĕнле те çырма юрать.
Ăнлавăн этимологине йăнăш ăнкарнăран пулнă гиперкоррекци
- Калăпăр, кам та пулсан хурлăхан сăмаха "хурлă" тата "хан" сăмахсенчен пулнă пек туйса илме пултарать — "печальный хан" (вырăс.) имĕш. Çапла вара хурлă хан евĕрлĕ çырас çул çине тăма пултарать.
- Арçури. Чăваш мифологийĕнчи сăнар. Хăшĕсем сăмахăн пулăвне тĕрес мар ăнланаççĕ: ар (аçа) çури имĕш. Чăннипе вара апла мар. Кун пек "кукăр" ăнкарсан, паллах, уйрăм çырасси патне те пырса тухма пулать.
Урăх чĕлхе витĕмĕпе пулнă гиперкоррекци
Ку япала чăваш чĕлхинче ытларах вырӑс чӗлхин витĕмĕпе сиксе тухать.
- Акă Тиххăн çын ячĕ пур. Вырăс чĕлхинче те çавăн пек çын ячĕ пур: Тихон. Тепри çакна курать те çапла шутласа илет: "Вырăсла пĕр х çыраççĕ пулсан, тавай чăвашла та çапла тăвас!". Чăннипе вара апла тума юрамасть, мĕншĕн тесен ята чăвашлатас çул çине тăнă ĕнтĕ: о вырăнне ă çырнă. Эппин, чăвашлатассине, пĕр пуçланă япалана, вĕçнех ситерме тивет. Илсе кăтарнă ситуаци, шел пулин те, питĕ анă сарăлнă: Мранькка — Мранька, Санькка — Санька, Сашшук — Сашук евĕрлĕ пăтрашăнусем, гиперкоррекци çулĕ çине тăнăран сиксе тухнисем, час-часах тĕл пулаççĕ.
Пулăмсен регулярлăхне сăлтавсăрах сарни
Кун пек тĕслĕхсем уйрăмах ача-пăча хушшинче час-часах пулаççĕ. Сăмахран, "тăрчĕ", "пырчĕ" (тăчĕ тата пычĕ вырăнне).
Вуламалли
- Ахманова О. С. Гиперкорректность // Словарь лингвистических терминов. — Изд. 4-е, стереотипное. — М.: КомКнига, 2007. — 576 с. — 2500 экз. — ISBN 978-5-484-00932-9