Горшков Анатолий Ермолаевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
доцент. 1931 çулхи кăрлачăн 5 Муркаш районӗнчи Вускасси ялĕнче çуралнă.

Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1985).

Пурнăçĕ

Анатолий Ермолаевич хресчен çемьинче кун çути курнă. Сăпайкассинчи пуçламăш шкулта вĕренме пуçланă. Унтан Калайкассинчи çичĕ çул вĕренмелли, Ишлейри вăтам шкулсенче ăс пухнă. 1947 çулта шкултан вĕренсе тухса Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Ăна 1953 çулта вĕренсе пĕтернĕ.

Институтра вĕреннĕ чухнех Анатолий Горшков хаçат-журнала статьясемпе тĕрленчĕксем çырма пуçланă.

редакторĕ (Чăваш республикин пичет управленийĕн пуçлăхĕ (Чăваш ăслăлăх тĕпчев институчĕн директор çумĕ (1968—1989), Чăваш патшалăх педагогика институчĕн доценчĕ (1990 çултанпа) пулнă.

Ӗçĕсем

Анатолий Горшков фразеологи, стилистика, терминологи ыйтăвĕсемпе, пуплев культурипе çыхăннă. Асăннă ыйтусене тĕпчесе вăл çĕре яхăн уйрăм статьясем пичетлесе кăларнă.

Анатолий Горшков вырăсла-чăвашла, чăвашла-вырăсла, фразеологи, орфоэпи словарĕсене, чĕлхе ыйтăвĕсемпе çыхăннă сборниксене хатĕрлес тата редакцилес енĕпе те ĕçлет.

Пичетленнĕ ĕçĕсем

  • Чăваш чĕлхи лексикин аталанăвĕ. Совет тапхăрĕ. Ш., 1960;
  • Роль русского языка в развитии и обогащении чувашской лексики. Ч., 1963;
  • Мĕнле каласан тĕрĕс? Словарь-справочник. Ш., 1973;
  • Сăмах пултăр уçăмлă, шухăш пултăр витĕмлĕ. Ш., 1981;
  • Чăваш чĕлхи: лексика, фразеологи, пуплев культури. Вĕренӳ пособийĕ. Студентсем валли. Ш., 1997.

Литература

  • Сергеев В.И. Паллă тĕпчевçĕ //Коммунизм ялавĕ. 1981. Янв. 4-мĕшĕ;
  • Алексеев А.А. Тăван чĕлхемĕре юратсан... //Коммунизм ялавĕ. 1991. Янв. 15-мĕшĕ;
  • Чернов М.Ф. Чĕлхе тĕпчевçи // Ялав. 1981. 3 №;
  • Чăваш чĕлхеçи Анатолий Ермолаевич Горшков. 70 çул тултарнă тĕле. Биобиблиографи справочникĕ. Ш, 2001.