Гузовский юманӗсем

Гузовский юманӗсем (выр. Культуры Гузовского) — Чӑваш Республикинчи культура палӑкӗ, малтан тата ҫутҫанталӑк палӑкӗ пулнӑскер[1]. Б. И. Гузовский паллӑ вӑрманҫӑ ятне панӑ.

Юманлӑхсен вӑрман тӗсне кура ытларах вӗренеллӗ-ҫӑкаллӑ-сертеллӗ, сертеллӗ-курӑклӑ тата сертеллӗ-хӑмӑшлӑ юманлӑхсем пек йӗркеленӗ, йывӑҫсем 75—95 ҫулсенчисем, туллилӗхӗ 3-рен 6 таран, бонитет(выр.)чăв. 1-рен 3 таран , саппас 10-ран 21 м²/гa таран. Юманпа пӗрле ытти йывӑҫсенчен ытларах хурӑн, ҫӑка, вӗрене, ӑвӑс, хыр ӳсет.

Юмансене ҫӳле ӳссе кайнӑ тата хушлӑхсенчи пахалӑх енчен аяларах тӑракан йывӑҫсене, шӗшкӗсене касса тӑрса, юмансен уҫлӑхӗсене ҫутатса пӑхса тӑнӑ. Юмансем пилӗк ҫула ҫитсен хушшисене анлӑлатнӑ, вуннӑҫуллӑх тӗлне вара — сайратса тата тасатса — «ҫамрӑклатнӑ», выльӑх-чӗрлӗхе кӗрсе таптаса-ҫисе пӗтересрен карта тытнӑ. Юманлӑхсене Чӑваш Ен условийӗсенче искусствӑлла меслетпе тата ҫутҫанталӑк мелӗпе ҫӗнетес енӗпе Гузовский меслечӗсемпе хальхи вӑхӑтра та анлӑ усӑ кураҫҫӗ, вӗсем лайӑх кӑтартусем параҫҫӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерствин(выр.)чăв. 2016 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнчи 155-мӗш хушӑвӗпе ращана уйрӑмах упракан ҫутҫанталӑк территорисен(выр.)чăв. списокӗнчен кӑларнӑ[1].

Ҫут ҫанталӑк палӑкӗ валли палӑртнӑ управ йӗрки

Юрамасть:

  • санитари пуракӗсемсӗр тата чирлӗ йывӑҫсемсӗр пуҫне вӑрман касма;
  • тӑпра витӗмне пӑсма;
  • гидрологи режимне улӑштарма.

Ирӗк панӑ ӗҫ-хӗл тӗсӗсем:

  • санитари касӑвӗ тата чирлӗ йывӑҫсене касни;
  • ӑслӑлӑх тӗпчевӗсем;
  • вӗренӳпе ҫутӗҫ ӗҫӗ-хӗлӗ;
  • палӑртнӑ йӗркепе пушара хирӗҫле мероприятисем[2].

Сӑнсен пуххи

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Культуры Гузовского (выр.). — Информация об ООПТ на сайте информационно-аналитической системы «Особо охраняемые природные территории России» (ИАС «ООПТ РФ»): oopt.aari.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
  2. ^ Памятник культуры «Культуры Гузовского». Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2007 ҫулхи акан 29-мӗшӗ.

Каҫӑсем