Давиде Астори

Тӗрӗслесе тухнӑ статья

Давиде Астори (итал. Davide Astori; 1987 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ, Сан-Джованни-Бьянко, Бергамо, Ломбарди, Итали2018 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ, Удине, Итали) — Итали футболисчӗ, тӗп хӳтӗлевҫи.

Футбол карьерине «Понтизола» командӑн академийӗнче пуҫланӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн 2001 ҫулта «Миланан» ҫамрӑксен системине куҫнӑ, унта пиллӗк ҫул ирттернӗ. Ун хыҫҫӑн ӑна С1-A ярӑмри «Пиццигеттоне» тата «Кремонезе» клубсене икӗ сезона тара панӑ. 2008 ҫулта Астори «Кальярипе» контракт алӑ пуснӑ. 2009/2010 сезонра Астори «Фиорентинӑна» хирӗҫ вылянӑ матчра «Кальяришӗн» хӑйӗн пӗрремӗш голне ҫапса кӗртнӗ, ҫакӑ уншӑн клубра ӑнӑҫлӑ карьера тӑвассин пуҫламӑш утӑмӗ пулса тӑнӑ. 2011 ҫулта клуб унӑн прависене «Милантан» туллин туяннӑ. «Кальярире» вылянӑ хыҫҫӑн вӑл «Рома» тата «Фиорентина» клубсенче тара лексе ирттернӗ, 2016 ҫулта яланлӑха «Фиорентинӑна» куҫнӑ, 2017-мӗш ҫулта командӑн капитанӗ пулса тӑнӑ[4].

Давиде Астори карьери 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 31 ҫул ҫеҫ тултарнӑ чухне, ҫывӑрнӑ вӑхӑтра татӑлнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ сасартӑк татӑлни футбола кӑмӑллакансем хушшинче чылай калаҫтарнӑ[5]. Каярахпа ӑна сиплекен Джорджио Галанти тухтӑра сипленӗ чухне йӑнӑш туса ӑнсӑртран вӗлернӗшӗн айӑпланӑ[6].

Карьера

Давиде Астори 1987 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче Бергамо провинцинчи Сан-Джованни-Бьянко хулинче ҫуралнӑ. Профессионалла футболла выляма вырӑнти «Понтизола» клуб академийӗнче пуҫланӑ. 2001 ҫулта унтан вӑл «Милан» ҫамрӑксен ушкӑнне куҫнӑ[7][8][9][10][11].

2006/07 сезонра футболиста «Пиццигеттоне» клуба тара выляма панӑ[7][12], унта вӑл 27 вӑйӑ ирттерсе 1 гол ҫапса кӗртнӗ[13]. Тепӗр ҫулта Давидене С1-А ярӑмри «Кремонезе» клуб тара илнӗ[7], унӑн йышӗнче вӑл плей-оффа (унта ку ушкӑн «Читтаделлӑна» выляса янӑ) ҫитнӗ[14].

2008 ҫулхи ҫулла «Кальяри» клуб «Милантан» Астори ҫине 50 % правине 1,2 млн евро тӳлесе туяннӑ[15]. Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче А ярӑмра «Сиенӑпа» матч ирттернӗ чухне Астори ушкӑн йышӗнче пӗрремӗш хут выляма тухнӑ[16]. Пурӗпе пӗрремӗш сезонра клубра вӑл 11 вӑйӑ ирттернӗ, вӗсенчен 10 — А ярӑмра тата пӗрре — Итали Кубокӗнче[17].

Тепӗр ҫулхине «Кальярире» Давиде валли тӗп йышра яланхи вырӑн уйӑрса панӑ: футболист 34 матч ирттерсе 2 гол ҫапса кӗртнӗ («Фиорентинӑпа» «Кьево» хапхисене), ҫапла май контракт ҫумхуҫин, «Миланӑн», тимлӗхне тивӗҫнӗ[18][19]. 2010 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗнче «Кальяри» «Миланпа» Астори малашне те «россоблюшӑн» выляма пултарасси пирки калаҫса татӑлнӑ[20][21]. Ҫав вӑхӑтрах футболист хӑй те маларах «пӗр сӑмахсӑрах «Милана» таврӑнӑп» тесе каланӑ[22]. 2011 ҫулхи ҫулла «Милан» Давидене каялла тавӑрас тенӗ, анчах та милансен Адриано Галлиани вице-президенчӗпе тата «Кальярин» Массимо Челлино президент хушшинчи хутшӑнусем кӑткӑс пулнӑран ӗҫ тухман[23]. Унтан та ытларах, ҫӗртмен 22-мӗшӗнче «Кальяри» выляканӑн контракчӗн правин юлнӑ 50 % тӳлесе илнӗ[24].

Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Наполипе» иртнӗ матчра Астори Эсекьель Лавессипе ҫапӑнса[25] пӗчӗк ура туни шӑммине хуҫнӑ, ҫавна пула 2,5 уйӑх хушши вӑййа тухайман[26]. Нарӑс уйӑхӗнче хӳтӗлевҫӗпе Раҫҫейри икӗ клуб, Мускаври «Спартак»[27] тата Махачкалари «Анжи», кӑсӑкланнӑ, «Анжи» футболистшӑн 15 млн евро сӗннӗ[28]. Футболист хӑй «хӗрлӗ-шуррисен» ушкӑнне куҫма килӗшнӗ пулнӑ, анчах та Массимо Челлино «Кальяри» президенчӗ килӗшӗве алӑ пусма килӗшмен — сезон варринче вӑл хӑйӗн чи лайӑх вылякана ҫухатасшӑн пулман[29].

2015 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗнче «Фиорентина» Асторие пӗр ҫуллӑха тара илнӗ, сезон вӗҫӗнче унӑн 3,5 млн евро тӳлесе «Кальяринчен» унӑн контрактне туянмалла пулнӑ[30]. 2017 ҫулта, клубран Гонсало Родригес кайнӑ хыҫҫӑн, Асторие команда капитанӗ туса хунӑ[31]. 2018 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче А ярӑмӑн 26-мӗш турӗнче «Кьево» хирӗҫ вырянӑ килти матч Асторишӗн юлашки пулса тӑнӑ. Ҫакна та палӑртмалла: ку вӑйӑра вӑл мечӗке питӗ вырӑнлӑ куҫарса парса палӑрнӑ[32].

Тӗнче шайӗнчи карьера

Тӗнчери шайӗнчи карьерине Давиде Итали сборнӑйӗпе 18 ҫулччен пуҫланӑ, 2004 ҫулта унпа вӑл 4 вӑйӑ ирттернӗ. 2010 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗнче Асторине «Скуадры Адзурры» пӗрремӗш сборнӑйне Кот-д’Ивуарпа вылямалли матча чӗннӗ[33], анчах та вӑйӑ уйне ӑна чӗнсе кӑларман[34]. 2011 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗнче, Украина сборнӑйӗпе юлташла матч ирттернӗ вӑхӑтра, вӑл чи малтанхи хут сборнӑй ушкӑнра вылянӑ, 75-мӗш минутра ӑна вӑйӑ уйӗнчен чӗнсе илнӗ. 2013 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗнче Конфедерацисен Кубокӗнче Уругвая хирӗҫ 3-мӗш вырӑншӑн тупӑшнӑ матчра сборнӑйшӑн выляса 24-мӗш минутра гол ҫапса кӗртнӗ[7].

Пурнӑҫран уйрӑлни

Астори 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Италири Удина хулинче 32 кайсан ҫывӑрнӑ вӑхӑтра вилнӗ. «Удинезепе» вӑйӑ ирттерес умӗн хӑна ҫурчӗн номерӗнче унӑн виллине тупнӑ[35]. «Фиорентина» ҫыннисем вилӗм сӑлтавӗ пирки ыйтсан «вӑл сасартӑк чирлесе ӳкнӗ» тесе пӗлтернӗ[36], чӑннипе вара, унӑн виллине касса пӑхса тӗпченӗ хыҫҫӑн вӑл брадиаритмине (пӗр минутра чӗре 60-тан сахалран тапни) пула пурнӑҫран уйрӑлни паллӑ пулса тӑнӑ[6].

Асторине пушӑн 8-мӗшӗнче пытарнӑ[37]. Сывпуллашу церемонийӗнче «Фиорентинӑн» 7 пин болельщикӗ, ҫавӑн пекех ытти клубсен ҫыннисем те пулнӑ[38]. «Фиорентинӑпа» «Кальяри» клубсем вылякансене номер панӑ чухне футболист вылянӑ 13-мӗш номере ыттисене памасӑр тытса тӑма калаҫса татӑлнӑ[39].

Харпӑр пурнӑҫ

Астори авланнӑ пулнӑ. Мӑшӑрӗ — Франческа Фиоретти, модель пулса ӗҫлекенскер[40]. Хӗрӗ — Виттория, Давиде вилнӗ вӑхӑтра вӑл 2 ҫулта пулнӑ[41].

Мӑшӑрӗпе Астори 2013 ҫулта паллашнӑ. Франческа Маддалони хулинче ҫуралнӑ, анчах та вӗсем иккӗшӗ паллашнӑ вӑхӑтра вӑл Марано-ди-Наполире пурӑннӑ. Франческа модель пулса ӗҫленӗ, ҫавӑн пекех «Аслӑ Пичче» тата «Пекин Экспресӗ» реалити-шоуна хутшӑннӑ пулнӑ[42].

Футболсӑр пуҫне, Астори ҫавӑн пекех архитектурӑпа тата дизайнпа вӑйлӑ кӑсӑкланнӑ пулнӑ. Спорт карьерине вӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл ҫак сферӑсенче вӑй хума планланӑ[43].

Статистика

Сезон Ушкӑн Чемпионат Кубок Пӗтӗм
тӗнчери[13]
Лига Вӑйӑсем Голсем Вӑйӑсем Голсем Вӑйӑсем Голсем
2006/2007 Давиде Астори Пиццигеттоне С1 ярӑм 27 1 0 0
2007/2008 Давиде Астори Кремонезе С1 ярӑм 33 0 0 0
2008/2009 Давиде Астори Кальяри А ярӑм 10 0 1 0
2009/2010 Давиде Астори Кальяри А ярӑм 34 2 1 0
2010/2011 Давиде Астори Кальяри А ярӑм 36 0 0 0
2011/2012 Давиде Астори Кальяри А ярӑм 28 1 1 0
2012/2013 Давиде Астори Кальяри А ярӑм 32 0 1 0
2013/2014 Давиде Астори Кальяри А ярӑм 34 0 1 0
2014/2015 Давиде Астори Рома А ярӑм 24 1 2 0 4 0
2015/2016 Давиде Астори Фиорентина А ярӑм 33 0 1 0 8 0
2016/2017 Давиде Астори Фиорентина А ярӑм 33 2 1 0 6 0
2017/2018 Давиде Астори Фиорентина А ярӑм 25 1 2 0

Ӑнлантарусем

  1. ^ Davide Astori // Transfermarkt(паллӑ мар) — 2000.
  2. ^ Davide Astori // As (исп.) — Madrid: Grupo PRISA, 1967.
  3. ^ 1, 2 Istituto dell'Enciclopedia Italiana Astori, Davide // Enciclopedia on line (итал.)
  4. ^ Davide Astori (англ.). CelebsAgeWiki. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ.
  5. ^ Chris Burton. Football world mourns Astori after tragic death of Fiorentina captain (англ.). The Sporting News (3 ҫӑвӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 Стали известны результаты вскрытия тела Давиде Астори , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗнчи копийӗ(выр.)
  7. ^ 1, 2, 3, 4 Davide Astori (англ.). Transfermarkt. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  8. ^ Allievi Nazionali 2003/2004
  9. ^ Astori: «Non ho rimpianti nella mia carriera. Chiellini il mio modello». Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
  10. ^ «Интер» хочет приобрести ван Перси 2010 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнче архивланӑ.
  11. ^ Yanu Arifin. Davide Astori: Ditempa Milan, Dibesarkan Cagliari, Tutup Usia di Fiorentina (индон.). Sepakbola (4 пушӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  12. ^ Pizzighettone, dal Milan ecco Astori. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  13. ^ 1, 2 Davide Astori. Stats by club (англ.). Transfermarkt. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  14. ^ Cagliari, arriva il giovane Astori. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  15. ^ Summer 2008 (англ.). acmilanfinance.com. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  16. ^ Serie A. Week 2. Siena - Cagliari (англ.). Football Today (14 авӑнӑн 2008). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  17. ^ Davide Astori. Stats by Cagliari Calcio. Transfermarkt. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  18. ^ Milan-Astori: forse ci siamo. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
  19. ^ Обзор дня. Аквилани не сыграет с «Бенфикой», Пранделли остаётся в «Фиорентине» 2010 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче архивланӑ.
  20. ^ Astori resta al Cagliari. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
  21. ^ Astori resta a Cagliari. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗ.
  22. ^ Давиде Астори: Я без раздумий вернусь в «Милан». Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  23. ^ Расставание Нойера с «Шальке» затягивается. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  24. ^ Davide Astori è tutto del Cagliari. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи юпан 19-мӗшӗ.
  25. ^ Brutta botta la frattura del perone, Astori, però, la prende con filosofia: «Non me lo aspettavo, ma fa parte del gioco…» Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
  26. ^ Защитник Астори вошёл в список интересов «Анжи». Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ.
  27. ^ «Спартак» интересуется защитником «Кальяри» Астори. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.
  28. ^ «Анжи» готов заплатить за Давиде Астори около 15 миллионов евро. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ.
  29. ^ Астори был готов перейти в «Спартак», но «Кальяри» не хотел продавать его зимой. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
  30. ^ «Фиорентина» арендовала Астори с обязательным выкупом за 3,5 млн евро. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  31. ^ CALCIO, FIORENTINA; ASTORI CAPITANO: E' UN ORGOGLIO. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ.
  32. ^ Fiorentina — Chievo 1-0 — Highlights — Giornata 26 — Serie A TIM 2017/18 — YouTube
  33. ^ L’Italia di Prandelli: 8 novità, tra cui Balotelli e Amauri. Torna Cassano. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ.
  34. ^ Italy 0 — 1 Ivory Coast 2012 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
  35. ^ Защитник сборной Италии и «Фиорентины» Давиде Астори умер во сне. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  36. ^ «Фиорентина» назвала причиной смерти Астори «внезапную болезнь». Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  37. ^ Игроки «Ювентуса» прибыли на похороны Астори и были встречены аплодисментами. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
  38. ^ На похороны Астори пришли семь тысяч болельщиков. Также приехали игроки «Ювентуса» и Спаллетти. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗ.
  39. ^ UFFICIALE: FIORENTINA E CAGLIARI RITIRANO LA MAGLIA NUMERO 13. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
  40. ^ Francesca Fioretti, ecco chi è la compagna di Davide Astori. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
  41. ^ Morte Astori, lettera per Francesca Fioretti «„Cara Francesca Fioretti, la vita ci ha portato via i nostri grandi amori“: la lettera di Stefania Mancini». Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
  42. ^ Francesca Fioretti, la compagna casertana di Astori: galeotta fu la passione per i viaggi. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
  43. ^ Davide Astori, il calciatore che voleva fare il designer | L’Huffington Post. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Шаблон:Итали 2013 ҫулхи КК-ра

WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Астори, Давиде статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '

Темӑпа ҫыхӑннисем