Дансем

Дансем — авалхи германсен хальхи Швеци Норвеги тата Дани территорине йышăнса пурăннă йăхĕ.

Викингсен тапхăрĕ

Викингсен тапхăрĕнче дансем Ютландипе Зеландие, çаплах хальхи Швецин кăнтăр пайне йышăнса илнĕ. XI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче дансен королĕсем Данипе Англие пĕрлештерсе 20 çула яхăн хуçаланнă.

XI—XIII ĕмĕрсенче Европăра Европе Скандинавирен тухнисене пурне те дансем тенĕ. Çапла, XI ĕмĕрти паллă герман хронисчĕ Мерзебург Титмарĕ Киев Руçĕнче пурăнакансене дансем тенĕ[1].

Данелаг

Данелаг (дан правин облаçĕ; ав.-акăлч. Dena lagu; дан. Danelagen; акăл. Danelaw) — Англин IX ĕмĕрте дани викингĕсем çĕнсе илнĕ çĕрĕсенче юлнă уйрăмла право тата социаллă системисене хăварнă çурçĕр-тухăç пайĕнчи территорийĕ. Анкăлсакс тапхăрĕнчи королĕсем X ĕмĕрте Данелагра влаç илсен скандинав правипе йăлисене хăварнă, çаплах нумайăшĕ пĕрлехи анкăл практикине куçнă. Çурçĕр-тухăç Англири юридици системин специфики нормансем çĕнсе илсен те ĕçленĕ, вăтам ĕмĕрлĕхре те тăсăлнă.

Дан эткерлӗхӗ

Хальхи акӑлчан чӗлхине 600 яхăн сăмах Скандинавирен кĕнĕ, çав шутра нумайлă хисепри виҫҫӗмӗш сӑпатлӑ пайăр ылмашĕсем (акăл. they, them, their, ав.-акăлч. hie, him, hira) уйрăмрах; çаплах çак терминсем, law (саккун, право), husband (упăшка), window (чӳрече), ill (чирлĕ), happy (телейлĕ). Çаплах çак мăшăрсене танлаштарăр: skirt 'юбка' (скандинави) тата shirt 'кĕпе' (анкăл)[2].

Малтанхи Данелаг территоринче викингсен мăнаçлăх тапхăрĕнче Англин çак пайĕнчи археологи палăкĕсем чылай, вĕсенчен чи паллисем ĕлĕкхи ЙоркX ĕмĕрти скандинавсен короллĕхĕн тĕп хули, тата Ингольдсбири вилтăприсем.

Асăрхавсем

  1. ^ T. D. Kendrick. . — Dover Publications. — 464 p. — ISBN ISBN 978-0486433967.
  2. ^ Энциклопедия «Исчезнувшие цивилизации». Викинги: Набеги с Севера, 1996 — с. 107

Литература

  • Мортон, А. Л. История Англии. — Л., 1950
  • Мюссе, Л. Варварские нашествия на Европу: Вторая волна. — СПб, 2001
  • Савело, К. Ф. Раннефеодальная Англия. — Л., 1977
  • Шор Т. У. = Origin of the Anglo-Saxon Race: A Study of the Settlement of England and the Tribal Origin of the Old English People. — Лондон. — С. 121—143.
  • Hadley, D. M. The Northern Danelaw: Its Social Structure. Leicester, 2000
  • Stenton, F. Anglo-Saxon England. Oxford, 1973
  • T.D.Kendrick. . — Dover Publications. — 464 p. — ISBN 978-0486433967.
  • . — Москва: Терра. — P. 107. — 168 p. — ISBN 5-300-00824-3.