Делулу

Делулу (акӑл. delulu — delusional кӗскетӗвӗ — иллюзиллӗ) — сленглӑ термин кӗскетӗвӗ, вӑл чӑнлӑхпа килӗшсе тӑманнине ӗненнине пӗлтерет. Сӑмахпа K-pop пӗрлешӗвӗсенче 2010-мӗш ҫулсенче усӑ курма пуҫланӑ. Ҫак ӑнлавпа паллӑ ҫынсемпе хӑйсем хушшинче йӗркеленме пултаракан пурнӑҫланма май ҫук хутшӑнусем пирки ӗмӗтленекен фанаткӑсене палӑртнӑ[1]. 2020-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче термин TikTok-ра ҫӗнӗ вырӑн тупнӑ. «Delulu is the solulu» («Иллюзи пур-тӑк — йышӑну та пур») лозунг йӗркеленнӗ, ҫак чӗнӳпе хӑйсене улталанин мотиваци хатӗрӗ, ӗҫ-пуҫ ӑнӑҫассине суккӑрла ӗненнин символӗ пулса тӑнӑ[2].

2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнче The Guardian кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх Кембридж словарӗнче (акăл. The Cambridge English Dictionary) интернет-культурӑпа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ сӑмахсем кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче «скибиди», «традвайф», «бролигархи» тата «делулу» пулнӑ[3].

Тренд

Термин K-pop пӗрлешӗвӗсенче 2013 ҫулта йӗркеленнӗ. Бой-бэнд фанаткисем тӗнче тетелӗнчи ҫынсен хӑйсен кумирӗсемпе хӑҫан та пулин тӗл пулассине ӗнентернӗ.

10 ҫул иртсен тренд таврӑннӑ та TikTok-ра вырӑн тупнӑ. «Delulu is the solulu» («Иллюзи пур-тӑк — йышӑну та пур») лозунгпа «делулу» ӑнлав ӗҫ-пуҫ ӑнӑҫассине суккӑрла ӗненнин символӗ пулса тӑнӑ, хӑйсене хӑйсемех улталани мотиваци хатӗрӗ пек йӗркеленнӗ.

2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Австрали премьер-министрӗ Энтони Албаниз(выр.)чăв. парламентра «delulu with no solulu» тесе каланӑ, ҫакна «йышӑнусӑр иллюзисем» тесе куҫарма пулать.

2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче термин Кембридж сӑмахсарӗн (акӑл. Cambridge Dictionary) йышне кӗнӗ[4].

Усӑ курнӑ тӗслӗхсем

«Делулу» сӑмаха хыҫтӗрӗслӗх культурипа ҫыхӑнтарнӑ, унпа килӗшӳллӗн харпӑр хӑй мӗне ӗненни фактран пӗлтерӗшлӗрех пулнӑ. Терминпа тӗрлӗ аспектра усӑ курнӑ[5][6]:

  • You’re at a concert right at the back and you think an idol made eye contact with you… people may call you delulu. (Эсир концерт залӗн чи хыҫалти пайӗнче ларатӑр, идол сире куҫран пӑхрӗ пек туйӑнать… Ҫынсем сире «делулу» теме пултараҫҫӗ.);
  • As Gen Z say, I’ve entered my «delulu era». (Зумерсем калашле, эпӗ хамӑн «делулу ӗмӗрне» кӗтӗм);
  • I call my friend delulu because she has crushes on famous people and thinks she’s actually going to meet them. (Эпӗ хамӑн «делулу» юлташ патне шӑнкӑравлатӑп, мӗншӗн тесен вӑл паллӑ ҫынсене юратса пӑрахнӑ та вӗсемпе чӑнласах паллашӗ тесе шухӑшлать);
  • «To me, being delulu means having so much self-confidence that you completely refuse to believe anything else», says the content creator («Маншӑн делулу пуласси вӑл — хӑвна ху ҫав тери шаннине пӗлтерет, эсӗ урӑх нимӗне те ӗненме пӑрахатӑн», — тет контент хатӗрлекен).

Кембридж сӑмахсарӗ

Акӑлчан чӗлхин Кембридж сӑмахсарӗ (The Cambridge English Dictionary) — акӑлчан чӗлхине тӗпчекенсен тӗп сӑмахсарӗсенчен пӗри. Унта 140 пин ытла сӑмах пур, вӑл тӑтӑшах пуянланса пырать[7][8].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ожидание vs реальность: что такое delulu | DG-Home (2024-06-18). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  2. ^ Delulu is the solulu! Что это за тренд и стоит ли заниматься самообманом (2023-12-07). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  3. ^ От «скибиди» до «делулу»: Кембриджский словарь пополнился лексиконом из интернет-культуры (2025-08-18). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  4. ^ Кембриджский словарь добавил слова из TikTok skibidi и delulu. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  5. ^ Delulu (англ.). Cambridge Dictionary. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
  6. ^ «Скибиди», «делулу» и «традвайф» вошли в Кембриджский словарь (2025-08-18). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  7. ^ Cambridge Dictionary (англ.). dictionary.cambridge.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
  8. ^ В Кембриджский словарь включили слова из TikTok(паллӑ мар). БИЗНЕС Online (18 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.

Категорисем