Квадробер
Квадробер (лат. quattuor — «тӑваттӑ» тата акӑл. аerobics — «аэробика» сӑмахсенчен) — квадробикӑпа аппаланакан 7-14 ҫулсенчи ача, ҫамрӑк, официаллӑ мар спорт, субкультура представителӗ. Квадроберсем чӗрчунсен маскисене тӑхӑнаҫҫӗ, вӗсен хӑтланӑвне евӗрлеҫҫӗ[1].
Квадроберсем обществӑра ҫивӗч дискусси ҫуратрӗҫ, сӳтсе явма философсем, профессиллӗ психологсемпе психиатрсем, политиксем хутшӑнаҫҫӗ[2].
Раҫҫейре квадроберсемпе кӑсӑкланни бизнеса вӗсем валли тавар туса кӑларма пуҫлама хавхалантарнӑ. Маркетплейссенче квадроберсене валли е вӗсене хирӗҫле парфюмери, искусствӑлла тиртен ҫӗленӗ атрибутика, ятарлӑ апат тата ытти тавар тухнӑ. Субкультура валли тесе унпа нимӗнле ҫыхӑнман продукци те рекламӑлама тытӑннӑ.
Сӑн-сӑпатпа тыткаларӑш
Квадроберсем хӑйсене ҫывӑх чӗрчун сӑнарне суйласа илеҫҫӗ, унӑн сӑнарне маска тӑхӑнса, алӑ-ура, сӑмса-хӑлха, хӳре ҫыпӑҫтарнӑ калӑплаҫҫӗ. Час-часах квадроберсем костюмсен элеменчӗсене хӑйсем тӗллӗн ӑҫталаҫҫӗ, хӑш-пӗрисем тулли костюм тӑхӑнса чӗрчун сӑнарне пуҫӗпех кӗрсе ӳкеҫҫӗ[3], унӑн куҫӑмӗсене евӗрлеҫҫӗ, ытти квадроберсемпе хутшӑнаҫҫӗ, «кӗтӳ» иерархийӗнче хӑйсен вырӑнне палӑртаҫҫӗ. Квадроберсем пурнӑҫлакан тата ӑсталӑхне ӳстерсе пыракан тӗрлӗ элемент пур, тӗслӗхрен, чупасси, сикесси, курӑк ҫинче вылясси. Квадробикӑпа айланакансем хӑйсен сӑнарӗсен историйӗсене шутласа кӑлараҫҫӗ, офлайн тата онлайн ушкӑнсем йӗркелеҫҫӗ, пухусем ирттереҫҫӗ, соцсетьсем валли роликсем ӳкереҫҫӗ[4], пӗр-пӗрин опычӗпе паллашаҫҫӗ[5].
Спорт тата субкультура
Квадроберсем аэробика хӑнӑхтарӑвӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ: вырӑнта чупаҫҫӗ, чӑрмавсем урлӑ сикеҫҫӗ тата ытти те. Ҫав вӑхӑтрах квадроберсен сӑнарӗнче субкультура паллисем нумай. Ҫакӑн пек арпашулӑха пула квадроберсене спортсменсем е йӗркесӗр юхӑмӑн представителӗсем тесе татӑклӑн палӑртма ҫук. Субкультура тулли спорт дисциплинине ӳссе ҫитнине кӑтартакан тӗслӗхсем те паллӑ, тӗслӗхрен, хоббихорсинг[6].
Квадроберсем, териансем, фуррисем
Квадроберсен тулаш сӑнарӗ урӑх субкультурӑпа — фуррипе — пӗр пекрех. Анчах пысӑк пӗлтерӗшлӗ уйрӑмлӑх пур: квадроберсем чӗрчунсен куҫӑмӗсене май килнӗ таран тӗп-тӗрӗс тума хӑтланаҫҫӗ, фуррисем вара антропоморфлӑ (ҫын евӗрлӗ) чӗрчунсене ҫеҫ сӑнлаҫҫӗ. Квадроберсем ытларах аэробикӑпа аппаланаҫҫӗ, фуррисем хӑйсен сӑнарӗпе ытларах пултарулӑх валли усӑ кураҫҫӗ[7]. Квадроберсем хушшинче териан е териантропсем тӗлпулаҫҫӗ, вӗсем чӗрчунсене евӗрлеҫҫӗ ҫеҫ мар, хӑйсене чӗрчун вырӑнне хураҫҫӗ[8].
Анлӑ сарӑлнин феноменӗ
«Контактра» социаллӑ тетелте квадроберсем валли пӗрремӗш пӗрлешӗве 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗнче йӗркеленӗ. 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне пӗтӗмӗшле аудитори 17 503 ҫырӑнакана пӗрлештерсе тӑракан ҫавнашкал 46 ушкӑн пулнӑ. Рунетра сарӑлнӑ масштабпа пӑхса квадробинг пулӑмӗ пӗчӗк пулӑм теме пулать[9]. Анчах та 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Надымра Mia Boyko юрӑҫӑн концертӗнче сцена ҫине квадробер-хӗрача тухнӑ инцидент хыҫҫӑн[10], МИХсемпе соцсетьсенче ҫак темӑна асӑннин шучӗ тӑрук ӳссе кайнӑ (талӑкне 5,1 пинрен пуҫласа 30 пин таран асӑну). Федераци Канашӗн сенаторӗсемпе Патшалӑх Думин депутачӗсем, ҫавӑн пекех медиа тата политтехнологи сферинчи специалистсем хутшӑннипе обществӑлла анлӑ дискусси пуҫланнӑ[9].
«Халӗ темӑна анлӑ сӳтсе яваҫҫӗ, ҫав шутра шухӑшсен лидерӗсем тата политиксем те, кашни ҫӗнӗ ролик тухмассерен е кашни ҫӗнӗ шухӑш хыҫҫӑн сӳтсе яву ҫӗнӗрен вӑй илсе каять», — тет АГТ коммуникаци агентствин директорӗ Игорь Лащевский.
Общество йышӑнӑвӗ
Квадроберсене обществӑра тӗрлӗрен йышӑнаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ҫакӑ ача-пӑчана вӑй-халпа хускану кӳнине пула усӑллӑ, ачасен ӳсӗмне кура ку вӑхӑтлӑх пулӑм тесе шутлать[11]. Ҫав вӑхӑтрах квадроберсем ачасем, аслисем ҫине сиксе ӳкни, ҫыртни те пулнӑ[12]. Хӑш-пӗр психологсем шутланӑ тӑрӑх, квадробикӑпа кӑсӑкланни ача психика тӗлӗшӗнчен чирленине кӑтартать[13]. Ҫул ҫитмен ачасем хӑш чухне квадроберсене буллинг тӑваҫҫӗ[14].
2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Раҫҫейпе Армени ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗсен официаллӑ тӗлпулӑвӗ вӑхӑтӗнче Сергей Лавров Арат Мирзоянран вӗсен квадроберсем пуррипе ҫуккине ыйтнӑ[15]. Мирзоян юхӑм пирки пӗлнине ҫирӗплетнӗ. Эрменин Раҫҫей Федерацийӗнчи элчи Гурген Арсенян вара Европа ҫӗршывӗсенче квадроберсем хӑйсене «гендер» тесе палӑртнине пӗлтернӗ[16].
Раҫҫей Президенчӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков «РИА Новости» агентствона панӑ интервьюра, Владимир Путин квадроберсем ҫинчен пӗлет-и ыйтӑва хуравласа[17]:
«Ҫук (пӗлмест) тесе шанас килет. Вӗсен пӗлтерӗшне ытлашши ӳстерсе кӑтартмалла мар». Маларах Песков «квадроберсен юхӑмӗ "ерунда"» тесе пӗлтернӗ[18].
Хусанта иртнӗ БРИКС саммитӗнче Беларуҫ Президентӗнчен Александр Лукашенкоран ун ҫӗршывӗнче квадроберсем пур-и тесе ыйтсан «ку проблема ҫук» тесе хуравланӑ, ҫав хушӑрах «квадроцикл» сӑмахпа усӑ курнӑ[2]:
Ну ҫӳреҫҫӗ-ха. Маскӑллисем-и-ха вӗсем? Пирӗн ку проблема ҫук. Тата эсир нумаях пулмасть саккун йышӑнтӑр… Мӗнле вӑрҫӑнмалли сӑмахчӗ-ха вӑл? Чайлдфри. Пирӗн ку та актуаллӑ мар, эпӗ кун пирки каларӑм пулин те, ун патне ҫитерес килмест. Ҫав квадроциклсем вара, пирӗн вӗсем хальлӗхе ҫук, чӑннипе калатӑп[19].
2024 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Воронежри хӑш-пӗр обществӑлла апатлану заведенийӗсене кӗнӗ ҫӗрте квадроберсене кӗме чаракан ятарлӑ паллӑсем курӑнма пуҫланӑ. Заведенисен хуҫи ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек ҫыпӑҫтаркӑчсене фастфуд сутакансенчен пӗри, пачах урӑхла, квадроберсене хӑйӗн заведенийӗсене ҫӳреме ирӗк панӑ хыҫҫӑн вырнаҫтарнӑ: «ҫавӑн пек вӗсене май шӑлни ҫамрӑксене сиенлӗ юхӑмпа кӑсӑкланма хавхалантарать ҫеҫ»[20].
Саккун йӗркелӗвӗ
2024 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Патшалӑх Думин депутачӗ Сергей Колунов квадробер-ачасен ашшӗ-амӑшне яваплӑх тыттарма сӗннӗ. Сӑмахран, ашшӗ-амӑшӗн прависӗр хӑвармалла, административлӑ майпа е уголовлӑ майпа явап тыттармалла. Депутат пуҫарӑва Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи ача прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн аппаратне янӑ[21].
2024 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Патшалӑх Думин депутачӗсен ушкӑнӗ Административлӑ кодекса ҫул ҫитменнисен официаллӑ представителӗсене тата 16 ҫултан аслӑрах квадроберсене пырса тивекен тӳрлетӳсем хатӗрлеме тытӑннӑ. Ҫынсемпе килти чӗрчунсене тапӑннӑшӑн хулиганство пек йышӑнса 5 пин тенкӗлӗх штрафлама палӑртаҫҫӗ. 16 ҫултан кӗҫӗнрех квадроберсен ашшӗ-амӑшне воспитани енӗпе тивӗҫсене кирлӗ пек пурнӑҫламаншӑн ҫак пулӑмшӑн 500 тенкӗлӗх хушса штрафлама пултараҫҫӗ[22].
Узбекистан Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем квадробикӑпа кӑсӑкланнине ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫламанни вырӑнне хураҫҫӗ. Куншӑн 1,875 млн сум штраф — 14 пин тенке яхӑн — пама пултараҫҫӗ[23].
Пасар реакцийӗ
Квадроберсем валли тавар сутасси 2024 ҫул хушшинче Раҫҫейӗпе вӑтамран 12 хут ӳснӗ, Питӗрте — 37 хут, Мускавра — 45 хута яхӑн. Маркетплейссенче маскӑсем, «алӑ-урӑ», хӑлхасемпе хӳресем, ҫурт-будкӑсемпе выртмаллисем, вӗренмелли курссем, стилистсен пулӑшӑвӗ анлӑн сутӑнаҫҫӗ[24][25]. 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗнче маркетплейссенче квадробингпа айланакансем валли ятарлӑ апат тухнӑ. Ӑна ҫаксене хушса хатӗрлеҫҫӗ: сахӑр, какао ҫӑвне улӑштаракан пальма ҫӑвӗ, вӗтетнӗ какао, типӗтнӗ ҫӗве шывӗ, ҫусӑр типӗтнӗ сӗт, кокос ҫӑвӗ, какао-порошок, хушнӑ кӗрпе хутӑшӗ (рис кӗрпи, тулӑ ҫӑнӑхӗ, сахӑр, какакао-порошок, тӑвар)[26].
Фонтанка.ру хаҫат квадроберсем валли кӑларакан таварсен ятарлӑ тишкерӗвне хатӗрленӗ. Алӑпа хатӗрленӗ таварсем уйрӑмах лайӑх сутӑнаҫҫӗ: искуствӑлла тиртен ӑсталанӑ хӳресем маркетплейссенче 200—300 тенкӗ тӑраҫҫӗ, анчах та хӳресемпе хӑлхасем ӑсталамалли искуствӑлла тирӗн 1,5 метрӗ 6000—7000 тенке хӑпарса кайнӑ. Парфюмерсем «чӑн-чӑн квадроберсем» валли, ҫавӑн пекех квадроберсене хӑратса тӑракан техӗмлӗхсем (ку — груша, арбус е панулми шӑрши тесе ҫирӗплетеҫҫӗ) кӑларас ӗҫе йӗркелесе янӑ. Сутлӑхра тренировкӑсем валли пластик барьерсем (900—4000 тенкӗ), профессиллӗ модельерсем хатӗрленӗ таварсем — вӗсем 20 000—30 000 тенкӗпе костюм ӑсталама хатӗр — пур. Лару-тӑрупа яланхи ытти тавар сутакансем те усӑ курма хӑтланнӑ: «тигр принчӗллӗ вельвет шӑлавар маркетинг тӑрӑшнипе «квадробика валли йӗм» пулса тӑрать[27].
Ӑнлантарусем
- ^ Квадроберы: кому на самом деле они подражают и почему этого не нужно бояться // Новости НТВ (2024-06-29). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Лукашенко не выявил в Белоруссии проблем с квадроберами (2024-10-23). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
- ^ Квадробика: что это и как заниматься, опасность тренда, почему хотят запретить в России (2024-07-05). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ.
- ^ Сходка квадроберов(паллӑ мар) (20 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ.
- ^ Что такое квадробика: спорт это или нет (2024-05-23). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ.
- ^ Скачки на деревянных лошадках стали видом спорта. Олимпиада ждет (2023-08-09). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ.
- ^ «Я — рысь, моя подружка — пантера»: чем опасно новое помешательство подростков — они надевают маски и прыгают на четвереньках (2024-05-30). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ.
- ^ Териантропы: кто это, чем занимаются, как выглядят, отличия от фурри и квадроберов (2024-07-12). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Как, почему и зачем квадроберы стали «политтехнологическим случаем» (2024-10-19). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- ^ Mia Boyka осудила квадроберов и их родителей - Газета.Ru | Новости (2024-09-02). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- ^ «Я — рысь, моя подружка — пантера»: чем опасно новое помешательство подростков — они надевают маски и прыгают на четвереньках (2024-05-30). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ.
- ^ В Кандалакше девочка-«зверёк» укусила ребёнка (2024-06-18). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ.
- ^ Психолог об увлечении детей квадробикой и терианством: «Уходят в вымышленный мир» | Ямало-Ненецкий автономный округ | ФедералПресс (2024-05-27). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ.
- ^ Олеся Ларина. Фурри и квадроберы: в чем опасность сомнительных субкультур?(паллӑ мар). https://mir24.tv (28 ҫӗртмен 2024).
- ^ Лавров объяснил, почему затронул тему квадроберов перед переговорами стран СНГ (2024-10-08). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 9-мӗшӗ.
- ^ Лавров на встрече в Кремле рассказал коллеге из Армении про квадроберов (2024-10-08). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.
- ^ Песков ответил на вопрос о Путине и квадроберах (2024-10-09). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
- ^ Песков назвал квадробику полной ерундой (2024-10-09). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
- ^ Лукашенко о квадроберах: в Белоруссии нет «квадроциклов» (2024-10-23). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
- ^ «Квадроберам вход запрещён». Воронежский ресторатор обезопасил заведения специальными наклейками (2024-10-25). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.
- ^ Депутат Колунов предложил ввести ответственность для родителей детей-квадроберов. ren.tv (3 юпан 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ.
- ^ "Приведут в чувство мам": названы будущие штрафы для квадроберов. mk.ru (10 юпан 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 11-мӗшӗ.
- ^ В Узбекистане пригрозили штрафами родителям квадроберов. РБК (13 юпан 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
- ^ Квадроберы атакуют: дети в масках наводняют российские города (2024-10-11). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 11-мӗшӗ.
- ^ Спрос стал массовым: в России зафиксирован 50-кратный рост продаж товаров для квадроберов | RB.RU (2024-10-11). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 11-мӗшӗ.
- ^ На маркетплейсах появился корм для квадроберов. vm.ru (3 юпан 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ.
- ^ Барьеры, духи и корм для квадроберов. Как из скандального детского хобби пытаются делать бизнес (2024-10-04). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.