Ред флаг (сленг)

Ред флаг (акӑлч. red — хӗрлӗ, flag — ялав) — тыткаларӑш паттернне е характерӗн уйрӑмлӑхне палӑртакан сленг терминӗ, вӑл хутшӑнура сиксе тухма пултаракан йывӑрлӑхсем, токсикӑлӑх е хӑрушлӑх пирки асӑрхаттарать. Психологсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх ҫакнашкал паллӑсене пӗлни уйрӑмах хӗрарӑмсемшӗн пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен вӗсене шута илменни кӑмӑл-туйӑма хавшатма пултарать[1].

Йӗркеленнин историйӗ

Хутшӑнусенчи йывӑрлӑха палӑртма «ред флаг» ӑнлавпа психологсем 2014 ҫултанпа усӑ курма пуҫланӑ.

Терминпа анлӑн 2021 ҫулта усӑ курма пуҫланӑ. Вӑл вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче ҫынсем хутшӑнӑва татасси патне илсе ҫитерекен вырӑнсӑр каланисем ҫине хӗрлӗ ялав эмодзипе(выр.)чăв. хуравлама пуҫланӑ[2].

Усӑ курнин тӗслӗхӗсем

  • «Вӑл пачах та кӗнеке вуламасть, ку маншӑн ред флаг» — хутшӑнмашкӑн ҫыннӑн питӗ кирлӗ критери ҫуккине палӑртни.
  • «Ӗҫтешӗмӗр тӗлпулусене тӑтӑшах юлашки самантра пӑрахӑҫлать пулсан ҫакна ӗҫри ред флаг теме пулать» — шанӑҫран тухнине тата сирӗн вӑхӑта хисеплеменнине систерет.
  • «Банкӑн проценчӗ ытла та пысӑк, вӑрттӑн комисси пур — инвестор валли ред флаг» — укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен ирттермелли операци хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарнине кӑтартакан паллӑ.

Статистика

iCognito компанин психологӗсем тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн Раҫҫей ҫыннисен ҫурринчен сахал пайӗн (хӗрарӑмсен 42 % тата арҫынсен 48 %) пӗрлехи хутшӑнусемпе кӑмӑллӑ пулманнине палӑртнӑ. Искусствӑллӑ интеллект хутшӑнусенчи уйрӑм йывӑрлӑхсене палӑртас тӗлӗшпе 350 000 ытла ҫынсен анонимлӑ даннӑйӗсене тӗпченӗ. Тӗп ӳпкесем шутне улталани, хӑратни тата вӑйпа пусмӑрлани кӗнӗ, ҫавӑн пекех эрех-сӑрапа айкӑшнине е наркотикпа усӑ курнине те асӑннӑ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 86 % — 3 ҫултан сахал мар пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ мӑшӑрсем, вӗсем йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах хутшӑнусене малалла тӑснӑ[3]. Ҫакнашкал тыткаланин сӑлтавӗсенчен пӗри — «хӗрлӗ ялавсене» шута илменни[4].

Тӗп «ред флагсем»

«Ред флагсен» палӑрӑмӗсем сахал мар, вӗсемпе усӑ курса вӗсене уйӑрса илме ҫӑмӑл[5][6]:

  • Абьюзивлӑ хутшӑнусем. Партнёр пӑшӑрханӑвӗпе сӑлтавласа кӗвӗҫнипе доминациленине пытарать: ҫынсемпе ҫыру ҫӳретнине тӗрӗслет, мӗнле тумланмаллине калать, юлташсемпе е ҫемьепе хутшӑннине чарать;
  • Газлайтинг. Партнёр чӑнлӑха курмӑш пулать, чӑн курнӑ япаласем пирки иккӗлентерет («Сана курӑннӑ кӑна», «Ку сана пула пулса иртрӗ») е алӑра тытмашкӑн айӑп туйӑмӗпе усӑ курать;
  • Агрессивлӑ тыткаларӑш(выр.)чăв.. Тарӑхни, кӑшкӑрни, сиен тӑвас енӗпе хӑратни (савӑт-сапа ҫӗмӗрни, стенаран ҫапни), ҫавӑн пекех таврари ҫынсем (официантсем, ӗҫтешсем) тӗлӗшпе кӑнттам тытни курӑнать;
  • Тепӗр ҫынна мӗн кирлипе унӑн туйӑмӗсене шута илменни. Юлташ интересӗсене шута илмест, ҫитӗнӳсене хакламасть, йывӑр лару-тӑрӑва лексен пулӑшма васкамасть е ӗмӗтсенчен кулать;
  • Патологиллӗ суйни, улталани. Пӗлтерӗшлӗ фактсене пытарасси, иккӗллӗ пурнӑҫ, каҫару ыйтас вырӑнне тӳрре тухма хӑтланни. Тӗслӗхрен, сӑлтавсене ӑнлантармасӑр ҫухалса таврӑнни;
  • Малашлӑха сӳтсе явасран пӑрӑнни. Мӑшӑрлану, ачасем, пӗрлехи плансем ҫинчен пыракан калаҫусенчен пӑрӑнни, ҫакӑ чӑн хутшӑнӑва хатӗр маррине кӑтартса пама пултарать;
  • Унчченхи юлташсемпе танлаштарни. Пӗрмай малтанхи юлташӗсемпе танлаштарса мӗскӗнлетсе е иртнӗ хутшӑнусене аванрах пулнӑ тесе асӑнни;
  • Финанс манипуляцийӗсем. Укҫа-тенкӗ енчен пӑхӑнса пурӑнма хистени («Килте лар, укҫапа эпӗ хам тивӗҫтерӗп»), хыткукарлӑх е, пачах урӑхла, укҫа-тенкӗне явапсӑр тӑкаклани;
  • Хирӗҫӳсенчен айккӑн иртни. Пассивлӑ агресси(выр.)чăв., ҫивӗч ыйтусене татса парассинчен пӑрӑнни е конструктивлӑ калаҫу йӗркелес вырӑнне шарламанни;
  • Ашшӗ-амӑш ирӗкӗнчен тухайманни. Ашшӗ-амӑшӗпе пурӑнакан, вӗсен шухӑшӗсене кӑна ырласса кӗтекен арҫын хутшӑнура ҫав йӗркене юлташӗ ҫине куҫарма пултарать.

Психологи

Специалистсем каланӑ тӑрӑх, «ред флагсене» шута илменни хутшӑнусен йывӑрлӑхӗсен йышне самай ӳстерме пултарать[7]. Чылайӑшӗ хӑш-пӗр сӑлтавсене пула хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан палӑрӑмсене асӑрхамасӑр хӑварма тӑрӑшать[1]:

  • Юлташ улшӑнасса шанни;
  • Пӗчченлӗхрен хӑрани;
  • Хӑйне пысӑка хурса хаклани;
  • Иртнӗ вӑхӑтри чун суранӗсем.

Хутшӑнусенче «хӗрлӗ ялавсемпе» тӗл пулсан психологсем ҫакӑн пек тума сӗнеҫҫӗ:

  • Интуицие шанмалла;
  • «Эпӗрен пуҫласа каланипе» усӑ курса юлташпа ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явмалла. Сӑмахран: «Эсӗ… чухне эпӗ хама япӑх туятӑп». ;
  • Тӗрӗс чикӗсем лартмалла. Сӑмахран: «Эсӗ ман ҫине сасӑ хӑпартни мана килӗшмест. Тепрехинче эпӗ калаҫма пӑрахӑп»;
  • Ют ҫын шухӑшне пӗлмелле, урӑхла каласан, психологран е юлташсенчен пулӑшу ыйтмалла.

«Ред флаг» яланах тӳрех хутшӑнусене татма хушмасть. Тус-юлташ улшӑнма хатӗр пулсан хӑш-пӗр ҫивӗч ыйтӑва терапи(выр.)чăв. тата калаҫу урлӑ татса пама пулать[8].

Ытти «ялавсем»

Хутшӑнусенче йывӑрлӑхсем пуррине кӑтартакан «хӗрлӗ ялавсемсӗр» пуҫне ыттисем те пур, вӗсене те тимлӗх уйӑрмалла[1][9]:

  • «Сарӑ ялав» хутшӑнусенче йывӑрлӑх сиксе тухма пултарасси ҫине кӑтартать, вӑл, ӑна шута илмесен, йывӑрлӑх аталанма пултарать;
  • «Симӗс ялав» сывӑ тата малашлӑхлӑ хутшӑнусене кӑтартать. Ҫакӑ пӗр шухӑшлӑха, пӗр-пӗрне ӑнланнине тата кӑмӑл-туйӑм енчен хӑрушлӑх ҫуккине палӑртать;
  • «Хура ялав» — абьюзивлӑ е токсикӑллӑ тыткаларӑшсем пуррине кӑтартакан палӑрту;
  • «Шурӑ ялав» — хутшӑнура сиксе тухнӑ йывӑрлӑха татса парас енӗпе парӑннине е татса пама килӗшменнине кӑтартать. Ку вӑл пӗри е икӗ партнёрӗ те хутшӑнусене лайӑхлатма вӑй хума пӑрахнине, йӗркеленнӗ лару-тӑрӑва, вӑл вӗсене килӗшмест пулсан та, йышӑннине палӑртать;
  • «Хӗрлӗ-сарӑ ялав» — партнёр пурнӑҫӗнче кӑткӑс тапхӑр (ӗҫ ҫухатни, ҫывӑх ҫын чирлесе ӳкни) пулнине кӑтартать, лару-тӑру хутшӑнусене витӗм кӳме пултарнине палӑртакан паллӑ. Япӑххине юлташӗ ҫине ан куҫартӑр тесен ӑнланупа пулӑшу кирлӗ, апла пулин те чикӗсене тӗрӗс палӑртмалла;
  • «Фиолетлӑ ялав» юлташӑн характерӗнче сайра тӗл пулакан е эксцентрикӑллӑ енсем пуррине кӑтартать, вӗсене уҫҫӑн сӳтсе явмалла, ӑнланма тӑрӑшмалла;
  • «Кӗрен ялав» хутшӑнусене е партнёра ытлашши лайӑх енчен курнине пӗлтерет. Анчах чӑнлӑхпа тата ҫитменлӗхӗсемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн малашлӑхра кӑмӑла хуҫма пултарать. Хутшӑнусене чӑн куҫпа пӑхса йӗркелемелле тата пысӑк ӗмӗтсем йӗркелемелле мар.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Что такое red flag в отношениях и какие еще флаги бывают (2025-04-04). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  2. ^ Emoji of red flags are all over Twitter. Here's why. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  3. ^ Выяснилось, сколько российских пар крайне несчастны в отношениях - Газета.Ru | Новости (2022-09-14). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  4. ^ «Красные флаги» в отношениях: что это такое, какими бывают тревожные звоночки в паре (2024-04-04). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  5. ^ Ред флаг в отношениях, что означают красные флаги в общении (выр.). blog.vikadmitrieva.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  6. ^ 14 красных флагов в отношениях (2023-10-17). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  7. ^ Ред флаг: что это значит в человеке или отношениях простыми словами, история понятия, примеры (2024-11-26). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  8. ^ Красный флаг в отношениях: как распознать и начать диалог (2025-03-04). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  9. ^ Red Flags in a Relationship: 16 Signs You Shouldn't Ignore. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.

Категорисем