Дефолт
Дефолт (акăл. default — обязательствӑсене пурнӑҫламанни, тӳлеменни[1]) — хуҫалӑхри субъект (парӑмҫӑ, е дебитор) кӑткӑс лару-тӑру сиксе тухнине пула укҫа-тенкӗне тавӑрса парас енӗпе хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫлама пултарайманни[2]. Вӗсен шутне займ килӗшӗвӗ, процентсем тата парӑма татса пама илнӗ тивӗҫ тӑрӑх е облигаци заёмне кӑларасси ҫинчен калакан килӗшӳ тӑрӑх тавӑрса памалли тӗп сумма пулма пултараҫҫӗ[3][4]. Ку пӗлтерӗшпе ҫак терминпа пӗрремӗш хут XIV ӗмӗрте усӑ курнӑ[1].
Дефолт объекчӗ пек пӗр-пӗр компани, патшалӑх е уйрӑм ҫын пулма пултарать, ҫав вӑхӑтрах парӑм тивӗҫӗн япали пек кредитсем, вексельсем, облигацисем, закладнойсем, чексем пулма пултараҫҫӗ[5].
Дефолт коммерци (юридици е харпӑр сӑпат тӗлӗшпе пӗлтереҫҫӗ) тата суверенлӑ (патшалӑхсем пӗлтереҫҫӗ) пулать[4].
Дефолт сӑлтавӗсем
Дефолта заёмщик парӑма татса парайманни илсе ҫитерет. Ҫакӑ тӗрлӗ сӑлтавсене пула йӗркеленме пултарать:
- Компанисем хушшинчи пысӑк конкуренци;
- Ӗҫ, тавар тата пулӑшу сферинче, ҫавӑн пекех финанс сферинче пулса иртекен улшӑнусем;
- Логистика тытӑмӗ, таварсен импорчӗпе экспорчӗн ӗҫӗ пӑсӑлни;
- Инфляци;
- Хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫламан ертӳлӗх[4];
- Япӑх планланӑ экономика стратегийӗ;
- Политика курсӗ улшӑнни[6];
- Бюджет шайлашуллӑ пулманни[5].
Коммерци дефолчӗ
Коммерци дефолчӗ ахаль дефолт (банкротлӑх), техникӑлла дефолт тата кросс-дефолт (хире-хирӗҫле) ҫине пайланать[4].
Ахаль дефолт (банкротлӑх)
Ахаль дефолт, е ӑна пӗтӗмӗшле теҫҫӗ, кивҫен илнӗскер хӑйӗн ҫине илнӗ тивӗҫсене пурнӑҫлама пултарайманнине пӗлтерет, ҫапла май заём илнӗскер панкрут пулса тӑрать. Панкрута тухнине палӑртакан процедурӑна кивҫен илнӗскер хӑй те, унӑн кредиторӗсем те, е налук органӗ те пуҫарма пултарать[4]. Процедура вӑхӑтӗнче парӑма тавӑрас ӗҫе, ӑна туллин е унӑн пӗр пайне каҫарас процедурӑсене палӑртаҫҫӗ[3].
Ӗҫ-пуҫ компанипе (юридици сӑпачӗпе) ҫыхӑннӑ пулсан, арбитраж управляющине палӑртаҫҫӗ, вӑл малашнехи утӑмсене хатӗрлет (компание туллин е пайӑн-пайӑн сутасси, т. ыт. те)[4]. Енчен те дефолта уйрӑм ҫын тухать пулсан, унашкал парӑҫӑпа ҫанӑн хыҫҫӑн мӗнле ӗҫсем туса ирттерессине наци саккунӗсем йӗркелеҫҫӗ, апла пулин те ытларах чухне ахаль ҫынсене саккун хӳтӗлет[7].
Техникӑлла дефолт
Техникӑлла дефолт — кивҫен илнӗскер заем килӗшӗвӗн условийӗсене пурнӑҫламан лару-тӑру, апла пулин те каярах вӑл ку килӗшӗве малашне пурнӑҫлама пултарать. Килӗшӳ условийӗсене пурнӑҫламаннин шутне процентсене е парӑмӑн тӗп пайне тӳлеме килӗшменнине те, кирлӗ документсене кӑтартма килӗшменнине те (тӗслӗхрен, ҫулталӑк отчёчӗ), е займ килӗшӗвӗнчи пӗр-пӗр пункт йӗркене пӑснине те пӗлтерме пултарать[4][8][9].
Дефолта кивҫен илнӗскер хӑй кӑна мар, тӳлевсен графикне пӑснӑ фактпа килӗшӳллӗн кредитор та пӗлтерме пултарать. Дефолт пӗлтерни парӑма туллин е унӑн пӗр пайне каҫарнине пӗлтермест. Заёмщикпа кредитор хушшинчи малашнехи хутшӑнусем епле аталанни дефолт сӑлтавӗсенчен тата саккун ҫине таянса малашне парӑма мӗнле татса пама майсем пурринчен килет[10].
Техникӑлла дефолт панкрутлӑх патне илсе ҫитерме пултарать, тепӗр май пулма пултараймасть. Апла пулин те, енчен те енсем килӗшӗве тӗпе хурса пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлайраҫҫӗ пулсан панкутлӑха тухассинчен хӑтӑлма пулать: сӑмахран, кивҫен илнӗскер кредиторпа тӳлев вӑхӑтне кӑшт каяраха куҫарма калаҫса татӑлма пултарсан. Хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн техникӑлла дефолт хыҫҫӑн дефолт пулмасть[8].
Историре кун пек дефолтсем час-часах пулкаланӑ. Чылай правительствӑсемпе тӗнчери бизнесӑн гранчӗсем ӗлӗк техникӑлла дефолта кӗрсе ӳкнӗ пулнӑ, тӗслӗх пек 1933[11] тата 1971 ҫулсенчи[12] АПШ дефолчӗсене палӑртма пулать. 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Греци техникӑлла дефолта кӗрсе ӳкнӗ пулнӑ[13].
Британири BBC корпораци шухӑшӗпе, 2021 ҫулта АПШ та техникӑлла дефолт пӗлтересси патне ҫитнӗ пулнӑ[14]. 2023 ҫул пуҫламӑшӗнче АПШ финанс министерстви дефолта кӗртсе ӳкме хӑрушлӑх пуррине пула васкавлӑ мерӑсемпе усӑ курма тытӑннӑ[15][16][17].
Кросс-дефолт (хире-хирӗҫле)
Кросс-дефолт, е хире-хирӗҫле дефолт, пӗр кредит килӗшӗвӗ тӑрӑх тивӗҫе пурнӑҫлайманни ытти кредит программисене те пырса тивни патне илсе ҫитернине пӗлтерет[6]. Урӑхла каласан, пӗр парӑма тӳлеменни унпа ҫыхӑннӑ ытти кредитсенче те тивӗҫе пурнӑҫлас йӗркене пӑснине пӗлтерет (юридици е уйрӑм ҫын сӑпачӗ ытти займсене вӑхӑтра тавӑрма ӗлкӗрсе пырать пулин те)[4].
Кросс-дефолт кредит килӗшӗвне хӑш-пӗр условипе алӑ пуснӑран йӗркеленет[6] — вӑл хӑй тӗллӗн йӗркеленмест. Хире-хирӗҫле дефолт йӗркисем заёмщика хӑйне кӑна мар, унпа аффиляциленӗ ҫынсене те пырса тивме пултараҫҫӗ. Кунпек чухне асӑннӑ ҫынсем хӑйсен парӑм тивӗҫӗсене пурнӑҫламасан, кредитор килӗшӳ тунӑ парӑмҫӑ тӗлӗшпе кросс-дефолт пӗлтерме ирӗк пур[18].
Ҫакӑн пек дефолт йӗркеленнин сӑлтавӗ ҫакнашкал йывӑрлӑхсене пула пулма пултарать:
Суверенлӑ дефолт
Суверенлӑ дефолт — суверенлӑ патшалӑх шалти е тулашри парӑма вӑхӑтра тӳлеме пултарайманни е ӑна тӳлеме килӗшменни. Тӳлеве туллин тӳлеме пӑрахнипе те, парӑм тивӗҫӗсен пӗр пайне тӳленипе те палӑрма пултарать[4]. Парӑмсемпе тавлашусене тӗнче шайӗнче пӑхса тухаҫҫӗ[19].
Тулашри парӑм ытларах чухне ҫӗршывсем, тӗнчери фондсем, ют ҫӗршыв корпорацийӗсем умӗнчи йӗркеленнӗ парӑмсен патшалӑх облигацийӗсенче ҫирӗплетнӗ[3]. Шалти парӑм хаклӑ хут кӑларса ҫӗршыври банксенчен, фондсенчен, инвесторсенчен тата халӑхран илнӗ (пенси, пособисем, патшалӑх ӗҫченӗсене ӗҫ укҫи тӳлемешкӗн) кредит е патшалӑх займӗ пек пулма пултарать[3].
Суверенлӑ дефолта пула экономикӑра кризис аталанма пултарать, унӑн ҫакӑн пек палӑрӑмсем пур:
- наци валюти ют ҫӗршыв валюти тӗлӗшпе йӳнелсе кайни (девальваци);
- инфляци аталанни;
- граждансен пурнӑҫ пахалӑхӗ чакса пыни[4].
Суверенлӑ дефолтсен тӗслӗхӗсем: 1982 ҫулхи Мексикӑри дефолт, 1987 ҫулхи Бразилири дефолт[20], 1998 ҫулхи Раҫҫейри дефолт (шалти парӑмсемпе)[21], 1999 ҫулти Эквадорти дефолт, 2001 ҫулхи Аргентинӑри дефолт[20], 2003 ҫулхи Уругвайри дефолт[22], 2016 ҫулхи Украинӑри дефолт, 2017 ҫулхи Венесуэлӑри дефолт, 2020 ҫулхи Ливанри дефолт[20], 2022 ҫулхи Шри-Ланкӑри дефолт[23].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 default. Merriam-Webster Dictionary. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
- ^ ДЕФОЛТ. Neftegaz.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Ольга Копытина. Что такое дефолт — в том числе по внешнему долгу. РБК (27 ҫӗртмен 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 Мария Кокорева. Дефолт. Бизнес-секреты Тинькофф (3 юпан 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Дефолт: причины и следствия. Сравни.ру. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Дефолт. Audit-it (28 кӑрлачӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Что такое дефолт. Kurs-Dollar-Euro.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Афанасьева Юлия. Дефолт: что это такое простыми словами. Финам (11.04.22). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Технический дефолт. Cbonds. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Дефолт: виды, условия возникновения. Справка. РИА Новости (17 ҫурлан 2008). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Владислав Лейбов. 50 лет дефолту США. Finversia.ru (23 ҫурлан 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Экономический факультет РУДН. История дефолтов США — Финансы на vc.ru. Vc.ru (12 ҫӗртмен 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Греция не выплатила в срок свой долг МВФ. ТАСС (1 утӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Ольга Данилевская. Сенат США согласился поднять потолок американского долга, чтобы избежать дефолта. Informburo (8 юпан 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Secretary of the Treasury Janet L. Yellen Sends Letter to Congressional Leadership on the Debt Limit (англ.). U.S. Department of the Treasury (19 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Минфин США задействовал чрезвычайные меры для избежания дефолта. BFM.ru (19 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ.
- ^ США принимают чрезвычайные меры для избежания дефолта. Эксперт (19 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Афанасьева Юлия. Кросс-дефолт: что это такое простыми словами. Финам (6 акан 2022).
- ^ Елена Руднева. Дефолт. banki.ru (28 ҫӗртмен 2011). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Что такое дефолт и в каких странах он был объявлен. ТАСС (11 пушӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Дефолт 1998 года в России. РИА Новости (24 ҫурлан 2011). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Четыре дефолта за последние 20 лет: Мексика, Россия, Аргентина и Уругвай. ИноСМИ.ру (1 ҫурлан 2011). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Юлия Волкова. Шри-Ланка объявила дефолт по внешнему долгу на фоне нехватки валюты. РБК (12 акан 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
Вуламалли
- Дефолт / Б. А. Хейфец // Пысӑк Раҫҫей энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов. — М. : Большая российская энциклопедия, 2004—2017.