Голсуорсин пӗрремӗш кӗнеки 1897 ҫулта пичетленсе тухнӑ «Тӑватӑ ҫилтен» кӗске калавсен пуххи пулса тӑнӑ. Ун хыҫҫӑн Джозеф Конрад «хӑйӗн трагизмӗнче те илемлӗ» тесе пысӑка хурса хакланӑ[10] «Джослин» роман кун ҫути курнӑ. Ҫак икӗ ӗҫ тата ун хыҫҫӑнхи темиҫешне вӑл Джон Синджон алӑ пусса кӑларнӑ. Унӑн пӗрремӗш «Кӗмӗл курупка» (выр. «Серебряная коробочка») 1906 ҫулта тухнӑ, ӑна пысӑк хак панӑ, ун хыҫҫӑнах ҫав ҫулхине «Харпӑрлӑх» роман пичетленнӗ, Форсайтсем ҫинчен ҫырнӑ трилогири вӑл пӗрремӗш кӗнеке пулнӑ. Голсуорси пьесӑсем те, романсем те ҫырнӑ пулин те, ҫак тапхӑрта вӑл ҫапах та пьесӑсемпе ӗҫлеме кӑмӑлланӑ, вӗсен тӗп теми, вӑл вӑхӑтри ытти нумай ҫыравҫӑсенни пекех, расна классемпе халӑх хушшинчи хутшӑнусем пулнӑ.
Голсуорси драматург пек те вӑйлӑ палӑрнӑ. Унӑн пьесисенче обществӑри танмарлӑх проблематикине тата чухӑнсем тӗлӗшпе сиксе тухакан тӗрӗсмарлӑха ҫутатнӑ. «Кӗмӗл курупка» (1906) пьесӑра пуянсемшӗн те, чухӑнсемшӗн те пӗр саккун пурри пирки палӑртнӑ, «Тӗрӗслӗх» пьесӑра вара ҫыравҫӑ суд реформине ирттерме сӗннӗ.
Голсуорси пултарулӑхӗн тӗп теми — хуҫасемпе харпӑрлӑх тӗнчи, вӗсене пула ҫынсене хӑйсене хӑй чурасем пулса тӑраҫҫӗ. Ҫак тӗнчене хирӗҫ вӑл илемпе ирӗклӗх тӗнчине тӑратать. Ҫапла, тӗслӗхрен, «Рубейн вилли» романра ӗҫ-пуҫ художник тӗнчи буржуа тӗнчипе (этемӗн тӗп хаклӑхӗ унта унӑн пуянлӑхӗ шутланать) хирӗҫни тавра аталанать.
Анчах та Голсуорси хальхи вӑхӑтра романӗсене пула, уйрӑмах «Форсайтсем пирки калакан сага» ятлипе паллӑ, ку трилогире пӗрешкел ятлӑ ҫемье пирки ҫырса кӑтартнӑ. 1906 ҫултан пуҫласа 1921 ҫулччен ҫырнӑскере Томас Маннӑн «Будденброксем» романа евӗрленӗ ӗҫ пек хаклама пулать. Голсуорси романа социаллӑ тавлашу пек пӑхнӑ. Обществӑри йывӑрлӑхсене тӗпчесси ун шухӑшӗпе ҫыравҫӑн тивӗҫӗ (апла пулин те пӗтӗмлетӗве палӑртмалла мар) шутланнӑ. Автор хӑй каласа панӑ тӑрӑх, «Сагӑна» ҫырас умӗн вӑл Киплинг, Золя, Тургенев, Толстой тата Флобер ӗҫӗсене тепӗр хут вуласа тухнӑ.
Ҫак трилогире те, ытти романсенчи пекех, социаллӑ классен, уйрӑмах вӑтам класӑн аслӑ сийӗн пурнӑҫӗ ҫинчен, тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Хӑйӗн паттӑрӗсене кӑмӑллать пулин те Голсуорси вӗсен ютшӑнӑвне, снобизмне, укҫа-тенкӗшӗн ҫуннине, хӑш чухне тата иккӗленӳллӗ мораль принципӗсене илсе кӑтартать. Вӑл Виктория тапхӑрӗн малтанхи литературӑра мала хуракан общество идеалӗсем пирки иккӗленсе ҫырнӑ Эдвард тапхӑрӗнчи пӗрремӗш ҫыравҫӑсенчен пӗри шутланать. Голсуорси Англири вӑтам класс ҫемйин улшӑнӑвӗсене илсе кӑтартать пулсан та, хӑй вӑл акӑлчансен обществи ытлашшиех улшӑнман тенӗ.
Сагӑра 1914 ҫул умӗнхи британи вӑтам класӗ шутӗнчи виҫӗ ӑру ҫинчен ҫырса панӑ. Форсайтсем пирки калакан историе ҫыравҫӑ Артур Голсуорси тӑван пиччӗшӗн пурнӑҫне тӗпе хурса хайланӑ. Сӑмахран, Сомс хӑйӗн арӑмне мӑшкӑлланине чӑн пулӑмсене тӗпе хурса ҫырнӑ, ку ӗҫ-пуҫ Адӑпа унӑн Артур упӑшки хушшинче пулса иртнӗ. «Жан-Кристоф» роман авторӗ Ромен Роллан уйрӑм вулама май паракан, ҫапах та ҫав темӑнах ҫутатса паракан ҫавнашкал романсене палӑртма ятарлӑ роман-юханшыв термин та кӗртнӗ.
Форсайтсене тӗп сӑнарсен вырӑнӗнче ҫавӑн пекех «Форсайта ҫӑласси» калавра тата «Цивилизациллӗ» пьесӑра тӗл пулаҫҫӗ. Шӑпах вӗсенче харпӑрлӑхҫӑ йышши Форсайтсен сӑн-сӑпачӗ курӑнать те.
«Фарисейсен утравӗ» романра автор респектабельность хыҫӗнче пытанса тӑракан буржуасен икӗпитлӗхне уҫса парать. Утрав метафоринче автор икӗ питлӗ политикӗсенчен, чиркӳ ҫыннисенчен, ӑсчахӗсенчен тата ӳнер ӗҫченӗсенчен тӑракан пӗтӗм Англие питлет.
Голсуорси хӑйне реалист пек палӑртнӑ, «таса ӳнере» хирӗҫлесе, ӑна суя тесе, ӳкерчӗкӗн тӗрӗслӗхне кӑтартма тӑрӑшнӑ. Хӑйӗн «Ҫыравҫӑ пирки аллегори», «Ӳнер пирки тӗтреллӗ шухӑшсем», ҫавӑн пекех «Ӳнер тата вӑрҫӑ» статйисенче вӑл ӳнерӗн тӗллевӗ пурнӑҫпа хавхалантарасси тата ӳнер обществӑна палӑртасси пулса тӑрать тесе шутланӑ.
Голсуорси романист пулнӑ май тӗп сӑнарӑн пурнӑҫӗпе унӑн характерӗ тата унӑн шухӑшӗ хушшинчи ҫирӗп ҫыхӑнӑвне тупса палӑртасси питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутланӑ. Романӑн чи пӗлтерӗшлӗ условийӗ — романра «пурнӑҫпа тӗрӗслӗхе» уҫса паракан тӗп сӑнар пурри.
Хӑйӗн пултарулӑхӗнче вӑл чылай реформа ирттерме чӗнсе каланӑ, вӗсен шутне суд тытӑмӗн реформине ирттересси те, хӗрарӑмсен прависемшӗн кӗрешесси те, чӗрчунсен прависемшӗн кӗрешесси те цензурӑна хирӗҫ тӑрасси те кӗрет.
Джон Голсуорси тӗрлӗ тематикӑна ҫутатакан 20 романӑн, 27 пьесӑн, 3 сӑвӑ пуххин, 173 калавӑн, 5 эссен, 700 ҫырӑвӑн тата ытти нумай ал ҫырӑвӑн авторӗ. Автор вилнӗ хыҫҫӑн унӑн хайлавӗсем пирки халӑх манма пуҫланӑ, унӑн пултарулӑхне Лоуренспа Вирджиния Вульф самай тиркенӗ, апла пулин те 1967 ҫулта «Форсайтсем пирки калакан сагӑна» ӑнӑҫлӑ адаптациленӗ хыҫҫӑн халӑх унӑн ӗҫӗсемпе тепӗр хут кӑсӑкланма пуҫланӑ. Голсуорси Томас Манн пултарулӑхне пысӑк витӗм кӳнӗ, автор хайлавӗсем Францире тата Раҫҫейре анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ.
^John Galsworthy(англ.). wordsworth-editions.com. Пӑхнӑ кун: 27 Чӳк уйӑхӗн 2019. Архивланӑ 11 Раштав уйӑхӗн 2018 ҫул.
^М. Тугушева. Конец главы // Д. Голсуорси. Конец главы. Трилогия. — Л.: Лениздат, 1978. с. 718.
^Joseph Conrad, Frederick R. Karl (and Laurence Davies) (ed.), The Collected Letters of Joseph Conrad Volume 2, 1898—1902, (Cambridge, 1986), цит. по Open University , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи копийӗ