Додекаэдр

Додекаэдр
Dodecahedron
Пысăклатас тесен, ӳкерчĕк çине шаклаттарăр.
Кĕлетке çаврăннине курас тесен кунта шаклаттарăр.
Тĕс Тĕрĕс нумайхысаклăх
Хысак Тĕрĕс пиллĕккĕтеслĕх
Хысак 12
Аяк пĕрчи 30
Тăрă 20
Тăрă çумĕнчи хысак 3
Симметри ушкăнĕ Икосаэдр (Ih)
Иккĕлле нумайхысаклăх икосаэдр

Додека́эдр (грек δώδεκα — вуниккĕ тата εδρον — хысак) - вуниккĕ тĕрĕс пиллĕк-кĕтеслĕхрен тытăнса тăракан вуникхысаклăх. Додекаэдрăн кашни тăрри тĕрĕс виççĕ пиллĕк-кĕтеслĕх тăрри шутланать.

Çапла, додекаэдрăн 12 хысак (пиллĕк-кĕтеслĕ), 30 аяк пĕрчи тата 20 тăрă (кашнинче 3 аяк пĕрчи тĕл пулаççĕ). Кашни 20 тăрă çумĕнчи лаптак кĕтессен сумми 324° тан пулать.

Додекаэдрăн 3 çăлтăрлă ĕлке.

undefined

Паллă формулăсем

Аяк пĕрчин тăршшĕ пулсан, додекаэдр çийĕн лаптăкĕ:

Додекаэдр калăпăшĕ:

Тулашĕпе çырнă сфера радиусĕ:

Ăшне çырнă сфера радиусĕ:

Додекаэдр симметрин элеменчĕсем

  • Додекаэдрăн симметри центрĕ, 15 симметри тĕнĕлĕ пур.

Кашни тĕнĕлĕ хирĕçле выртакан аяк пĕрчин варрипе иртет.

  • Додекаэдрăн 15 симметри лаптакĕ. Симметрин кашни тикĕсĕ кашни хысака тăрри витĕр тата хирĕçле вырнаçнă аяк пĕрчи варрипе пырать.

Додекаэдр ĕлкиллĕ кĕлеткесем

Кăсăк фактсем

  • 2003 çулта çуралнă гипотезăпа Çут Тĕнче додекаэдр евĕр пулать[1][2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Михаил Прохоров, ф-м. ă. т. Вселенная - додекаэдр, WMAP (Wil-kinson Microwave Anisotropy Ргоbе) (выр.). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.
  2. ^ Вселенная имеет форму додекаэдра (выр.). membrana.ru (юпа, 9 - 2003). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.

Çавăн пекех пăхăр

Темӑпа ҫыхӑннисем