Призма (геометри)

При́зма (лат. prisma, ав.гр. πρίσμα «касса илнĕскер») — çавнашкал нумайхысаклăх, хăшĕн икĕ хысакĕ параллеллĕ лаптаксенче выртакан конгруэнтлă (тан) нумайкĕтеслĕхсем, ытти хысакĕсем  — çав нумакĕтеслĕхсемпе пĕрлĕхлĕ енсемлĕ параллелограммсем. Асăннă параллелограмсене призмăн аяк хысакĕсем, ытти икĕ нумайкĕтеслĕхе никĕсĕсем теççĕ.

Никĕсре выртакан нумайкĕтеслĕх призмăн ятне те палăртать: виçкĕтеслĕх — виçкĕтеслĕ призма, тăваткĕтеслĕх — тăват кĕтеслĕ призма; пилĕккĕтеслĕх — пилĕк кĕтеслĕ призма (пентапризма) т. ыт. те.

Призмăна, пĕтĕмĕшле илсен, цилиндрăн уйрăм тĕсĕ пек те пăхма пулать.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем