Долгов Иван Александрович
Ҫын пирки | |
Долгов Иван Александрович | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт | 1897 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 1986 ҫулхи акан 20-мӗшӗ (88 ҫул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Альма-матер | |
Премисемпе чысланисем |
Долгов Иван Александрович (1897 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ, Юманай, Улатӑр уесӗ (халӗ — Ҫӗмӗрле районӗ), Чӗмпӗр кӗпӗрни — 1986 ҫулхи акан 20-мӗшӗ, Тверь) — совет ҫарпуҫӗ, генерал-майор, Пӗрремӗш Тӗнче, Граждан тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑскер. Свердловскри (1950—1954) тата Калининри (1954—1957) Суворов ҫар училищисен пуҫлӑхӗ. «Золотые звёзды калининцев» кĕнеке авторĕ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1897 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи (халӗ — Чӑваш Республикинчи Ҫӗмӗрле районне кӗрет) Юманай ялӗнче ҫуралнӑ[1].
Ялти шкултан вӗренсе тухсан Етӗрнери реальнӑй училищӗне вӗренме кӗнӗ. 1915 ҫулхи ҫу тӑршшӗпех госпитальте Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫин фрончӗсенчен килнӗ аманнисене пулӑшнӑ. 1917 ҫулта Долгов реальнӑй училищӗрен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн мобилизаципе Павловкӑри ҫар училищине вӗренме кӗме янӑ[1]. 1917 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑл Раҫҫей ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ[2].
1919 ҫултанпа — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ ҫарӗнче, Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ[1]. Василий Иванович Чапаев ертсе пынипе ҫапӑҫнӑ. Стрелоксен полкӗн штаб пуҫлӑхӗнчен пуҫласа арми штабӗн оперативлӑ пайӗн пуҫлӑхӗ таран ҫитнӗ[2].
1939 ҫулта М. В. Фрунзе ячӗллӗ Ҫар академинчен вӗренсе тухнӑ[1].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ[1]. Кобринран пуҫласа Брянска ҫитнӗ. Хӗвеланӑҫ, Тӗп, Брянск фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ, Курск ҫапӑҫӑвне, Днепр урлӑ каҫнӑ ҫӗре, Гомель-Речица тата Хӗвелтухӑҫ Прусси операцисене хутшӑннӑ[2].
1943 ҫулта Долгова генерал-майор ҫар званине панӑ[1].
1949 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа Карпатҫум ҫар округӗн 13-мӗш ҫарӗн штаб пуҫлӑхӗ пулса хӗсметре тӑнӑ. 1950 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Свердловскри Суворов ҫар училищин (халӗ — Екатеринбургри Суворов ҫар училищи) пуҫлӑхне лартнӑ. 1954 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Калининри Суворов ҫар училищине (халӗ — Тверьти Суворов ҫар училищи) ертсе пыма куҫарнӑ[1].
1957 ҫулта Долгов генерал-майор званийӗпе запаса тухнӑ. Тивӗҫлӗ канура Калинин облаҫӗнче ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Паттӑрӗсем ҫинчен хыпар пухса пысӑк тӗпчев ӗҫӗ ирттернӗ. Нумай ҫул тӗпчев ӗҫӗсен пӗтӗмлетӗвӗ «Золотые звёзды калининцев» кӗнеки пулса тӑнӑ, ӑна 1961 ҫулта Калинин облаҫ кӗнеке издательстви пӗрремӗш хут пичетленӗ. Иккӗмӗш, икӗ томлӑ хушса кӑларнӑ кӑларӑма «Московский рабочий» издательство 1969 ҫулта кӑларнӑ[3].
Долгов 1986 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Калининра (халӗ — Тверь) вилнӗ.
Хисепӗсем[4]
- Ленин орденӗ (1945 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ)[1][5];
- виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1943 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ[6], 1944 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ[5], 1950 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ[5]);
- Кутузов орденӗн II степенӗ (1945 ҫулхи акан 10-мӗшӗ);
- икӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин орденӗн I степенӗ (1944 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ[7], 1985 ҫулхи акан 6-мӗшӗ);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1943 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ)[8];
- пилӗк медаль[2], ҫав шутра:
- «Кёнигсберга илнӗшӗн» медаль;
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль.
Астӑвӑм
- 1954 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 1986 ҫулхи ака уйӑхӗччен Долгов (Новоторжская урам, 7-мӗш ҫурт) пурӑннӑ Тверьти ҫурт ҫине 2014 ҫулта асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[9]. Ӑна 2014 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗнче уҫнӑ. Асӑну хӑмине вырнаҫтарас ӗҫе Тверьте пурӑнакан Тинӗс-ҫар флочӗн ветеранӗсем пуҫарнӑ[10].
- Долгов ятне «Золотая книга Твери» кӗнекене кӗртнӗ[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Степанов, 2006—2011, с. 524
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Новое имя в Золотой книге (выр.). Сайт Тверской городской думы и Главы города Твери (4 Чӳк уйӑхӗн 2014). Пӑхнӑ кун: 12 Ҫу уйӑхӗн 2015. Архивланӑ 26 Ҫу уйӑхӗн 2015 ҫул.
- ^ Долгов И. А. Золотые Звёзды калининцев / лит. запись А. Ф. Ростапова. — 3-е изд., перераб. — Московский рабочий (Калининское отделение), 1983—1984.
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=1266989393&tab=navDetailManCard
- ^ 1, 2, 3 Награждён в соответствии с Указом Президиума Верховного Совета СССР от 04.06.1944 «О награждении орденами и медалями за выслугу лет в Красной Армии»
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=17361546&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=22016326&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=150097791&tab=navDetailManAward
- ^ Евгения Кошкина. В Твери открыли мемориальную доску в честь генерал-майора Ивана Долгова (выр.). tverlife.ru (25 Чӳк уйӑхӗн 2014). Пӑхнӑ кун: 12 Ҫу уйӑхӗн 2015.
- ^ В книге и на стене (выр.). Сайт Тверской городской думы и Главы города Твери (24 Чӳк уйӑхӗн 2014). Пӑхнӑ кун: 12 Ҫу уйӑхӗн 2015. Архивланӑ 26 Ҫу уйӑхӗн 2015 ҫул.
Вуламалли
- Степанов В. Ф. . — Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви. — Т. 1. — С. 524. — 587, [3] с. — ISBN 5-7670-1471-X.
- Чӳкӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1897 ҫулта ҫуралнисем
- Чӗмпӗр кӗпӗрнинче ҫуралнисем
- Акан 20-мӗшӗнче вилнисем
- 1986 ҫулта вилнисем
- Тĕверте вилнисем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- II степеньлĕ Кутузов орденĕн кавалерĕсем
- I степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрсин орденӗн кавалерӗсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Кенигсберга илнĕшĕн» медальпе чысланисем
- Юманайра ҫуралнисем
- Улатӑр уесӗнче ҫуралнисем
- Тверьте вилнисем
- Етĕрне ĕçлев училищинче вĕренсе тухнисем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пехотинецӗсем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫарпуҫӗсем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи штабсен пуҫлӑхӗсем
- Курск ҫапӑҫӑвне хутшӑннисем
- М. В. Фрунзе ячӗллӗ ҫар академинче вӗренсе тухнисем
- Екатеринбургри Суворов ҫар училищин пуҫлӑхӗсем