Дорошина Нина Михайловна
Нина Дорошина | |||||
Нина Михайловна Дорошина | |||||
Ӳкерчĕк | |||||
Çуралнă вăхăт: | 1934, раштав, 3 | ||||
---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Лосиноостровск, Мускав облаçĕ, РСФСР, СССР | ||||
Вилнĕ вăхăт: | 2018, ака, 21 | ||||
Вилнĕ вырăн: | Мускав, РФ | ||||
Професси: | XX, XXI ĕмĕрсенчи совет, раççей актриси, XX ĕмĕрти совет, раççей театр педагогĕ | ||||
Гражданлăх: |
ССРП → РФ | ||||
Хастар çулсем: | 1955—2018 | ||||
Театр: | «Современник» | ||||
Чыславсемпе парнесем: |
|
Ни́на Миха́йловна Доро́шина (3.12.1934, Лосиноостровск, РСФСР халăх атисчĕ (1985).
Биографи
Нина Дорошина 1934 çулта Лосиноостровск хулинче çуралнăтюрки́ (Иранра 1925 çулчен хуçаланнă Каджар тĕрĕк аристократин тăван чĕлхи) чĕлхисемпе калаçма пĕлнĕ. Вăрçă вĕçленсен çемье Мускава таврăннă.
Б. Щукин яч. театр училищинче (Веры Львовăпа В. И. Москвин курсĕ) вĕренсе тухнă. Унпа пĕрле Вера Карпова, Инна Ульянова, Александр Ширвиндт, Лев Борисов вĕреннĕ.
«Современник» театрĕн сцени çине пĕрремĕш хут — роли одноклассницы героя «В поисках радости» спектакльте вылянă (актрисăна улăштармала пулнă).
«Современник» мускаври театрĕнче ĕçленĕ.
Б. Щукин яч. театр училищинче вĕрентнĕ.
1983 çулта «Любовь и голуби» спектакльте лайах вылянăшăн Нина Дорошина Петĕм Союзри театр фестивалĕнче Перемĕш премие тивĕçнĕ.
«Любовь и голуби» фильмра Надюха рольне ăста вылянăшăн актриса халăх кăмăлне кĕнĕ.
2017 çулхи çурла уйăхĕнче Раççейри прессăра Нина Дорошина йывăр чирлет, урасем тытмаççĕ, хăй тăр-пĕчченех тăрса юлнă тенĕ хыпарсем сарăлнă. Тăванĕсем пулăшайманнипе кӳршĕсемпе палланă çынсем пулăшкаланă[2].
2018 çулта акан 20/21-мĕшĕнче çĕрле Нина Михайловна чĕре хĕстернипе аптранă. Пускилсем тухтăрсене чĕннĕ, анчах та ăна сыватайман. Акан 21-мешĕнче Нина Михайловна Дорошина 84 çул çине кайнăскер, Мускаври килĕнчех вилнĕ. Граждан панихидине акан 24-мĕшĕнче «Современник» театрĕнче иртернĕ. Актрисăна Мускаври Пятницкое çăвине пытарнă[3].
Çемье
Икĕ хутчен качча кайнă. Пĕрремĕш упăшки — актёр Олег Даль — 1963 çулта мăшăрланнă, кĕçех уйрăлнă. Иккĕмĕш упăшки — Владимир Тышков («Современник» тетрĕнче çутă маçтăрĕ) — пĕрле 20 çул, Тышков 2004 çулта виличченех, пурăннă.
Нина Дорошинăн ача пулман. Пиччĕшĕн аслă хĕрĕ (Кĕçĕнни — «Сфера» театрĕнче вылянă Нина Дорошина — 24 çултах инсульта пула вилнĕ.) Олеся (1970 çур.), упăшкипе пĕрле Геленджик патĕнче йăва çавăрнă, икĕ ачана ӳстереççĕ.
Пултарулăхĕ
Театр
- «Виндзорские насмешницы», Шекспир Уильям — миссис Куикли
- «Крутой маршрут» Евгения Гинзбург — Фиса
- «Любовь и голуби» Владимир Гуркин — Надя
- «Мурлин Мурло» Николай Коляда — Инна
- «Четыре строчки для дебютантки» Ануй Жан — мадам Жорж
- «Заяц love story» Николай Коляда — Она
- «На Дне» Максим Горький — Василиса
- «Пять вечеров» Александр Володин — Катя
- «Назначение» Александр Володин — Нюта
- «Пятая колонна» Эрнест Хемингуэй — Анита
- «Голый король» Евгений Шварц — Принцесса
- «Обыкновенная история» Иван Гончаров — Тафаева
- «Чайка» Антон Чехов — Маша
- «Балалайкин и компания» по «Современной идиллии» Михаил Салтыков-Щедрин — Фаинушка
- «Двенадцатая ночь» Уильям Шекспир — Мария
- «Спешите делать добро» Михаил Рощин — Сима
- «Восточная трибуна» Александр Галин — Мадлен
Асăрхавсем
Каçăсем
- Мускавра ҫуралнисем
- Хисеп орденĕн кавалерĕсем
- Туслăх орденĕн (Раççей) кавалерĕсем
- РСФСР халăх артисчĕсем
- РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕсем
- РУВИКИ:Ҫынсем пирки ҫырнӑ портретсӑр статьясем
- Борис Щукин ячĕллĕ театр институтĕнче вĕренсе тухниисем
- Борис Щукин ячĕллĕ театр институчĕн вĕрентӳçисем
- Пайăр çынсем:Современник театр
- Пятницкое çăвинче пытарнисем