Егорова Нина Иосифовна

Егорова Нина Иосифовна (1971 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ, Хурамалӑх, Етӗрне районӗ, Чӑваш АССР) — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1971 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш АССРӗнчи Етĕрне районӗнчи Хурамалăх ялӗнче çуралнă. 1988 çулта Хучаш вăтам шкулне вӗренсе пĕтернĕ хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмне вĕренме кĕнӗ. 1993 çулта университетран вĕренсе тухсан Етĕрне районĕнчи Яракасси тулли мар вăтам шкулĕнче икĕ çул чăваш челхипе литература вĕрентекенĕ пулса ĕçленӗ. 1995—2011 çулсенче Шупашкар хулин 29-мĕш шкулĕнче вӑй хунӑ. 2011 ҫултан Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулса ĕçлет[1].

Унӑн вӗренекенӗсем тӑтӑшах хулари, республикари, ҫӗршыври мероприятисенче хастар хутшӑнаҫҫӗ, конкурссенче, олимпиадӑсенче малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ:

Чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче 11-мĕш класра вĕренекен Мочалова Анастасийăна çĕнтерÿçĕ пулма хатĕрленĕшĕн 2018 ҫулта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн премине тивĕçнĕ[3].

Егорова Н. И. хула, республика шайенчи мероприятисене хай те хастар хутшанать, конкурссенче малти вырӑнсене йышӑнать[4].

2023 çулта Чӑваш Республикин Пуçлăхĕн грантне (2023) ҫӗнсе илнĕ[5].

Ăслăлăхпа вĕренÿ аталанăвĕн пĕтĕм тĕнче лигин филологи ăслăлăхĕн кандидачӗ.

Хисепӗсем

Пултарулӑх

Куҫару

  • Куçару опычĕ студент вăхăтĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Анатолий Смолин ирттернĕ «Илемлĕ куçару ăсталăхĕ» специализаци предметĕнчен сыхланса юлнă.
  • 2015 çулта «А. Костюнин хайлавĕсен илемлĕ куçарăвĕ» тĕнче шайĕнчи «Купель» литература конкурсĕнче 3-мĕш вырăн йышăннӑ.
  • Юлашки çулсенче вырăс поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарать. Анатолий Ежовăн «Пурнăç йĕрки» кӗнекинчи рубаисене чăвашла куçарать. Рубаисен куçарăвĕ 2022 çулта «Душу выразить в слове хочу…» / «Чун ăшшине чĕлхепе витерем…» кĕнекере пичетленсе тухнă: А.Н Ежов. Душу выразить в слове хочу… // Егорова Н. И. куҫарӑвӗ. Чун ăшшине чĕлхепе витерем… ‒ Шупашкар: Çĕнĕ Вăхăт, 2022 ‒ 188 с.
  • Владимир Силкин 2021 çулта çырнă хайĕн сăввисене те Н.И. Егоровăна чăвашла куçарма панӑ.

Вуламалли

Сӑнсен пуххи