Егоров Иван Павлович
Егоров Иван Павлович (ҫур. 1943 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ, Саврăшпуç, Аксу районĕ, Тутар Автономиллĕ Социализмла Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР; литература псевдонимĕ — Пурис Иванĕ) — совет саманинчи тата Раҫҫей чăваш ҫыравҫи, СССР Çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1989)[1][2].
Пурнăҫĕ
1943 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тутар АССРĕн Аксу районĕнчи Саврăшпуç ялĕнче çуралнă[1][2].
Чистай ремесло училищине (1960), Хусан патшалăх университечĕн журналистика факультетне (1972) вĕренсе пӗтернӗ. 1962—1965 çулсенче Совет Ҫарӗнче хĕсметре тăнă[1].
«Ял пурнăçĕ» (Аксу районĕ), «Ял пурнăçĕ» (Красноармейски районĕ), «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар») хаçатсенче литература сотрудникĕ пулса ĕçленĕ. 1967–1968 çулсенче Шупашкарти Чапаев ячĕллĕ заводра, 1975–1980 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче, 1980–1984 çулсенче Чăваш АССР Культура министерствин Республика ăслăлăхпа методика центрĕнче аслă редактор вырăнĕсенче ĕçленĕ[1][2].
Хальхи вăхăтра Шупашкар хулинче пурăнать.
Пултарулăх ĕçĕсем
Литература ĕçĕпе 1970-мĕш çулсен варринче кăсăкланма пуçланă. Унăн хайлавĕсем «Тăван Атăл», «Ялав» журналсенче, «Дружба» альманахра, «Советская Чувашия», «Молодой коммунист» хаçатсенче пичетленнĕ[2].
Кӗнекисем
- «Лайăх ача» (1976)[2];
- «Виçĕ чарлан» (1977)[1][2];
- «Инçет кăваклăх» (1980)[2];
- «Ашшĕпе ывăлĕ» (1984)[2];
- «Шур перчетке» (1989)[1][2];
- «Куç çути» (1992)[1][2];
- «Усал хыпар» (2003)[1][2];
- «Çут тĕнче» (виçĕ кĕнекеллĕ роман, 2004–2007)[2];
- «Тĕтреллĕ Лондон» (2011)[2];
- «Юлашки юрă» (2012)[2].
Çавăн пекех вырăсла «Намереваюсь жить...» (2008) сăвăпа поэма пуххи тухнă[2].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Алексеев, О. Аслисен халалĕ хавхалантарать / О. Алексеев // Хыпар. – 1993. – 8 çу.
- Алексеев, О. Ватă прозаик та çамрăк поэт / О. Алексеев // Çамрăксен хаçачĕ. – 2005. – 27 çу.
- Артемьев, Ю. М. Чĕнтĕрлĕ карлак – кĕмĕл кĕпер / Ю. М. Артемьев // Тăван Атăл. – 1998. – № 10. – С. 59–61.
- Бобкова, Г. Ентешĕмсемпе мăнаçланатăп / Г. Бобкова // Хыпар. – 1993. – 14 юпа.
- Егоров Иван Павлович // Çилçунат. – 1996. – № 12. – С. 11.
- Иван Павлович Егоров // Тантăш. – 2008. – 15 çу.
- Михайлов, И. Тĕп вырăнта – юрату теми / И. Михайлов // Хыпар. – 2011. – 30 утă.
- Ставский, М. Çĕнĕ кĕнекесем пирки пуçа килнĕ шухăшсем / М. Ставский // Тăван Атăл. – 1993. – № 11–12. – С. 77–80.
- Егоров Иван Павлович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 126–127.
- Егоров Иван Павлович // Чуваши Татарстана = Тутарстан чăвашĕсем : [кн.-альбом]. – Чебоксары, 2006. – С. 496–497.
- Кириллова, Т. И. Егоров Иван Павлович / Т. И. Кириллова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары: Чăваш кĕнеке издательстви, 2006. – Т. 1 : А–Е. – С. 555.
- Петров, И. Из прозы в поэзию… / И. Петров // Республика. – 2005. – 1 июня.
- Сениэль, М. Зрелость мастера / М. Сениэль // Советская Чувашия. – 2003. – 30 мая.