Егоров Тимофей Семёнович

Егоров Тимофей Семёнович (1920 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ, Опочецкий уезд[d], Псков кĕпĕрни1961 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ, Псков облаçĕн Опочка районĕ, Псков облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар командирӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.12.1943)[1] [2] [3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Вăта фронтăн 61-мĕш çарĕн 1-мĕш танксене пĕтерекен артиллери бригадин 439-мĕш танксене пĕтерекен артиллери полкĕн батарея командирĕ, аслă лейтенант.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Тимофей Егоров 1920 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче Макушино ялӗнче (халӗ — Псков облаҫӗ) ҫуралнӑ. Вӑл тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ, Опочкӑра бухгалтер курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ, хыҫҫӑн налог инспекторӗнче ӗҫленӗ.

1940 ҫулта Егорова Рабочи-Хресчен Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗннӗ. 1942 ҫулта Ростов артиллери училищинче вӗренсе тухнӑ. 1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче.

1943 ҫулхи юпа уйӑхӗ телне аслӑ лейтенант Тимофей Егоров Вăта фронтăн 61-мĕш çарĕн 1-мĕш танксене пĕтерекен артиллери бригадин 439-мĕш танксене пĕтерекен артиллери полкĕн батарея командирӗ пулнӑ. Вӑл Днепр ҫинчи ҫапӑҫура палӑрнӑ. 1943 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче Егоров хӑйӗн батареине Украина ССРӗн Чернигов облаҫӗн Репка районӗнчи Любеч ялӗ патӗнче Днепр урлӑ каҫарнӑ та плацдарм ҫинчи ҫапӑҫусене тата ултӑ нимӗҫ контратакине сирсе яма хастар хутшӑннӑ.

Вӑл Белорусси ССРӗн Гомель облаҫӗн Лоев районӗнчи Старая Лутава ялне ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. Ҫав ҫапӑҫусенче Егоров икӗ хут аманнӑ, анчах хӑйӗн батареине пӑрахса кайман, унӑн ӗҫӗсене ертсе пыма пӑрахман.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнчи Указӗпе аслӑ лейтенант Тимофей Егорова Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ парса Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ.

1946 ҫулта капитан званийӗнче Егорова запаса кӑларнӑ. Вӑл тӑван енне таврӑннӑ, сельпӑра бухгалтерта ӗҫленӗ.

1961 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче вилнӗ.

Ӑна икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, Александр Невский тата 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗсемпе, темиҫе медальпе чысланӑ.

Егорова асӑнса Опочецк районӗнчи Дреча ялӗнче обелиск лартнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Егоров Тимофей Семёнович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
  2. ^ Егоров Тимофей Семёнович.
  3. ^ Егоров Тимофей Семёнович. Наградной лист. Страницы:1.2.3.

Каçăсем