Еделево (Кузоват районĕ)

Еделево (выр. Еделево, ирçе Еделево) — Чӗмпӗр облаҫӗн Кузоват районĕнчи ял. Пурăнакансенчен чи пысăк йыш ирҫесем. Ял ятне ирçелле ятарласа урăхла каланисене тупса палăртман. Ахăртнех, пурте "Еделево" теççĕ пулмалла.

Ялйыш

Ялти урамсен вырăсла ячĕсем ак çапла[1]: Улица Гагарина, Гражданская улица, Красноармейский переулок, Ленинградская улица, Молодежная улица, Московская улица, Набережная улица, Новая улица, Песчаная улица, Пролетарский переулок, Советская улица, Ульяновская улица, Школьная улица. Ирçелле ятсем паллă мар. Ку ялта çынсем ĕлĕкренпех нумайăн пурăннă. Çавна май пĕр вахăтра "иккĕмĕш Киттай" тенĕ[2].

2010-мĕш çулти çырсатухупа килĕшуллĕн 986 çын пурăннă, пурте тенĕ пекех ирҫесем[3][4]. 2002-мĕш çулта мĕнпурĕ 1350 çын пулнă, вĕсенчен 55% çеç ирҫесем (документсенче "эрзя") пек пулса тухнă[5]; анчах та кун пек цифра ултавлă, мĕншĕн тесен хăшпĕрисем "мордвин" е "мордва" тенĕ те, çапла вара çынсем çак статистикăна кĕмен.

Истори

Ял историйĕ пирки ак çакăн пек хыпарсем пур[6][7]:

<Куçару: Улатăр шывĕн таршшĕпе, кайран вăл тĕлте Ардатов никесленнĕ вырăнта, Еделев кнеçсем пурăннă. 17-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче, Фёдор Алексеевич патшара чухне, вĕсем Ардатовран Томышевка шывĕ çинчи хăйсене шанса панă çĕрсем çине куçса кайнă (хальхи Еделево ялĕ).>

Камсем-ха вĕсем Еделевсем? Чĕмпĕрти таврапĕлÿçĕсен перлешĕвĕ çак ятлах тепĕр ял пирки çапла пĕлтерет[8]:

<Куçару: Еделево Майна районĕнче пулнă ял, унчченхи Чĕмпĕр кĕпернин Пăва уесне кĕнĕ. Çĕнĕ Мăклавăш ялĕнчен 4 километр çурçĕр-хĕвеланăçнерех Руссалимка пулса тăнă Иерусалимка шывĕ çинче вырнаçнă пулнă. С.Л.Сытин таврапĕлÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх, яла И.А.Еделев 1675-мĕш çулта никĕсленĕ.>

Ахăртнех çак икĕ яла никĕслекенсем пĕр йăхран тухнă çынсемех пулнă пулас. Эппин, ятсем пĕр пек пулни те ăнсăртран мар.

Тĕлĕнмелле пулин те, яла çутçанталăк газĕ 2017-мĕш çул тĕлне çеç çитнĕ пулас[9].

Ялти шкулта факультативлă майпа ирçе чĕлхине вĕрентеççĕ. Анчах та хăш классенче тата миçе сехет — çакă паллă мар. Пуçламăш классенче вĕрентекен Селькова О.В. облаçра иккĕмĕш хут ирттернĕ "Тăван-чĕлхе вĕрентевçи — 2012" конкурс çĕнтерÿçи шутланать[10].

Вуламалли

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

  • Деревнин Виктор Петрович, — бизнесмен, меценат, ООО "ПЖРЭП" тата ООО "Сервис-благоустройство" ертÿçи (Похвиçнĕ хули).
  • Кистанов Михаил Тимофеевич (1949 çур.) — "Халăх вĕрентĕвĕн шеплĕхçи" ята тивĕçнĕ (1980)[10].
  • Коткова Лидия Николаевна (1951 çур.) — "Халăх вĕрентĕвĕн шеплĕхçи" ята тивĕçнĕ (1996)[10].
  • Селькова Ольга Васильевна (1966 çур.) — "Халăх вĕрентĕвĕн шеплĕхçи" ята тивĕçнĕ (2006)[10].
  • Селькова Степанида Ивановна (1932 çур.) — РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентевçи (1980)[10].

Урăх тĕлте çуралса ÿссе кунта пурăннисем

  • Климушкина Галина Владимировна (1947 çур.) — "Халăх вĕрентĕвĕн шеплĕхçи" ята тивĕçнĕ (2006)[10].
  • Князькина Мария Петровна (1931 çур.) — "Халăх вĕрентĕвĕн шеплĕхçи" ята тивĕçнĕ (2006)[10].

Çавăн пекех "Халăх вĕрентĕвĕн шеплĕхçи" ята кунти шкултах ĕçленĕ Склярова Агриппина Сергеевна (1925 çур.) тивĕçнĕ. Анчах та вăл ăçта çуралса ÿсни паллă мар[10].

Çавăн пекех пăхăр

Асăрхавсем

  1. ^ Карта Ульяновской области Карта Кузоватовского района Карта села Еделево в Ульяновской области
  2. ^ Аслă Накаткина "Иккĕмĕш Шупашкар" тенипе танлаштарăр.
  3. ^ 2010-мĕш çулти çырсатуху бази. 2015 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Нацилĕхе каламаннисене шута илмесĕр.
  5. ^ База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России".
  6. ^ «Генеалогические изыскания в селе Еделево (Архангельское) Сызранского уезда Симбирской Губернии». И. Сивопляс, А.Давыдов. Ульяновск-Самара, 2013.
  7. ^ МОУ СШ с.Еделево Кузоватовский район Страница школы в «Энциклопедии сельских школ России»
  8. ^ КРАЕВЕДЧЕСКИЙ КОМПАС ЦЕНТР РАЗВИТИЯ ИСТОРИИ И КУЛЬТУРЫ РЕГИОНА АНО ЦЕНТР СТРАТЕГИЧЕСКИХ ИССЛЕДОВАНИЙ УЛЬЯНОВСКОЙ ОБЛАСТИ» 2020 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗнче архивланӑ.
  9. ^ В селах Кивать и Еделево Кузоватовского района Ульяновской области состоялись пуски газа.
  10. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 История школы с. Еделево Кузоватовского района Ульяновской области.( ӗҫлемен каҫӑ)

Темӑпа ҫыхӑннисем