Емельянов Георгий Иванович
Емельянов Георгий Иванович (1912 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ [14-мӗшӗ], Аслӑ Пӑла Тимеш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 1969 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ, Аслӑ Пӑла Тимеш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — совет ялхуҫалӑхӗн малта пыраканӗ, Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Ворошилов ячӗллӗ колхоз бригадирӗ, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1948).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1912 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Пӑва уесӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикинчи Елчӗк районне кӗрет) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Чӑваш.
Вырӑнти колхоз йӗркеленнӗренпе вӑрҫӑ пуҫланичченех унта уй-хир бригадинче ӗҫленӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, ҫапӑҫура йывӑр аманнӑ. Демобилизаци хыҫҫӑн тӑван Ворошилов ячӗллӗ колхоза (1959 ҫултанпа — «Победа» колхоз) таврӑнса ӗҫне малалла тӑснӑ.
1947 ҫулти ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх унӑн бригади 40 гектар лаптӑк ҫинче кашни гектартан 35,2 центнер тулӑ пухса илнӗ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1948 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Ленин орденӗ тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса 1947 ҫулта тулӑпа ыраш пысӑк тухӑҫпа пухса илнӗшӗн Георгий Иванович Емельянова Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ят панӑ[1] [2].
1969 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче вилнӗ. Тӑван ялӗнче пытарнӑ.
Хисепӗсем
- Ленин орденӗ (19. 03. 1948, № 69601),
- «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль (19. 03. 1948, № 1372),
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ (04.7.1951),
- Тӑван Ҫӗршывӑн вӑрҫин орденӗн 1-мӗш степенӗ,
- медальсем.
Астӑвӑм
- Ятне Елчӗк районӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Кӗнекине ҫырса хунӑ.
- Емельянов Георгий палӑкне Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче уҫнӑ Паттӑрсен Аллейинче вырнаҫтарнӑ[3].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Агаков, Л. Кун пек тырӑ ку таврара пулман : [Социализмлӑ Ӗҫ Геройӗ Г. И. Емельянов ҫинчен] / Л. Агаков // Пирӗн Социализмла Ӗҫ Геройӗсем : очерксем. — Шупашкар, 1949. — С. 53-56 : сӑн ӳкерчӗк.
- Емельянов Георгий Иванович // Яльчикский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2007. — С. 115-116.
- Мадебейкин, И. Н. Емельянов Георгий Иванович / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 566.
- Романов, В. Двойной колос : [о Герое Соц. Труда Г. И. Емельянове] / В. Романов // Наши земляки — Герои Социалистического Труда. — Чебоксары, 1971. — С. 50-54 : фот.
- Яльчикский район. Краткая энциклопедия. — 115-116.