Еремеев Кирилл Иванович
Пурнăçĕ
Комсомольски районĕнчи Аслӑ Чурачӑк ялĕнче çуралнă.
Аслă Арапуçри 2 ступеньлĕ шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вăл Хусанти ялхуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. 1935 çултанпа вăл Мускаври пĕтĕм союзри ял хуçалăх экономикин тĕпчевпе ăслăх институчĕн аслă ăслăлăх ĕçченĕ. 1940 çулта вăл экономика ăслăхĕсен кандидачĕ ятне тивĕçнĕ.
Вӑрҫӑ пуçланнă хыççăн партизансен отрядĕнче пулнă.
1943-1955 çулсенче Мускаври парти хула комитечĕн ял хуçăлăх уйрăмĕнче инструктор, кайран пай ертӳçи çумĕ пулса тăрăшнă.
Каярахпа Пĕтĕм союзри ял хуçалăх экономикин тĕпчевпе ăслăх институтне ĕçлеме таврăннă.
Кăсăклă фактсем
Патăрьел районĕнчи Первомайски вăтам шкулĕнче тăван ене тĕпчекен музейне уçнă чухне вăл унта хăйĕн 8 кĕнекине ярса панă.