Еремеев Сергей Максимович
Еремеев Сергей Максимович (1946 çур.) — вĕрентевçĕ тата педагог. 34 çул Чăваш Енти Шӑмӑршӑ районӗнчи Чукал шкулĕнче ĕçленĕ. Вĕсенчен 27 çулне — директор пулса. Хальхи вăхăтра асăннă вĕрентӳ йĕркелĕмĕ пуçламăш шкул шутланать[2]. С.М.Еремеев ĕçленĕ çулсенче вăтам шкул пулнă[3].
Пурнăçĕ
Çĕнĕ Чукал ялĕнче çуралса ÿснĕ.
Ăçта вĕренни
Ялти шкулта 8 класс пĕтерсен Улатӑрти чукун çул техникумне кайса кĕнĕ, ăна шеплĕхлĕ дипломпа пĕтернĕ[1]. Совет Çарне кайса килнĕ хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институтĕнче куçумсăррăн вĕреннĕ.
Ăçта ĕçлени
Педагог ĕçне Никишинăри 8 çуллăх шкулта пĕр çул хушши математика вĕрентевçи пулнинчен пуçланă. Вара Чукалти шкула куçнă та мĕн пенсие тухичченех унта ĕçленĕ. Математикĕ вĕрентевçи тата директор.
Килйышĕ
Арăмĕ, Раиса Александровна, шкулта повар пулса ĕçлесе пурăннă. Халĕ пенсире. Вĕсен ачисем: Александр, Галина, Ирина, Владимир, Ольга. Галинăсăр пуçне пурте ашшĕ пекех вĕрентевçĕ çулне суйласа илнĕ. Галина — ялти врач офисĕнче медсестрара ĕçлет[4]. Хăй пенсие тухсан ялти шкулта директорта Сергей Максимовичăн кинĕ Ольга Михайловна (хушамачĕ паллă мар) ĕçлеме пуçланă[1].
Чыславсем
- Хăй пурăнакан Чукал ял тăрăхĕн сайтĕнчи "Паллă ентешсем" пая кĕртнĕ[5].