Ерменеев Виктор Иванович
Ерменеев Виктор Иванович (1925 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ, Сапаккел, Чĕмпĕр облаçĕн Мелекес районĕ, Чӗмпӗр облаҫӗ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 1986 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ, Сапаккел, Чĕмпĕр облаçĕн Мелекес районĕ, Чӗмпӗр облаҫӗ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Хӗрлӗ Ҫар артиллерисчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ [1][2][3], Лениград фрончĕн 32-мĕш тӳпе артиллери дивизийӗн 1413-мӗш тӳпе артиллери полкĕн 85-мм тупă командирĕ. Чăваш.
Кун-çулĕ
1925 çулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Сапаккел ялĕнче (хăшĕсем Эврел ялĕнче теççĕ) çуралнă. Чӑваш. 7 класс пĕтернĕ, колхозра ĕçленĕ.
1942 çулта Хĕрлĕ Çара чĕннĕ, 1943-мĕш çулта Ленинград фронтне тупӑ командирӗ пулма янă.
1944 çулхи çар малалла пынă чухне полк 46-мĕш Луга стрелоксен дивизине сыхланă, малтан Псков еннелле, кайран Выборг патне куçарнă.
1944 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗнче колонна Тинĕсçум шоссепе пынă чухне нимӗҫ авиацийĕ тапăнсан Ерменеев сержант тăшманăн 3 самолётне персе антарнă. Çак çапăçушăн ăна орденпа чысланă.
1944-мĕш çулхи чӳк уйăхĕнче ăна Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне панă.
Ерменеев çапăçусемпе Берлин таранах çитнĕ, Ҫӗнтерӳ кунне Стендаль хулинче кĕтсе илнĕ.
Вăрçа хыççăн тăван ялне таврăннă, колхозра ĕçленĕ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ («Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» медаль № 4558);
- Ленин орденӗ;
- Тăван Çĕршыв вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ;
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- медальсем.
Астӑвӑм
- Чӗмпӗр облаҫӗнчи Мелекес районӗнчи Сапаккел ялӗнчи урама Паттӑр ятне панӑ.
- Ерменеев ятне Сапаккел шкулне панӑ.
- Ульяновск облаҫӗнчи Димитровград хулинчи Паттӑрсен Аллейинче Паттӑрӑн бюстне вырнаҫтарнӑ.
- Чӗмпӗр облаҫӗнчи Мелекес районӗнчи Эврел ялӗнче Паттӑр бюстне вырнаҫтарнӑ.
- Сапаккел шкулӗн ҫурчӗ ҫине мемориал хӑми вырнаҫтарнӑ[4].
Ӑнлантарусем
- ^ Ерменеев Виктор Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
- ^ Ерменеев Виктор Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
- ^ Ерменеев Виктор Иванович. Наградной лист. Страницы: 1. 2.
- ^ Ерменеев Виктор Иванович (выр.). Общественный проект «Герои Отечества». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 2. М.: Воениз., 1988
- Наши земляки - Герои Советского Союза. 3-е изд. Чебоксары, 1980.
Каçăсем
Ерменеев Виктор Иванович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра