Ерофеев Евгений Семёнович (Совет Союзĕн Паттăрĕ)

Евгений Семёнович Ерофеев (1924 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ, Тверь[d], Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР1968 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ, Мускав, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — гварди лейтенанчӗ, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер, Совет Союзĕн Паттăрĕ (1943).

Кун-çулĕ

Евгений Семёнович Ерофеев 1924 çулхи çурлан 18-мĕшĕнче Тверь хулинче çуралнă. Çав çултах унăн килйышĕ Мускава куçса кайнă. Кунта вăл пуçламăш пĕлӳ илнĕ, тулли мар вăтам шкул тата Мускаври механика техникумĕн пĕр курсне вĕçленĕ.

1942 çулта Ерофеева Хĕрлĕ Çара хĕсмете чĕнсе илнĕ. 1943 çулта вăл Краснохолмри пехота училищине вĕçленĕ. Çав çулхи май уйăхĕнчен пуçласа вăл Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче çапăçнă. Ерофеев Воронеж, Çеçенхир тата 2-мĕш Украина фрончĕсенче вăрçнă. Вăл Курск çапăçăвне хутшăннă.

Паттăрлăхĕ

1943 çулхи сентябрь тĕлне гварди кĕçĕн лейтенанчĕ Евгений Ерофеев Çеçенхир фрончĕн 7-мĕш гварди çарĕн 78-мĕш гварди стрелоксен дивизин 225-мĕш гварди стрелоксен полкĕн взводне ертсе пынă. Вăл Днепр çапăçăвĕ вăхăтĕнче палăрнă.

1943 çулхи сентябрĕн 24-мĕшĕнчен 25-мĕшĕн çĕр каçĕнче Ерофеев взвочĕ Днепр урлă Украина ССРĕн Днепропетровск облаçĕн Верхнеднепровск районĕнчи Домоткань ялĕ патĕнче каçнă. Сылтăм çыранра плацдарм ярса илнĕ. Тăшман тăватă хутчен тапăнăва пуçланă, анчах вĕсене пурне те хăвăрт сирсе янă. Ерофеев йывăр аманнă пулин те, пулăшу киличчен пулемётран пеме пăрахман.

СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1943 çулхи юпан 26-мĕшĕнчи Хушăвĕпе «Днепр урлă каçнă тата сылтăм çыранри плацдарма тытса тăнă чухне кăтартнă тăрăшулăх тата паттăрлăхшăн» гварди кĕçĕн лейтенантне Евгений Ерофеева Ленин орденĕ тата 2634 номерлĕ «Ылтăн Çăлтăр» медаль парса Совет Союзĕн Паттăрĕн хисеплĕ ятне панӑ.

Вăрçă хыççăн

1945 çулта Ерофеев офицер йышĕн курсĕсене вĕçленĕ. 1947 çулта вăл лейтенант званийӗнче сывлăх тăрăмĕпе запаса тухнă. Мускавра пурăннă та ĕçленĕ.

Евгений Семёнович Ерофеев 1968 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ. Мускаври Кузьмин çăвинче пытарнă.

Хисепĕсем

Астăвăм

  • Вилтӑпри ҫине палӑк лартнӑ.
  • Ерофеев ячĕпе Тверь хулинче урам ят панă[1].
  • 2025 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Тверьте Ерофеев урамĕнче Паттăрӑн асăну хăмине уçнă[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Наш земляк Евгений Ерофеев, чьим именем названа улица (выр.). BezFormata (30 утӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
  2. ^ В Твери росгвардейцы и кадеты приняли участие в открытии мемориальной доски герою (выр.). Вся Тверь (4 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.

Каçăсем