Есипово (Воронеж облаҫӗ)

Есипово — Раҫҫей Федерацийӗн Воронеж облаҫӗнчи Терновка районне кӗрекен посёлок. Есипово ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ.

Историйӗ

Яла XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче Еcипов генерал именийӗ пек никӗсленӗ. 1869 ҫулта ял урлӑ Грязи — Борисоглебск чукун ҫула хывнӑ, 1870 ҫулта — станци ҫуртне туса лартнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ялта бекон туса кӑларакан хапрӑк ӗҫлеме пуҫланӑ.

Географи

Посёлок Воронеж облаҫӗн ҫурҫӗр-тухӑҫ пайӗнче, вӑрманпа ҫеҫенхир тӑрӑхӗнче, Окапа Дон тӳремлӗхӗн ҫӗрӗсенче, Шинокость (Савала юппи) юханшывӗн ҫыранӗ хӗрринче, районӑн административлӑ центрӗ шутланакан Терновка ялӗнчен ҫурҫӗр-ҫурҫер-анӑҫалла (NNW) 6 километрта вырнаҫнӑ. Абсолютлӑ ҫӳллӗшӗ — тинӗс шайӗнчен 114 метр ҫӳллӗшӗнче.

Сехет тӑрӑхӗ

Есипово посёлокӗ, пӗтӗм Воронеж облаҫӗ пекех, МСК (мускав вӑхӑчӗ) сехет тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Вырӑнти вӑхӑт UTC-ри вӑхӑтран +3:00 чухлӗ уйрӑлса тӑрать[3].

Халӑх йышӗ

Халӑх йышӗ
2010[4]
1620
Гендерла тытӑм

2010 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ тӑрӑх гендер тытӑмӗнче арҫынсем 45,5 % йышӑннӑ, хӗрарӑмсем — 54,5 %.

Наци йышӗ

2002 ҫулхи халӑх ҫыравӑн пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн, халӑхӑн наци тытӑмӗнче вырӑссем 96 % йышӑнаҫҫӗ[5].

Урамсем

Посёлокри урам тытӑмӗ 15 урамран тӑрать.

Инфраструктура

Ялта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул, ача пахчи, тухтӑр амбулаторийӗ, ялти культура ҫурчӗ, вулавӑш тата Раҫҫей Почтин уйрӑмӗ пур.

Транспорт

Посёлокра Кӑнтӑр-Тухӑҫ чукун ҫулӗн Мичурин регионӗн пӗрешкел ятлӑ платформи пур.

Категорисем