Русаново (Терновка районӗ)
Русаново — Раҫҫейри Воронеж облаҫӗнчи Терновка районӗн сали. Русаново ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ.
Истори
Яла XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Моршанск хулинчен куҫса килнӗ ҫынсем никӗсленӗ. Ял ячӗ кунта куҫса килнӗ пӗрремӗш ҫынсен хушамачӗпе ҫыхӑннӑ. 1875 ҫулхи акан 25-мӗшӗнче Русановӑра земство училищи уҫӑлнӑ. 1913 ҫул тӗлне ялта 629 кил пулнӑ, 2252 ҫын пурӑннӑ. Икӗ класлӑ училище, виҫӗ суту-илӳ лавкки, виҫӗ тимӗрҫӗ лаҫҫи, трактир, ултӑ хупах, темиҫе хӑна килӗ тата арман пулнӑ.
Географи
Ял Воронеж облаҫӗн ҫурҫӗр-тухӑҫ пайӗнче, вӑрманлӑ-ҫеҫенхирлӗ тӑрӑхра, Окапа Дон тӳремлӗхӗн ҫӗрӗсенче, ытларах Савала юханшывӑн сылтӑм ҫыранӗ енче, районӑн администраци центрӗ шутланакан Терновка салинчен тӳрремӗн (тӳрӗ) виҫсен анӑҫ-ҫурҫӗр-анӑҫ (WNW) еннелле 6 километрта вырнаҫнӑ. Абсолютлӑ ҫӳллӗшӗ — тинӗс шайӗнчен 107 метрта.
- Сехет тӑрӑхӗ
Русаново сали, тӗрӗссипе пӗтӗм Воронеж облаҫӗ те, МСК (мускав вӑхӑчӗ) сехет тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Вырӑнти вӑхӑт UTC-ри вӑхӑтран +3:00 чухлӗ уйрӑлса тӑрать[3].
Халӑх йышӗ
| 2010[4] |
|---|
| 1415 |
- Гендерла тытӑм
2010 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ тӑрӑх гендер тытӑмӗнче арҫынсем 46,5 % йышӑннӑ, хӗрарӑмсем — 53,5 %.
- Наци йышӗ
2002 ҫулхи ҫыравӑн пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн, халӑхӑн наци тытӑмӗнче вырӑссем 98 % йышӑннӑ.
- Паллӑ ҫыннисем
Русановӑра ҫак ҫынсем ҫуралса ӳснӗ:
- Летуновский Виктор Иванович (1938–2021), Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Инфраструктура
Урамсем
Ялӑн урамсен тытӑмӗ 18 урамран тӑрать.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 ОКТМО. 179/2016. Центральный ФО
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Tom1_tab-5_VPN-2020.xlsx
- ^ Федеральный закон от 03.06.2011 № 107-ФЗ «Об исчислении времени», статья 5 (выр.) (3 ҫӗртмен 2011).
- ^ Всероссийская перепись населения 2010 года. Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, городских и сельских населённых пунктов Воронежской области (выр.). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи акан 7-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Русаново (ял) (выр.)