Костино-Отделец

Костино-Отделец — Раҫҫейри Воронеж облаҫӗн Терновка районне кӗрекен сала. Костино-Отделец ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ.

Ял историйӗ

Ял ятне кура халӑхра халап ҫуралнӑ, имӗш малтан кӳршӗри Братки ялне никӗсленӗ, унта темиҫе пӗртӑван пурӑннӑ. Кайран вӗсем пӗр-пӗринпе хирӗҫсе кайнӑ та вара икӗ пиччӗшӗ — Константинпа Макар — уйрӑлса тухса Костино-Отделец салине тата Макаровона никӗсленӗ. Апла пулин те ячӗ ҫакӑн пек сӑлтава пула йӗркеленни ҫинчен ҫирӗппӗн калама май паракан документлӑ свидетельствӑсене хальлӗхе тупса палӑртма май килмен.

Географи

Урамсем

  • К. Маркс урамӗ
  • Киров урамӗ
  • Ҫӑлкуҫ урамӗ
  • Хӗрлӗ урам
  • Ленин урамӗ
  • Лермонтов урамӗ
  • Ҫаран урамӗ
  • Арман урамӗ
  • Мичурин урамӗ
  • Ҫыран урамӗ
  • Октябрь урамӗ
  • Пушкин урамӗ
  • Сад урамӗ
  • Совет урамӗ
  • Юровка урамӗ
  • Жаров тӑкӑрлӑкӗ

Халӑх йышӗ

Халӑх йышӗ
2010[3]
1372

Паллӑ ҫыннисем

Ялта ҫуралнӑ:

Инфраструктура

Ялта вӑтам шкул, вулавӑш, Культура ҫурчӗ, фельдшерпа акушер пункчӗ, почта уйрӑмӗ, МЧС пушар чаҫӗ, сбербанк уйрӑмӗ, МФЦ пур. 2017 ҫулта вырӑнти усламҫӑсем пулӑшнипе туса лартнӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ курӑнни чиркӗвӗ пур.

Каҫӑсем