Илларионов Виктор Сергеевич
Илларионов Виктор Сергеевич (1937 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ, Костино-Отделец, Терновка районӗ, Воронеж облаҫӗ — 1982 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ, Ҫӗмӗрле) — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1937 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Воронеж облаҫӗнчи Терновка районӗнчи Костино-Отделец ялӗнче ҫуралнӑ. Хренов вӑрман хуҫалӑх техникумӗнче (1958), Воронеж вӑрман институтӗнче (1974) пӗлӳ илнӗ. Хӗрлӗ Чутай вӑрман хуҫалахӗн Кумашка лесничествинче техник-вӑрманҫӑ(1958—1959 ҫҫ.), лесничи пулӑшаканӗ (1962 ҫулччен), лесничи (1964 ҫулччен), Ҫӗмӗрле вӑрманпромхуҫалахӗн Ҫӗмӗрле лесничествин лесничийӗ (1968 ҫулччен), Хӗрлӗ Чутай вӑрман хуҫалӑхӗн тӗп лесничийӗ (1968—1970), Хӗрле Чутай вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ (1982 ҫулччен) пулса ӗҫленӗ.
Хисепӗсем
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1977);
- «РСФСР вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
- «РСФСР Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
- «РСФСР Патшалӑх вӑрман хуралӗнче ХХ ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
- ятне Хӗрлӗ Чутай вӑрман хуҫалӑхӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 102—103. — 168 с.