Летуновский Виктор Иванович
Летуновский Виктор Иванович (1938 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ, Русаново (Терновка районӗ)|Русаново, Терновка районӗ, Воронеж облаҫӗ — 2021 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ[1], Улатӑр) — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Пурнӑҫӗ
1938 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Воронеж облаҫӗнчи Терновка районӗнчи Русаново ялӗнче ҫуралнӑ. Русановӑри вӑтам шкултан (1955), Борисоглебск вӑрман техникумӗнчен (1958), Мари патшалӑх политехника институчӗн вӑрман хуҫалӑхӗн факультетӗнчен (1971) вӗренсе тухнӑ. 1958—1959 ҫҫ. Канаш вӑрман хуҫалӑхӗн Комсомольски лесничествинче техник-вӑрманҫӑ пулса ӗҫленӗ. 1959—1962 ҫҫ. Совет Ҫарӗн ретӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1962—1977 ҫулсенче Улатӑр вӑрман комбинатӗнче – лесничи пулӑшуҫи, аслӑ инженер, тӗп лесничи, директорӗн ҫумӗ. 1977—1982 ҫҫ. — Улатӑр райӗҫтӑвкомӗн председателӗн ҫумӗ, КПСС Улатӑр райкомӗн секретарӗ. 1982 ҫултан пуҫласа 2001 ҫулччен Улатӑр райсовет ӗҫтӑвкомӗн председателӗ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ, Улатӑр районӗн хӑй тытӑмлӑх пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. 1999 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председательне, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Президиумӗн пайташне суйланӑ. 2001 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа 2002 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ[2].
Пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе ҫӗршыври, республикӑри хаҫат-журналта очерксем, статьясем пичетлесе тӑнӑ. Пӗтӗмӗшле вӑл 130 ытла брошюра, очерк тата статья пичетлесе кӑларнӑ. 1966 ҫултанпа Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ пулнӑ.
Ҫемйи
Авланнӑ. Икӗ ывӑл ӳстернӗ[3].
Хисепӗсем
- Улатӑр районӗн хисеплӗ гражданинӗ;
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1976);
- II степеньлӗ «Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ[4];
- «Хастар ӗҫленӗшӗн. В.И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул тултарни» медаль[4];
- «Пушарти хастарлӑхшӑн» медаль[4];
- «Ӗҫ ветеранӗ» медаль[4];
- «РСФСР вӑрман пуянлӑхне упранишӗн тата пуянлатнишӗн» медаль[4];
- Чӑваш Республикин Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеплӗ хучӗ[4].
Ӑнлантарусем
- ^ https://kprf121.ru/ushyol-iz-zhizni-viktor-ivanovich-letunovskij/
- ^ Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 101. — 168 с.
- ^ https://old-alatr.cap.ru/sitemap.aspx?id=13256
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 https://alatr.cap.ru/about/izvestnie-zemlyaki/pisateli-poeti-hudozhniki/letunovskij-viktor-ivanovich-kraeved
Вуламалли
- Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 101. — 168 с.