Ефимов Анатолий Дмитриевич

Ефимов Анатолий Дмитриевич (литературӑри псевдонимӗ — Анатолий Хмыт; ҫур. 1964 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ, Таркăн, Аксу районĕ, Тутар Автономиллĕ Социализмла Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Афганистан вăрçи ветеранĕ, писатель-баталист, поэт тата драматург, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ (2003).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1964 çулхи нарӑс уйӑхӗн 2-мĕшĕнче Тутар АССРӗн Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче çуралнă. 1981 çулта Кивӗ Илтрекелӗнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсанах çулталăка яхăн тăван колхозра ĕçленĕ. 1982 çулхи пуш уйăхĕн вĕçĕнче Совет Ҫарӗн ретне тӑнӑ. Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче çамрăк салтаксене Афганистана илсе кĕнĕ. Тепĕр уйăхранах пĕрремĕш çапăçăва хутшăнать. Икĕ çул хушшинче тем те курма тивнĕ:

Анчах та 1984 çул пирĕншĕн чи йывăр çул пулчĕ. Файзабад, Талукан, Панджшер, Андараб – халĕ те куç умĕнче! Вилнĕ тусăмсене нихăçан та манас çук.

Кундуз, Тахар, Баглан, Саманган, Бадахшан тата Парван провинцийӗсенчи ҫар операцийӗсене хутшӑннӑ. 1984 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен Афганистанран тухнӑ.

Салтакран таврăннă хыççăн, Анатолий Дмитриевич çыравçă пулас ĕмĕте мала хурса Шупашкарти И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗ çумĕнчи хатĕрлев, унтан историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмне вĕренме кĕнĕ. 1990 çулта диплом илсен икĕ çул (1990—1992 ҫҫ.) Чăваш телевиденийĕнче ача-пăча кӑларӑмӗсен редакторĕ пулса ĕçленĕ. Телевиденирен кайсан та Шупашкартах юлнă, 18-мĕш вăтам шкулта учительте, директорăн вĕрентӳпе воспитани енĕпе çумĕ пулса ĕçленĕ. Халĕ çав шкултах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет[1].

Шупашкарти Мускав районӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвне ертсе пырать. Меслетлӗх ӗҫӗсем ҫырать, вӗсене «Халӑх шкулӗ — Народная школа» журналта тӑтӑш пичетлет.

Обществӑлла ӗҫсем

  • Чӑваш Республикинчи Тутарстан чӑвашӗсен «Пӑлхар» пӗрлӗхӗн хастарӗ;
  • Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн пайташĕ.
  • Афган вӑрҫин ветеранӗсен юхӑмӗн хастарӗ, шкул ачисемпе, ҫамрӑксемпе тӑтӑшах тӗлпулусем ирттерет[2].

Пултарулӑхӗ

Кӗнекесем

Пĕрремĕш хайлавĕ 1990 çулта «Тăван Атăл» журналта кун çути курнă. Вунӑ кĕнеке авторĕ:

  • «45 тем по чувашскому языку», вĕрентӳ пособийĕ — 2001.
  • Хмыт, А. Ан тӑк куҫҫуль, аннеҫӗм…: повӗҫсемпе калавсем / Анатолий Хмыт. — Шупашкар, 2003. — 196 с.
  • Хмыт, А. Вилӗмсӗр кӑйкӑр юрри: повесть / А. Хмыт. — Шупашкар, 2002. — 48 с.
  • Хмыт, А. Леш тӗнчерен…: роман-дилоги. 1-мӗш кӗнеке: Таркӑнсем / Анатолий Хмыт; [И. В. Алексеев ӳнерҫӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. — 382, [2] с.
  • Хмыт, А. Леш тӗнчерен…: роман-дилоги. 2-мӗш кӗнеке: Тамӑк витӗр. — Шупашкар, 2011. — 364, [2] с.
  • Хмыт, А. Сар Иван: баллада: [вӑтам тата аслӑ шкул ачисем валли] / Анатолий Хмыт. — Шупашкар, 2004. — 28 с.
  • Хмыт, А. Тӗлленмен тӗлӗк: повеҫсем, калавсем / Анатолий Хмыт, 2020. — 316, [3] с.
  • Хмыт, А. Турай: приключениллӗ роман / Анатолий Хмыт. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 539, [4] с.
  • «Тутарстан чăвашĕсем» кĕнеке-альбом авторӗсенчен пӗри (2007).
  • «Кăткăсемпе пулăсем» (тайд халăх халапĕ, 2020).

«Тĕлленмен тĕлĕк» повеҫсемпе калавсен пуххи «Литературăллă Чăваш ен: 2020—2021 çулсенче тухнă чи нумай вуланакан кӗнеке» конкурсра ҫĕнтерӳçĕ дипломне тивĕçнĕ.

Ҫавӑн пекех Анатолий Хмыт хайлавӗсем çак кĕнекесенче кун ҫути курнӑ:

  • «Вутчуль» (2020, «Ҫутǎкантǎкри сǎнар» калав (256—276 стр.),
  • «Пурǎн пирĕн Ҫеçпĕл!» (2024, «Поэт тесен…» сǎвӑ (48 стр.).

6-мӗш тата 9-мӗш классен вĕрентӳ программине А. Хмытǎн «Рафик» тата «Сар чечек, уйрǎлу палли» калавĕсем кĕнĕ.

Драматурги

Юрӑ-кӗвӗ

Анатолий Дмитриевич музыка тĕнчине те çывăх. «Каçар, анне…», «Туй килет» юрăсен сăмахĕсемпе кĕввине хайланǎ. 2004 çулта унăн «Каçар, анне…» юрри (Николай Андреев юрлать) Мускавра иртнĕ «Чăваш шăпчăкĕ» фестивалĕн Гран-прине тивĕçнĕ.

Хисепӗсем

  • Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ (2003);
  • СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Интернационалист-воина Хисеп громати тата кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑ[3] (1988);
  • «СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсене 70 ҫул» юбилей медалӗ[4] (1988);
  • «Афганистанра ҫар ӗҫӗсене пӗтернӗренпе 25 ҫул» юбилей медалӗ (2013);
  • «Интернационалист-воина Афган халӑхӗнчен тав туса» Афганистан Республикин медалӗ (Афганистан Республикин Президенчӗн 1988 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи 240-мӗш Хушӑвӗ, чысланӑ кун — 13.07.1989);
  • Алексей Талвир ячӗллӗ литература премийӗ.

Кӑсӑк самантсем

  • Литературӑри хушма ячӗ — Хмыт. Хмыт — аббревиатура (Хура Миччук Ывӑлӗ Таркӑнсем).
  • Ефимов А. Д. малтан Чӑваш писателӗсен союзӗнче (Чӑваш халах писателӗ Юхма Мишши ертсе пырать) тӑнӑ, унтан — Чӑваш Республикинчи профессионал писательсен союзӗнче.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ефимов, Анатолий Дмитриевич (педагог; 02.02.1964) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  2. ^ Вечер-встреча «Вспомним, ребята, Афганистан» (выр.). Управа по Ленинскому району администрации города Чебоксары (20 нарӑсӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  3. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР от 28.12.1988 N 9964-ХI "Об учреждении Грамоты Президиума Верховного Совета СССР воину-интернационалисту" | ГАРАНТ. base.garant.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  4. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР от 28.01.1988 N 8400-XI "Об учреждении юбилейной медали "70 лет Вооруженных Сил СССР" | ГАРАНТ. base.garant.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 132. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
  • Австрийская, О. Анатолий Хмыт: «Чуна пырса тивекен ӗҫ-пуҫ ҫинчен каласа кӑтартсан ҫырмасӑр чӑтаймастӑп» / О. Австрийская // Сувар (Тутарстан). — 2021. — 26 нарӑс/ февраль (№ 7). — С. 8: сӑн ӳкерчӗк.
  • Австрийская, О. Анатолий Хмыт: «Тӗлленмен тӗлӗк» / О. Австрийская // Сувар (Тутарстан). — 2020. — 28 февраль/нарӑс (№ 8). — С. 8: сӑн ӳкерчӗк.
  • Акташ, Т. «Сутӑн илнӗ чыс» тавра / Т. Акташ // Хыпар. — 2014. — 4 нарӑс. — С. 4: фот.
  • Антонова, Г. Мыскара та чӑннине аса илтерет / Г. Антонова // Канаш ен. — 2023. — 3 пуш/март. — С. 5: сӑн ӳкерчӗк.
  • Антонова, Г. Телейлӗ пулма вӗрентет: [Анатолий Хмытӑн «Турай» ҫӗнӗ кӗнеки ҫинчен] / Г. Антонова // Знамя = Ялав (Куславкка районӗ). — 2023. — 27 январь (№ 3). — С. 7: сӑн ӳкерчӗк.
  • Антонова, Г. «Турай»: [Чӑваш кӗнеке издательствинче Анатолий Хмытӑн приключениллӗ романӗ пичетленсе тухни ҫинчен] / Г. Антонова // Сувар (Тутарстан). — 2023. — 20 кӑрлач/январь (№ 2). — С. 9: сӑн ӳкерчӗк.
  • Ефимов, А. Д. Анатолий Хмыт: Чун кирлӗ, унсӑрӑн ҫырма ҫук… / А. Д. Ефимов ; О. Австрийская ҫырса илнӗ // Хыпар. — 2023. — 11 ака/апрель. — С. 3: сӑн ӳкерчӗк.
  • Ефимов, А. Д. «Вӑрҫӑ пурнӑҫа юратма вӗрентрӗ…»: [Анатолий Хмыт ҫыравҫӑпа калаҫни] / Ю. Листопад ҫырса илнӗ // Хыпар. — 2015. — 20 май/ҫу. — С. 4-5.. — См. текст
  • Листопад, Ю. Вӑрҫӑра туптаннӑ туслӑх / Ю. Листопад ; В. Романов сӑн ӳкерчӗкӗ // Хыпар. — 2009. — 10 раштав. — С. 2.
  • Осипов, Н. Н. Анатолий Хмыт ҫыравҫӑ калавӗсенчи Афган вӑрҫин теми / Н. Н. Осипов // Хальхи чӑваш калавӗ (2000—2015 ҫулсем): монографи / Н. Н. Осипов. — Шупашкар, 2015. — С. 117—125.
  • Осипов, Н. Н. Чуна шӑнтакан, ҫӳҫентерекен чӑнлӑх: Анатолий Хмыт повеҫӗсенчи Афган вӑрҫин ӳкерчӗкӗсем / Н. Осипов // Сувар (Тутарстан). — 2020. — 24 июль/утӑ (№ 29). — С. 6: сӑн ӳкерчӗк ; 30 июль/утӑ (№ 30). — С. 6: сӑн ӳкерчӗк.
  • Тимӗр Акташ. «Сутӑн илнӗ чыс» / Тимӗр Акташ // Сувар. — 2014. — 24 кӑрлач (№ 3). — С. 4: фот.
  • Хмыт, А. Д. Анатолий Хмыт: «Вӑрҫӑ ҫынна улӑштарать» / А. Д. Хмыт; [калаҫаканӗ] Р. Гурьянова // Самант. — 2012. — № 2. — С. 12-13.
  • Хмыт, А. Анатолий Хмыт: «Сӑнарсен хурлӑхӗ-савӑнӑҫне чун витӗр кӑларса ҫыратӑп»: Манӑн хайлавсенче сӑнланнӑ тӗлӗксенчен чылайӑшне хам курнӑ: [ҫыравҫӑпа калаҫни] / А. Хмыт; [О. Иванова ҫырса илнӗ] // Сувар (Тутарстан). — 2020. — 5 июнь/ҫӗртме (№ 22). — С. 7: сӑн ӳкерчӗк.
  • Хмыт, А. «Сӑнарсен хуйхи-савӑнӑҫне хӑвӑн витӗр кӑлармасӑр ҫырма май ҫук»: [Анатолий Хмытпа калаҫни / О. Иванова ҫырса илнӗ] // Тӑван Атӑл. — 2021. — № 12. — С. 69-71: сӑн ӳкерчӗк.
  • Ефимов (Хмыт) Анатолий Дмитриевич // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем. — Чебоксары, 2006. — C. 499.
  • Сорокин, Н. М. Хмыт (Ефимов) Анатолий Дмитриевич / Н. М. Сорокин, Е. А. Турхан // Чувашские писатели Татарстана / Н. М. Сорокин, Е. А. Турхан. — Чебоксары, 2015. — С. 198—199.
  • Хмыт Анатолий (Ефимов Анатолий Дмитриевич) // Союз чувашских писателей. — Чебоксары, 2002. — С. 105—106.
  • Хмыт, А. Д. Анатолий Хмыт: Афганистан не забывается… / А. Д. Хмыт; беседовал Т. Акташ // Республика. — 2012. — 22 авг. (№ 38). — С. 13: фот.