Ефремов Николай Сидорович
Ефремов Николай Сидорович (1895 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ, Кивĕ Йĕлмел, Пӑва уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1988 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ, Кивĕ Йĕлмел, Çĕпрел районĕ, Тутар Автономиллĕ Социализмла Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет саманинчи чăваш драматургĕ, чăваш драматургине никĕслекенсенчен пĕри[1].
Пурнăçĕпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Николай Ефремов 1895 çулхи раштавăн 6-мĕшĕнче Чӗмпӗр кĕпĕрнин Пӑва уесĕнчи Кивӗ Йĕлмел ялĕнче (халĕ Тутарстанăн Ҫӗпрел районĕ) çуралнă[2].
Хурӑнвар Шӑхальти икĕ класлă шкулта вĕреннĕ[2]. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине (1915–1918), Раççейри Граждан вăрçине (1918–1920) тата Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине (1943–1945) хутшăннă[2].
Финанс органĕсенче ĕçленĕ, тăван ялĕнче колхоз председателĕ пулнă, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ[2]. Хăшпĕр çăлкуçсемпе, вăл вырăс чĕлхипе литературине те вĕрентнĕ, вĕренӳ пайĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ[3].
1919 çулта Чӗмпӗр хулинче Чăваш театрне йĕркелесе яракансенчен пĕри пулнă[2].
1988 çулхи утăн 23-мĕшĕнче тăван ялĕнче вилнĕ[2].
Пултарулӑхӗ
Николай Ефремов — чăваш драматургине никĕслекенсенчен пĕри. Унăн «Пуян Карук» драмине 1919 çулта Хусанти Чăваш театрĕнче лартнă, 1920 çулта Чӗмпӗр хулинче уйрăм кĕнекепе тухнă[2]. Ку драма М. Ф. Акимов-Аруй, Г. В. Тал-Мӑрса, Ф. П. Павлов хайлавĕсемпе пĕрле чăваш театрĕн репертуарĕнчи чи малтанхи чӑваш пьесисенчен пĕри шутланать[2].
Çавăн пекех вăл «Анисса» драмăн, водевильсен тата сценкăсен авторĕ[2].
Кӗнеки
Ефремов, Н. С. Пуян Карук : драма / Н. С. Ефремов. — Чӗмпӗр, 1920. — 80 с.
Астӑвӑм
Шупашкарта, тӑван ялӗнче асӑну каҫӗсем ирттереҫҫӗ[4].
Ӑнлантарусем
- ^ Ефремов Николай Сидорович. Чăваш энциклопедийĕ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Ефремов Николай Сидорович. Чăваш энциклопедийĕ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Ефремов Николай Сидорович. Наследие Чувашии.рф. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^ 5 апреля в Староильмовской библиотеке прошел информационный обзор по творчеству первого чувашского драматурга Николая Сидоровича Ефремова. (выр.). Стародрожжановское сельское поселение. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
Вуламалли
- Ефремов, Н. С. Пуян Карук : драма / Н. С. Ефремов. — Симбирск, 1920. — 80 с. — (Богач Карук).
- Ентеш-драматурга 120 ҫул : [Николай Сидорович Ефремов ҫинчен] // Тӑван ен (Тутарстан). — 2015. — 11 декабрь (№ 91). — С. 3.
- Н. С. Eфремов // Тӑван Атӑл. — 1975. — № 12. — С. 239-241.
- Кузнецов, Н. Eфремов — паллӑ драматург / Н. Кузнецов // Сувар (Тутарстан). — 1997. — 19 сент. — С. 3.
- Ларионов, Н. Ефремов — чӑваш драматургине никӗслекенсенчен пӗри / Н. Ларионов // Канаш (Чӗмпӗр Ен). — 2013. — 17 юпа (№ 41). — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк.
- Ларионов, Н. Николай Ефремов — чӑваш драматургине никӗслекенсенчен пӗри / Н. Ларионов-Йӗлмел // Шурӑмпуҫ. — 2021. — № 8 (чӳк). — С. 111-114 : сӑн ӳкерчӗк.
- Ларионов, Н. Н. Мул тӗнчин тыткӑнӗнчен хӑтӑлайман самана : (Н. Ефремов ҫырнӑ «Пуян Карук» драма) / Н. Н. Ларионов // Чун хушнипе пурӑнсан / Н. Н. Ларионов. — Шупашкар, 2009. — С. 92-95.
- Ларионов, Н. «Пуян Карук» авторӗ Кивӗ Йӗлмелӗнчен : [Николай Сидорович Ефремов драматург ҫинчен] / Н. Ларионов // Сувар (Тутарстан). — 2018. — 3 ҫурла/август (№ 30). — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк ; Сувар. — 2018. — 10 ҫурла/август (№ 31). — С. 8.
- Матросов, Н. Пурнӑҫ ҫул-йӗрӗ / Н. Матросов // Сувар (Тутарстан). — 2008. — 15 нарӑс (№ 7). — С. 9.
- Хлебников, Г. Я. Николай Eфремовӑн илемлӗхпе сӑнарлӑх уйрӑмлӑхӗсем // Хлебников, Г. Я. Поэтика чувашской советской литературы / Г. Я. Хлебников. — Шупашкар, 1990. — С. 16-22.
- Юрьев, М. Малтанхисенчен пӗри / М. Юрьев // Коммунизм ялавӗ. — 1965. — 4 дек.
- Юрьев, М. Самана тантӑшӗ / М. Юрьев // Коммунизм ялавӗ. — 1970. — 10 дек.
- Ефремов Николай Сидорович // Дрожжановская энциклопедия. — Старое Дрожжаное, 2020. — С. 215.
- Ефремов Николай Сидорович // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем : [кн.-альбом]. — Чебоксары, 2006. — C. 499.
- Никифорова, В. В. Ефремов Николай Сидорович / В. В. Никифорова // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 578.
- Сидоров, Е. С. Н. С. Ефремов / Е. С. Сидоров // Чувашский язык и литература : тр. / НИИ при Совете Министров Чуваш. АССР. — Чебоксары, 1975. — Вып. 59. — С. 239-241.