Ефремов Панфил Афанасьевич

Тӗрӗслесе тухнӑ статья

Ефремов Панфил Афанасьевич (1886 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ, Ҫӗньял-Покровски, Чикме уесӗ1961 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ, Ҫӗньял-Покровски, Шупашкар районӗ, Чӑваш АССР) — нумай ҫул шкулта ӗҫленӗ ҫын, РСФСР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ[1].

Кун-ҫулӗ

Панфил Афанасьевич нумай ачаллӑ хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ[2]. Мӗн ачаран аслисемпе пӗрле ӗҫленӗ. Ашшӗ йышӑр чирлесе ӳкнине пула 13 ҫултах ҫемьери пӗтӗм йывӑр ӗҫ ун ҫине тиеннӗ[2].

1900 ҫулта Ишлейри икӗ класлӑ шкулта пӗлӳ илнӗ. 1904 ҫулта экстерн мелӗпе Хусанти учительсен семинарийӗ ҫумӗнчи пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ ята илмешкӗн экзамен тытнӑ[3]. 1906 ҫулта ашшӗ вилсе каять те ҫемьери ытти пӗтӗм ачана унӑн ӳстерме тивет.

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ[1], кунта вӑл икӗ ҫул ирттернӗ[2].

Тивӗҫлӗ канӑва 1959 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче шкулсенче 56 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн 74 ҫул тултарсан тухнӑ[1][2].

Ӗҫӗ-хӗлӗ

1903 ҫултанпа пуҫламӑш шкулта ачасене вӗрентнӗ. Ҫав шкулӑн адресӗ: Хусан кӗпӗрни, Спасски уесӗ, Кивӗ Тархал ялӗ, Братски шкулӗ. 4 ҫул ытла А. Бубнов ячӗллӗ Ишекри тӗслӗхлӗ шкулӑн вӗренӳ пайӗн заведующийӗ пулнӑ. Каярахпа Чикме уесӗпе Шупашкар районӗн шкул инспекторӗ пулса ӗҫленӗ, Ишлей вӑтам шкулӗн директорӗ пулнӑ, Ҫӗньял-Покровскинчи вӑтам шкулта ачасене вӗрентнӗ[3].

Пӗтӗмӗшле Панфил Афанасьевич 56 ҫул шкулсенче ӗҫленӗ[2]:

  • 12 ҫул кивӗ влаҫ вӑхӑтӗнче;
  • 44 ҫул —совет саманинче;
    • ҫав шутра 40 ҫул хушши — Ҫӗньял-Покровски шкулӗнче.

Панфил Афанасьевич чӑваш шкулӗсем валли букварь хатӗрелсе кӑларнӑ, ҫав букварьпе вӗрентмелли меслетлӗх кӑтартӑвне хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл шкулсем валли ача-пӑча пьесисем тата юррисене ҫырнӑ[1].

Ишекри вӑтам шкулта ӗҫленӗ вӑхӑтра механизациленӗ ӑсталӑх лаҫҫи хатӗрленӗ, унта верстаксем, станоксем, хӑй ӑсталанӑ ҫил арманӗ (12 ҫунатлӑ[2]) вырнаҫтарнӑ. Ун чухне хӑйне валли йывӑҫран велосипед ӑсталанӑ. 1945 ҫулта «Ҫӗньял» колхоз валли тырӑ типӗтмелли хатӗр туса панӑ. Ҫавӑн пекех хӑйӗн конструкцийӗпе сӳре ӑсталаса панӑ[3].

Таврапӗлӳ музейӗ

Пуҫламӑш шкул вӗрентекенӗ пулнӑ май Ҫеньял-Покровски шкулӗнче таврапӗлӳ музейне йӗркеленӗ. Шкулта ҫӗнӗ ҫурт йӗркеленӗ хыҫҫӑн ҫак музей пӗр стена йышӑннӑ. Шел те, паянхи кун тӗлне унти экспонатсене салатса пӗтернӗ[2].

Колхоз йӗркеленине хутшӑнни

Панфил Афанасьевич ялта колхоз йӗркелес ӗҫе хастар хутшӑннӑ[2]. Колхоз правленийӗн яланхи пайташӗ пулнӑ, чылай вӑхӑт хушши ял канашӗн депутачӗ, колхозри парти организацийӗн секретарӗ пулнӑ.

Ҫемье

Ефремов кил-йышӗнчи 30 ытла ҫын хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне шкулпа тата педагогикӑпа ҫыхӑнтарнӑ[2]:

  • икӗ йӑмӑкӗпе шӑллӗ (тата вӗсен ачисем) вӗрентекен пулса тӑнӑ;
  • мӑшӑрӗ, Зоя Герасимовна;
  • хӗрӗ, Галина Панфиловна;
  • кӗрӗвӗ;
  • Светлана мӑнукӗ.

Хисепӗсем

  • Наркомпрос хисеп хучӗ (1934)[2];
  • Горьки облаҫӗн парти обкомӗпе крайкомӗн грамоти (1936)[2];
  • Шупашкар районӗҫтӑвком грамоти (Ишек вӑтам шкулӗнче механизациленӗ ӑслатӑх лаҫҫи хатӗрленӗшӗн; 1935)[2];
  • РСФСР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ (1940);
  • Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
  • «Хисеп палли» орденӗ;
  • «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–45 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медаль.

Хальхи вӑхӑтра Панфил Афанасьевич портречӗ Пархикассинчи культура ҫурчӗн чи паллӑ вырӑнӗнче ҫакӑнса тӑрать. Ҫӗньял-Покровски вӑтам шкулӗнче тата Пархикасси ял вулавӑшӗнче унӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа паракан стендсем вырнаҫнӑ.

Ҫӗньял-Покровскинчи ҫӗнӗ урам ячӗ Панфил Афанасьевич ячӗпе хисепленет.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 http://энциклопедии.наследиечувашии.рф/a/article/2151.html
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12 https://ecokygesi.ru/images/diski/storona_cheb/doc/Efremov.pdf
  3. ^ 1, 2, 3 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 164. — 505 с.

Вуламалли

  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 164. — 505 с.
  • ВерендееваТ.К., Мочалова Г.П., Суркова З.М. Край родной Синьял-Покровский.(чăв.). — Новое время, 2009. — 360 с.