Ехрим Иванĕ
Ехрем Иванĕ (паспортпа Ефремов Иван Григорьевич), — сăвăç. 1908 çулта Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕнчи Кашар ялĕнче çуралнă, 1948 çулта вилнĕ.
Чĕмпĕр педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Самарта «Колхозник» хаçат тата Шупашкарта «Ӗç хĕрарамĕ» журнал редакцийĕсенче ĕçленĕ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннă.
«Çамрăклăх» (1933) ятлă сăвă кĕнеки кăларнă. Ун саввипе В. Воробьев кĕвĕленĕ «Колхоз хирĕнче» юрра халĕ те юрлаççĕ.
Вуламалли
Ӑнлантарусем
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |