Жвания Зураб Виссарионович
Зураб Виссарионович Жвания, — Грузи политикĕ. 1963 çулхи раштавăн 9 Тбилиси хулинче çуралнă. 2005 çулхи нарăсăн 3 вилнĕ.
Авланнă, виçĕ ача пулнă. Чĕлхесенчен акăлчан, нимĕç тата вырӑс чӗлхисене пĕлнĕ.
Пурнăçĕ
Зураб Виссарионович çар çыннин çемьинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ Грузин ăслăлăхпа тĕпчев институчĕнче ăслăлăх енĕпе ĕçленĕ. Тбилисин патшалăх университечĕн биологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Университетра вĕреннĕ чухне вăл Нино Бурджанадзепе паллашнă. Ун хыççăн 1992 çулчен вĕренсе пĕтернĕ факультетăн этемĕн тата чĕрчунсен физиологиĕн кафедринче ĕçленĕ.
1989 çулта Зураб Жвания Грузире "симĕссисен" юхăмне, каярахпа "симĕссисен" партине никĕсленĕ. Çав партин пĕрремĕш председателĕ вăлах пулнă. Кайран икĕ çул хушши вăл Европăри "симĕссисен" партин сопредседателĕ вырăнне йышăннă.
Эдуард Шеварднадзе политикине пулăшмашкăн туса хунă «Грузи гражданĕсен пĕрлешĕвĕ» (ГГП) ятлă çĕнĕ пĕрлешӳ партин тĕп секратарĕ вырăнне йышăннă. Эдуард Шеварднадзе политикипе килĕшменнипе хай ирĕкĕпе кайнă.
2002 çулхи çĕртме уйăхĕнче вăл ГГП партиĕнчен тухасси çинчен пĕлтернĕ. 2002 çулхи çĕртме уйăхĕн 6 Зураб Жвания «Демократсем» ятлă парламент фракцине туса хурса ăна ертсе пыма пуçланă. 2002 çулхи çĕртме уйăхĕн 17 хыççăн «Пĕрлешӳллĕ демократсем» политика организациĕн председателĕ.
«Роза революциĕ» ятлă пулăмсен иртнĕ хыççăн ăна Грузи патшалăх министрĕ шутне лартнă. 2004 çулхи нарăсăн 17 Зураб Виссарионовича Грузи парламенчĕ республикăн премьер-министрĕ вырăнĕнче çирĕплетнĕ.