Золотов Арсений Иванович

 

Арсений Иванович ЗолотовЧăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Арсений 1898 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнчи (халĕ Элӗк районӗ) Синер ялĕнче Гордеев Иван Гордеевич тата Мария Кирилловна çемйинче çуралнă.

1907-1913 çулсенче Арсений Халăх çутĕç министерствин икĕ класлă училищинче вĕренет, 1913 çулхи кĕркунне Чĕмпĕр чăваш вĕрентӳçĕсен семинарине пĕлӳ пухма кĕрет. Чĕмпĕрте Арсений Золотов ултă çул вĕренет (1917, чӳк, 1 1918, çурла, 15 тапхăрĕнче Ассакассири пуçламăш шкулĕнче ачасене вĕрентет).

1919 çулхи акан 19-мĕшĕнче Аркадий шăллĕпе, Николай Золотовпа пĕрле, 7-мĕш Чĕмпĕр полкне хăй ирĕкĕпех хĕсмете тăрать те граждан вăрçине хутшăнать, Ӗренпур, Уральский, Илецкий патĕнче çапăçусене хутшăнать.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтĕнчен тăван çĕршыва таврăнсан Элĕк райĕçтăвкомĕнче, РОНО пуçлăхĕ (ака, 1944 — авăн, 1945), каярах райплан ертӳçи (юпа, 1945 — çурла, 1948) пулса вăй хурать.

1948 çулхи авăн уйăхĕнче Арсений Иванович каллех педагог ĕçĕнче тăрăшма тытăнать, Элĕкри вăтам шкулта географипе 5-7 классенче пĕлӳ парать.

Тивĕçлĕ канăва тухсан, Арсений Золотов халăхшăн кирлĕ ĕçе йĕркелесе пырать, архив материалĕсемпе чылай ĕçлет.

1966 çулхи утăн 13-мĕшĕнче 68 çулти Арсений Иванович куçне ĕмĕрлĕхех хупать. Унăн вилтăпри Синер ялĕн çăвинче.

Чыслани

  • Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи (1950)
  • Чăваш АССР Хисеп кĕнекине Арсений Ивановичăн ятне çырса хураççĕ (1957)
  • медальсем
  • хисеп хучĕсем

Çав. пекех

Вуламалли

  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • А. А. Золотов, Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна, "Принципам не изменили", Элĕк - Шупашкар, 1998.

Каçăсем