Зюганов Геннадий Андреевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Зюганов Геннадий Андреевич
Gennady Zyuganov 2022-09-20 (cropped).jpg
Чӑн ят выр. Геннадий Андреевич Зюганов
Çуралнă вăхăт 26.6.1944(1944-06-26)[1][2] (80 ҫулта)
Çуралнă вырăн
Гражданлăх
Пăхăнулăх
Альма-матер
Ĕçе илекен
Ачисем Q67103659?
Премисемпе чысланисем
Автограф Автограф ӳкерчӗкӗ
Сайт kprf.ru/personal/…(выр.)
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем
Gennady Zyuganov 2012-05-01.jpg

Геннадий Андреевич Зюганов (Орёл облаçĕнчи Мымрино ялĕ) — Компартисен союзĕ — ССКП Канашĕн председателĕ (суйлава хутшăннă, кашнинче иккĕмĕш вырăн йышăннă (1996, иккĕмĕш тура тухнă, 2000 тата 2008).

Философи ăслăхĕсен тухтăрĕ; темиçе кĕнеке авторĕ, прессăра чылай публикаци кăларнă.

Кун-çулĕ

Вĕрентӳçĕ çемьинче Мымрино ялĕнче (Орёлтан 100 çм) çуралнă.

Ашшĕ, Андрей Михайлович Зюганов (1990 çулта вилнĕ), Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче артиллери расчет командирĕ пулнă, вăрçа вĕçленсен Мымрино вăтам шкулĕнче чылай вĕренӳ япалисене ертсе пынĕ, çав шутра ял хуçалăх пĕлĕвне те, ютçĕр чĕлхипе вырăс чĕлхипе литературăсăр пуçне. Амăшĕ — Марфа Петровна, 1915 çулта çуралнăскер — Мымрино шкулĕн пуçламăш класĕнче вĕрентнĕ.

Орёл облаçĕнчи Хотынец районĕн Мымрино вăтам шкулĕнчен 1961 çулта кĕмĕл медальпе вĕренсе тухса, унтах вĕрентӳçе пулса ĕçленĕ. 1962 çулта Орёл педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне 1969 çулта вĕренме кĕрет, ăна вăл 1969 çулта палăрса вĕçлет. 1963—1966 çç. Совет çарĕнче, радиаци-хими разведкинче, хĕсметре. Асла пĕлӳ керменĕнче физикăпа математикăна вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах профсоюз, комсомол, парти ĕçĕпе хăтланнă. 1966 çулта КПСС ретне тăрать. 1967 çултанпа комсомол ĕç-пуçĕнче, район, хула тата облаç суйлав ĕç вырăнĕнче тăрăшать.

Орёл педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан ВЛКСМ обкомĕн пĕрремĕш секретарĕн ĕçĕ вырăнĕнче. ССКП ТК çумĕнчи обществăллă ăслăхĕсен академийĕнче пĕлӳ пухнă, унти аспирантурăна экстерн меслечĕпе вĕçленĕ. 1980 çулта ăслăх кандидачĕн диссертацине ăнăçлă хӳтĕленĕ.

ССКП ТК агитаципе пропаганда пайĕнче инструктор, кайран сектор ертӳçи пулса ĕçленĕ. 1989—1990 çулсенче ССКП ТК идеологи пайĕн ертӳçин çумĕ пулса ĕçленĕ.

....

Монографисен авторĕ. Философи тухтăр диссертацине «Основные тенденции и механизм социально-политических изменений в современной России» темăпа хӳтĕленĕ. 1996—2004 çулсенче Раççей халăх-патриот пĕрлĕхĕнче. 2001 çултанпа Коммунистсен партисен союзĕ — Совет Союзĕн Коммунистсен партине ертсе пырать.

Снегирьте патшалăхран арендăланă çуртра çулталăк тăршшипех [4],[5]. Пайăр дача çук.

Социаллă-политика курăмĕсем

Зюганов шухăшĕпе, ССКП-ра «икĕ çунат, тупсăмĕпех каласан, икĕ юхăм» çирĕпленнĕ. Пĕрремĕшĕ Троцкий, генерал Ягода тата Берия çуначĕ[6].

Асăрхавсем

  1. ^ Gennady Andreyevich Zyuganov // Encyclopædia Britannica (англ.)
  2. ^ Gennadij Sjuganow // Munzinger Personen (нем.)
  3. ^ http://ari.ru/doc/?id=2131 2005 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ http://www.informacia.ru/facts/zuganov/3.htm 2008 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  5. ^ http://www.annews.ru/news/detail.php?ID=176284
  6. ^ III съезд КПРФ// Материалы и документы. — М, 1995, с. 106

Каçăсем

Шаблон:Кандидат-1996 Шаблон:Кандидат-2000 Шаблон:Кандидат-2008