Ивановка (Лениногорск районĕ)

Ивановка (тут. Ивановка, выр. Ивановка) - Тутарстанăн Лениногорск районĕнчи вырăссем, чăвашсем, тутарсем пурнакан ял. Патша саманинчи хăшпĕр çăлкуçсенче "Чувашская Ивановка" тени те пур[1].

Вырăнти чăвашсем яла ĕлĕкренпех урăхла (урăхла ятсемпе) каланине тупса палăртсан, статья ятне те улăштарма тивет.

Ял тытăмĕ, йышĕ

1989-мĕш çулта кунта 519 çын пурăннă, вĕсенчен: вырăссем 44%, чăвашсем 30% (тутарла Википеди çапла пĕлтерет).

Истори

Ялти библиотекăн сайтĕнче çырнинчен:[2]

ПЕТРОВ (АТЛАЙ) ЛЕОНИД ПОРФИРЬЕВИЧ чĕлхеçĕ çывăхри Çĕнĕ Шешкел пирки каланинчен[3]:

Тĕне кĕмен чăвашсем пирки час-часах аса илетпĕр, вĕсем халь те пур. Унчченрех анатри чăвашсен хушшинче (Шăмăршă тăрăхĕнче, Йĕпреç районĕнче) сахал мар тĕл пулнă. Эпĕ авалхи чăваш тĕнĕпе пурăнакан инçетри чăваш ялĕсене экспедицие çитсе курнăччĕ. Тутарстанри Лениногорск районĕнчи Çĕнĕ Шешкел ятлă питĕ илемлĕ ял пур, Самар тăрăхĕнчи Шунтала районĕнче – Ухинккел ялĕ. Çав тăрăхсенчи илемлĕ чăваш ятлă çынсем халь те пурăнаççĕ – Савтепи, Хĕртелет, Ялампи, Алапай, Аканей, Альмункка, Пайтул, Сайкуш, Элентюк, Айпике, Кайăкпи, Менсулу, Тикенеш, Шернепи тата ытти те.

Тутарстанти Лениногорск районĕнчи чăваш ялĕсен йышĕн пĕр версийĕ ак çапла: Алешкино, Кузьминовка, Мичурин посёлокӗ (посёлок им. Мичурина), Ҫӗнӗ Шешкел (Новое Сережкино), Чишме (Сходнево-Чертанлы)[4].

Çав. пекех

Вуламалли

Темӑпа ҫыхӑннисем